Ачисене упăшки патĕнче хăварнă
«Ывăлли-хĕрли хумханать, ывăлсăр-хĕрсĕрри хурланать», — çапла каланă халăхра. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпари Зоя Александровăна çак каларăша хăй пирки каланăнах туйăнать хăш чухне. Вăл шкул пĕтерсенех качча тухнă. Пĕр-пĕрне чунтан юратса пĕр ял каччипе çемье çавăрнă, пĕр ывăл, икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Çамрăклах фермăра пăрусем пăхнă. Мăшăрĕпе иккĕшĕ ачисене çитĕнтерсе ватлăхра мăнукĕсемпе савăнса пурăнма ĕмĕтленнĕ. Шел, йывăр чирленĕ хыççăн упăшки çичĕ çул каялла пурнăçран уйрăлнă. 35 çул пĕр сукмакпа утнă мăшăрне ырăпа кăна асăнать арăмĕ.
Зоя Васильевна ялта икĕ мăнукĕпе пурăнать. Шăпа çакнашкал килсе тухасса нихăçан та шухăшламан вăл. Ывăлĕ Алексей качча кайса уйрăлнă ачаллă хĕрарăмпа пĕрлешнĕ. Кинĕн ывăлĕ те Алеша ятлă, çавăнпа та çемьере икĕ Алексей пулса тăнă. Çамрăк хĕрарăм умлă-хыçлă икĕ ывăл çуратнă: малтан Никитăна, кайран Кирила. Пурнăç кустăрми яланах тÿрĕ те тикĕс шумасть çав. Виçĕ ывăллă çамрăк çемьен савăнса кăна пурăнмалла пулнă та, анчах та мĕн çитмен-ши? Пилĕк çул иртсен пĕр кунхине хĕрарăм виçĕ ачине пăрахса Елчĕке тухса кайнă. Текех таврăнман вăл. Мĕн сăлтава пула, мĕн килĕшмен çак кил-çуртра, ку ыйтăва хуравлаймарĕ хунямăшĕ. Кирилл виçĕ çул та тултарайман ун чухне, Никита 5-ре çеç пулнă. Çав кунранпа Зоя Васильевна кинне текех курман. Ун пирки япăх пĕр сăмах та каламасть, усалпа та асăнмасть. «Çын тĕрлĕрен пулать, пĕр вырăнта тĕпленсе пурăнаканни мар пулĕ», — терĕ çеç шăппăн. Апла-и, капла-и, ял çыннисем каланă тăрăх, ачисене упăшкипе хăварнă хĕрарăм кайран тепĕр хутчен качча тухнă.
Пĕр хуйхи пирчеме ĕлкĕреймен, тепри йăтăнса аннă Зоя Александровăн черчен хулпуççийĕ çине. Кăçал çуркунне вăл 39 çулти ывăлне пытарнă. Ăна юлашки çула та пулин ăсатма кинĕ килмен.
Арăмĕ тухса кайнă хыççăн Алеша текех авланас темен, пĕр хĕрарăм та илсе килмен. Ывăлĕсемпе, вĕсен çитĕнĕвĕсемпе йăпанса пурăннă. «Ачисем ашшĕпе питĕ çывăхчĕ. Унпа пĕрле ĕçлетчĕç, çавăтăнса çÿретчĕç, выльăх пăхатчĕç… Амăшне аса илсех кайман. Кинĕн ывăлне хăйĕнни пекех пăхрĕ, нихăçан та уйăрман. Алеша та ăна çав тери юрататчĕ, «атте» тесе чĕнетчĕ», — пурнăç çавнашкал килсе тухнишĕн кулянса калаçрĕ Зоя Васильевна.
Алеша халĕ Рязаньти çар училищинче вĕренет. Кăçал вăл Çĕнĕ çула çитеймесси, сесси хыççăн çеç каникула килесси пирки пĕлтернĕ. Никитăпа Кирилл пиччĕшĕшĕн тунсăхлаççĕ. Хăйсен спортри çитĕнĕвĕсем пирки каласа кăтартасшăн ăна. Арçын ачасем иккĕшĕ те тахçантанпах хĕл ларасса кĕтеççĕ. Спортпа туслăскерсем — хоккей командинче. Йĕлтĕрпе те чупаççĕ. Мăнукĕсем асламăшне выльăх пăхма, хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ. Савăнать вĕсемшĕн Зоя Васильевна. «Пурăнмалла, ачасене ÿстермелле, ура çине тăратмалла. Эпĕ амăшĕ вырăнне те, ашшĕ вырăнне те юлтăм. «Ачан ачисем хăвăннинчен те пахарах», — тенĕ ваттисем. Вĕсем хăйсене тăлăх пек ан туйччăр çеç», — шухăшлăн калаçрĕ ăш пиллĕ Зоя аппа. Амăшĕ яла пырса çÿремест, кукамăшĕ ачасене курма иртнĕ хĕлле килсе кайнă-мĕн. Малалла вулас...