Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

ЮРЛАКАН ЯЛ

Хор историйĕ пуян. Патреккел авалтанпах юрлакан ял шутланнă, çыннисем уçă саслă пулнипе палăрнă. 1742 çултах чиркỹ çумĕнче юрă ушкăнĕ пулнă, ял çыннисенчен чылайăшĕ унта юрланă. 1922 çулта Патреккелте вĕрентекенре тăрăшнă Ольга Миловидова районта пуçласа аслисене, шкул ачисене пĕр чăмăра пĕрлештерекен хор йĕркеленĕ, хăех ертсе пынă. Пуçласа пултарулăх коллективĕ 1932 çулта малтанхи çитĕнỹ тунă — республикăри музыка олимпиадинче палăрнă.

1949 çулта хор тилхепине ял çынни — Михаил Михайлович Воронцов алла илет. Вăл ертсе пынă хушăра хор республикăри художество пултарулăх коллективĕсен хушшинче 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Пĕр вăхăт коллектив пуçĕнче ялти клубра, ун хыççăн районти библиотекăра ĕçленĕ, кайран районти тĕп вулавăша ертсе пынă Александр Миллин пулнă. 1957 çулта хор Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕн Мария Ястребован аллине куçать, ăна 1967 çулччен ертсе пырать вăл. Шăп çак тапхăрта коллектив «халăх хорĕ» хисеплĕ ята çĕнсе илет, Мария Ястребовăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» сумлă ятпа чыслаççĕ. Патреккелсемпе пĕрле хора таврари — Акчел, Элекçей Тимеш, Аслă Елчĕк, Ĕнел, Тỹскел ялĕсенчи çамрăксем те хаваслансах çỹренĕ.

— Эсир халăх хорне хăçан ертсе пыма тытăннă? — ыйтатăп 1977 çулта «ЧАССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», 1986 çулта «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ятсене тивĕçнĕ Геннадий Борисовран.

— Маларах, çар ретне тăриччен, Елчĕкри культура çуртĕнче ĕçлеме тиврĕ, вăл вăхăтра Елчĕк хорне ертсе пытăм. Унтанах салтака ăсатрĕç мана. Хĕсметре чухне Мария Ястребовăпа çырусем çỹрететтĕмĕр. Ун чухне вăл, Елчĕк ял совет председательне ĕçлеме куçнăскер, мана ялти хора ертсе пыма кĕтни пирки хыпарлатчĕ. Салтакран таврăнсан 1971 çулта Патреккел халăх хорне ертсе пыма пуçларăм, — хуравлать вăл.

Геннадий Арсентьевич çĕр çынна пĕрлештерекен хора ертсе пынă май ялти çамрăксенчен вокалпа инструментсен, кашăкçăсен ансамблĕсене, ачасен хорне йĕркелесе янă. Çав хушăрах 1975 çулта Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче баян преподавателĕн дипломне алла илнĕ.

— Хорпа та, ансамбльсемпе те районта, республикăра, çĕршывра иртекен смотр-конкурссене хутшăнтăмăр. Пĕтĕм Союзри «Çĕнтерỹ салючĕ» 1, 2, 3 фестивалĕсен, республикăри 1, 2, 3, 4 телефестивалĕсен лауреачĕ пулса тăтăмăр. Пĕтĕм Союзри пĕрремĕш фестивальте, 1977 çулта, пирĕн ушкăн Мускавра, Кремльти съездсен керменĕнчи концерта хутшăнса фестиваль лауреачĕн дипломне, пысăк тата пĕчĕк ылтăн медальсене, алла çыхмалли сехетсене, Александра Пахмутова композитор алă пуснă пластинкăсене тивĕçрĕ, — аса илет Геннадий Борисов.

Ăнăçусемпе çитĕнỹсем, наградăсем çĕнсе илесси, паллах, хора ертсе пырас, репертуара пĕлсе йĕркелес ăсталăх пысăк пулнинчен, ăна çулран-çул пуянлатса пынинчен, юрлакан кашни çын пултарулăхĕнчен килнĕ.

Кашни юрра 5-6 сасăпа янраттарнă, репетицисем çĕрле 2 сехетчен тăсăлни те час-часах пулнă, — аса илет халĕ иртнине Патреккел шкулĕнче чылай çул музыка предметне те ертсе пынă педагог. Вăл вĕрентнĕ чылай юрăç паян Чăваш Енри тата ун тулашĕнчи пысăк сценăсем çинче юрлать: Типшĕм Сашук, Алина Савельева, Алексей Петров, Алина Выйгетова, Полина Борисова тата ытти те.

Елена ПЕТРОВА



"Елчĕк Ен"
17 ноября 2017
09:29
Поделиться