Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

ТĂМ САВĂТ ĂСТИСЕМ

Яманчỹрел ялĕн çыннисем ĕлĕкренех ал ĕçне аталантарса пурăннă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех кунта артельсем йĕркеленĕ. Кĕпе-тумтир, атă-пушмак çĕлекенсем, тăм савăтсем ăсталакансем хăйсен ĕçĕпе таврара ырă ят çĕнсе илнĕ.

Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланас умĕн ял хĕрринче тăм савăтсен мастерскойĕ уçăлнă. Унта сĕт-турăх упрамалли савăтран пуçласа тĕрлĕ чỹлмек ăсталанă. Тăм савăтсене Пăва хулине, Елчĕк, Юхма, Упи пасарĕсене сутма çỹренĕ.

Çирĕм çул ытла, 1982 çулчченех, тăм савăтсем кăларакан цехра аслă маçтăрта Николай Ильин тăрăшнă.

— Пирĕн тăрăхри тăм паха та çуллă пулнăран савăт-сапа ăсталама питĕ юрăхлă. Хăйăр пачах хушмалла мар. Артелĕн пĕрремĕш маçтăрĕ Тутарстанри Пăва вырăсĕ Степан Тужилкин пулнă. Ун хыççăн маçтăра ялти ăста кăмакаçăна, тăмпа ĕçлеме пултаракан çынна, манăн аттене — Иван Иванович Ильина шаннă, — аса илет Николай Иванович.

Ильинсем ялта ĕçе юратакан тăрăшуллă çемье шутланнă. Упанни йăхĕ тесен вĕсене халĕ те пурте пĕлеççĕ. Николай куккан аслашшĕн çу уçлакан машина пулнă, унтан кĕрпе авăртакан арман туса лартнă. Выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Ăста алăллă çемьене кулаксем тесе Çĕпĕре ăсатнă. Тăватă çултан вĕсем тăван яла каялла таврăннă. 1989 çулта кăна Ильинсен таса ятне тавăрнă.

1965 çулта Николай Иванович çĕре кĕнĕ. Ашшĕн ĕçне малалла вăталăх ывăлĕ Николай йĕркелесе пынă.

Цех малтанах Елчĕкри кирпĕч завочĕн, каярахпа вырăнти хуçалăхăн харпăрлăхĕ шутланнă. 1970 çулсенче «Слава» колхоз ертỹçи И.Я.Денисов унта юсав ĕçĕсем ирттернĕ.

Чỹлмек тунă çĕрте Вера Кириллова, Валентина Васильева, Елена Иванова, Тамара Емельянова рабочисем вăй хунă.

— Çырма хĕрринчен лашапа турттарса килнĕ тăма Вера çăратчĕ. Ăна вара пĕр эрне ятарлă шăтăкра йỹçĕтнĕ. Кайран пỹлĕме илсе кĕрсе кĕл сапнă урайĕнче таптанă. Тамара кунне пĕр литр кĕрекен 150 чечек савăчĕ ăсталатчĕ. Валя сăра чỹлмекĕсем, кăкшăмсем, Елена чечек лартмалли савăтсем тума маçтăрччĕ, — иртнине ăшшăн аса илет ĕç ветеранĕ.

Вăл хăйĕн ĕçĕн вăрттăнлăхĕсене таврара кĕрлесе тăнă цех историйĕпе кăсăкланакансене тĕплĕн каласа парать.

— Кăмака мăрйине хамах ăсталаттăм. Савăтсене эрне типĕтнĕ хыççăн кăмакара çирĕм сехет лартнă. Турпас пăрахса çунтарса тĕрĕсленĕ вĕсене. Тăхлан çăнăхĕпе хутăштарнă тăм савăт йăлтăртатсан, чỹлмек хĕрелме пуçласан вĕсене кăмакаран кăларма та вăхăт. Пĕр кăмакана çур литр кĕрекен 200 савăт вырнаçнă, — каласа парать Николай Иванович.

Çулсем иртнĕçемĕн йывăçран тунă тăм савăтсен цехĕн çурчĕ кивелчĕ. 1980 çулсенче вара цех хупăннă. Тăм чашăксем, сăра чỹлмекĕсем, кăкшăмсем, чечек савăчĕсем тата ытти те паян ялти клубра «Аваллăх кĕтесĕнче» куравра упранаççĕ.

Николай Иванович кĕçĕн ывăлĕн çемйипе тăван ялтах пурăнать. Юратнă мăшăрĕпе — Валентина Федоровнăпа — икĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтернĕ. Сумлă маçтăр аваллăх ĕçĕсемпе хăйсен вунă мăнукне те паллаштарать.

Н.ОБОЖГЕЕВА.



"Елчĕк Ен"
03 ноября 2017
09:02
Поделиться