Айăпсăр айăпланнисем ("Хресчен сасси")
Манăн мăн кукаçи Автоном Аверкиев 1855 çулта Елчĕк районĕнчи Аслă Шăхаль ялĕнче çуралнă. Мăшăрĕпе Перасковья Тихоновнăпа пилĕк ачана кун çути кăтартнă. Шел, йĕкĕреш хĕрĕсем — Еленăпа Федосия — нумаях пурăнайман, вар виттипе чирлесе вилнĕ. Манăн кукаçи Антун ачасенчен чи асли шутланнă.
Шăпа урлă сиксе каçаймăн
Автоном Аверкиевичăн кивĕ кĕрпе арманĕ, кантăр çăвĕ юхтаракан шыв арманĕ, кредит банкĕнче 40 тенкĕ укçа пулнă. Антун 6 çула çитсен ашшĕ килĕнче учитель тытса ăна вулама, çырма вĕрентнĕ. Хăй чирлĕрех пулнăран урăх пĕр ачине те пĕлÿ парайман. Аслă ывăлĕ 8 çулта чухне Автоном Аверкиевич пурнăçран уйрăлнă. Çавна май кил тĕрĕшри пĕтĕм ĕç Антунпа амăшĕ çине тиеннĕ. Çапах та малалла вĕренес ĕмĕтне татман вăл. 1895 çулта Хусана çул тытнă. Пĕр çул вĕреннĕ хыççăн авланнă, мăшăрне хамăр районти Кипеç ялĕнчен илнĕ. Çулталăкран вĕсен хĕрĕ Федосия çуралнă. Анчах телей вăраха пыман: арăмĕ Санюк чире пула пурнăçран уйрăлнă. Çакăн хыççăн кукаçи вĕренме пăрахса пуçĕпех яла таврăннă. Пĕр хуйхă хыççăн тепри те пĕрлех çÿренĕ тейĕн: пĕчĕк хĕрĕ те чирлесе вилнĕ.
1900 çулта кукаçи тепĕр хут авланнă. Кукамай Натали упăшкине тăватă ача парнеленĕ: виçĕ хĕр те пĕр ывăл. Манăн анне, Маруç, çемьере иккĕмĕш ача пулса ÿснĕ. Вăл 13 ача çуратнă, 8-ăшĕ çеç тĕрĕс-тĕкел ÿссе çитĕннĕ.
Кукаçи питĕ ĕçчен пулнă. Унсăр пуçне çынпа хутшăнма юратнă. Хусанта вĕреннĕ чух чылай юлташ тупнă. Вĕсен шутĕнчех — Ĕнел каччи Егор Игнатьев, Акчел хĕрĕ Соня Михайлова.
1902 çулта кукаçи патша çарне лекнĕ. Унта 3 çул пулнă. Яла кĕçĕн командир пулса таврăннă. Килне çитсен кивĕ кĕрпе арманне пăсса çĕнĕрен пуçтарнă, хута янă. Ашшĕнчен юлнă укçана банкран илсе çĕнĕ çурт çавăрма тытăннă. Нумай та вăхăт иртмен, кукаçине Канаш районĕнчи Сиккасси ялне страшникра ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта вăй хунă вăхăтра пÿртне туса пĕтернĕ. Ачасене вĕрентес шутпа 1916 çулта çĕнĕ çуртĕнче 4 класлă шкул уçнă. Вĕрентекенĕсем хăйĕн юлташĕсем — Егор Игнатьев, Федор Игнатьев тата Соня Михайлова.
Ку вăхăталла революци вăй илсе пынă. Кукаçие патша çарне чĕнсе тепĕр хут илнĕ. Унта 8 уйăх пулнă хыççăн каллех Сиккассине таврăннă. Анчах унта нумай пурăнман, çемйине пуçтарнă та тăван яла таврăннă. Кунта çĕр ĕçĕпе тăрăшнă, унсăр пуçне хăй уçнă шкулта хуралçăра вăй хунă. Ăна пĕр уйăхра 75 пус тÿлесе тăнă. 10 гектар çĕр çинче тырă туса илнĕ. Кукамай чирленĕрен хуçалăхри ĕçсем ун çине тиеннĕ. Çемйине тăрантарас тĕллевпе вăл арманçă тытса кĕрпе арманне хута янă. Ăна çулталăка 100 ĕç кунĕ тÿлесе тăнă. Çак вăхăталла вĕсен 2 сурăхне тата 1 лашине наркăмăш парса вĕлернĕ. Кукаçи аптăраса тăман: тÿрех лаша туяннă. Унсăрăн кил тĕрĕшре пĕр ĕç те тăвайман.
Çĕр пÿртре хĕл каçнă
Ялта лăпкă пурнăç вĕçленнĕ. Ахăр самана Кĕçĕн Елчĕк районĕнчи /ун чухне район ячĕ çапла пулнă/ Аслă Шăхальне те çитнĕ. Ялта «Чухăнсен ушкăнĕ» йĕркеленме пуçланă. Вĕсем ытлă-çитлĕ пурăнакан хуçалăхсене тустарнă. Синкерлĕ самана Антун çемйине те пырса тивнĕ. Пысăк штрафсем хурса ăна вăйран янă. 1926 çулта кукаçие пуçласа суд умне тăратнă. Суйлав правине туртса илнĕ унран, çĕнĕ саманана хирĕç тесе вăл вăхăтри укçапа 250 тенкĕ шыраса илмелле тунă. Хăй айăплă маррине комсомол ячейкисене алă пустарса ĕнентерсен те укçа тÿлеттернĕ.
1929 çулхи çу уйăхĕн 25-мĕшĕнче кукаçие тепĕр хут суд умне тăратнă. Ун чухне ăна налуксене пытарать, кая юлса тÿлет тесе айăпланă. Ялти комсомол организацийĕ çине тăнипе суд айăплава пăрахăçланă. Çак çулхинех утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче ăна каллех суда чĕнтернĕ. Питĕ пысăк налук хурса тÿлеттермелле тунă. Налук вырăнне килти пурлăха, выльăх-чĕрлĕхе, вĕлле хурчĕсене, çĕр лаптăкне, укçа çине куçарса 355,70 тенкĕ, туртса илнĕ. Вăл вăхăтра унăн хурт-хăмăр пулман.
1930 çулхи утă уйăхĕн 24-мĕшĕнче ял пухăвĕнче Трофим Грибова, Григорий Грибова, Пыркин Антуна кулаксен шутне кĕртнĕ. Кукаçие 1927 çулта 40 тенкĕ ссуда илнине те аса илтернĕ. Çакăн хыççăн шкул пулнă çуртне пăсса кÿршĕ яла Пăвана пĕлÿ çурчĕ тума куçарса кайнă. Пĕтĕм пурлăхне туртса илсе колхоза валеçсе панă. Унăн çемйине тата 5 хуçалăха Çитлĕ çырмине хăваласа кăларнă. Кунта вĕсем çĕр пÿрт чавса пĕр хĕл каçнă. Халĕ çак вырăн Елчĕк районĕнчи «Колос» хуçалăхăн саккăрмĕш уйĕ шутланать. Сăнаса пăхсан çĕр пÿрт вырăнĕсем паян та палăраççĕ.
Кукаçи ашшĕ çуртне таврăннă. Унта та лăпкăн пурăнма паман. 1931 çулхи çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнчи протоколпа килĕнчи мĕн пур япалине, савăт-сапине илсе тухса кайнă. Çак çулхи утă уйăхĕн 27-мĕшĕнче «Чухăнсен ушкăнĕ» пухăва пуçтарăннă, протоколпа кукаçи çемйине Чăвашран хăваласа ямалла тунă. Вĕсене çийĕнчи тумтирĕсемпе çеç хăварнă. Çемьене Свердловск облаçĕнчи Надеж-динск /халĕ Серов/ хулине кăларса янă.
Кукаçи 1932 çулхи чÿк уйăхĕнче тимĕр шăратнă çĕрте, ĕç вырăнĕнче вилсе кайнă. Ăçта, хăш кун, мĕнле пытарни урăх нимĕн те паллă мар. Унпа пĕр кунра суд тунă Григорий Грибова вунă çула хупнă. Вăл Улатăр тĕрмине лекнĕ. 1938 çулта пилĕк юлташĕпе тĕрмерен тухса тарма каварлашнă, анчах ĕмĕтне пурнăçлайман. Çав çулах персе вĕлерме приказ тухнă.
Трофим Грибова /Тяка/ икĕ талăка килĕнчех хăварнă. Çывăх юлташĕсем, вĕсен йышĕнче атте те, Мефодий Волков, Тякана хĕрарăмла тумлантарса çĕрле Курнавăша ăсатнă. Унтан пар лашапа — Хусана. Вăл хăйĕн пурнăçне çак хулара ирттернĕ пулмалла.
Надеждинск хулине çитсен кукамай вырăнпах выртнă. Икĕ эрнерен, кăштах самайлансан, кукаçипе юлташĕсем Наталипе тăватă çулти ывăлне тăван яла пуйăспа лартса янă. Анчах кукамая тĕп килне кĕртмен. Çавна май вăл ирĕксĕрех çĕр пÿрт чавса пурăнма тытăннă. Ывăлне хăйĕн шăллĕне Виктора хĕл каçма панă. Виктор ачи, Çумка кукка, каласа панинчен: «Виталипе иксĕмĕр кунĕпе кăмака çинче выляса лараттăмăр. Пирĕн кăнтăрла тухма юраман. Çĕрле çеç 1-2 сехете уçăлма илсе тухатчĕç. Натали аппа ывăлĕ çумĕнче ирччен ларатчĕ. Çутăлас умĕн хăйĕн çĕр пÿртне тухса утатчĕ».
Тăван яла таврăнни
Кукаçин хĕрĕ Маруç, анне, яла çав тери нушаллă таврăннă. Малтанхи хут тарса килнĕ чух ăна Канашра тытнă та каялла лартса янă. Иккĕмĕш хутĕнче Маруçа кукаçи çĕрле пуйăспа ăсатнă. Вăл Сиккассине тĕрĕс-тĕкел çитнĕ. Анчах ăна каллех тытса каялла Надеждинск хулине лартса янă. Вырăна çитсен питĕ вăйлă хĕненĕ, асаплантарнă. Аннен сулахай аллинчи кача пÿрни лайăх хуçланмастчĕ. Ăна асаплантарнă вăхăтра ун витĕр йĕп çапса кăларнă. Çапах вăл никама та сутман. Эпир, ачисем, çакна кайран çеç пĕлтĕмĕр. Ыйтаттăмăр, анчах каламастчĕ вăл. «Урай çунă чухне йĕп тирĕнчĕ», — тетчĕ.
Владимир Волков. Аслă Шăхаль
Источник: "Хресчен сасси"