Вячеслав СЯДУКОВ, «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ: «Тĕлĕкре те лайăх çул-йĕр куратăп»
Çĕршыв экономикин аталанăвĕнче йывăрлăхсем çук мар. Апла пулин те чылайăшĕ Елчĕк тăрăхĕнчи çул-йĕр хуçалăхĕ самаях ырă енне улшăннине палăртать. «Çакна тума мĕн пулăшать сире?» — çак ыйту тавра калаçу пычĕ районта çулсем тăвакан, вĕсене юсакан тата тытса тăракан предприяти ертỹçипе.
— Эпĕ Аслă Таяпа ялĕнче ỹснĕрен тата унта пурăннăран çул-йĕр нушине çителĕклех курнă, — палăртать Вячеслав Васильевич. — Çурлă-кĕрлĕ тапхăрта унччен Карл Маркс ячĕллĕ колхоза кĕнĕ Чăваш Тăрăмĕ е Шуршу ялĕсене çитесси те чĕр вилĕмччĕ. Хĕллехи çил-тăманра ялтан тăват-пилĕк çухрăмри Елчĕк — Комсомольски тĕп çул çине талăкĕпе тенĕ пекех тухайманни те пулнă. Юрать-ха, икĕ пинмĕш çулсен пуçламăшĕнче, Чăваш Ен ертỹлĕхĕ ялсене хытарнă çулпа çыхăнтарас енĕпе йышăннă анлă программăна пурнăçласа, пирĕн район чи малтисенчен пĕри пулса пур яла та асфальтпа çыхăнтарма пултарчĕ.
Апла пулин те каярахпа, «ДПМК «Яльчикское» ОООра ĕçлеме тытăнсан, тунă çул-йĕре тытса тăрасси те питех те кăткăс иккенне ăнланса илтĕм: пĕр çĕрте, тип-тикĕс вырăнта, машина çăп-çăмăл вĕçтерсе пырать, тепĕр çĕрте…мĕн каламалли пур, яла кĕрсен те, çитес çĕре çитиччен сехечĕпе çăрăлатăн.
— Халĕ ун пекех мар ĕнтĕ…
— Паллах.Чылай çĕрти тĕп урамсенчи çулсене асфальт сарнă е вак чулпа хытарнă. Чи пысăк ял шутланакан Аслă Елчĕкре пырса кĕме йывăр урамсем юлманпа пĕрех. Çав вăхăтрах Аслă Пăла Тимеш, Лаш Таяпа енчи хăш-пĕр ялсенче пылчăк çăрăлакан кассем пур-ха. Чăн та, вĕсене çĕнетмелли е çĕнĕ çул сармалли проектсем хатĕрлекенсем те пур. Анчах пурне те пĕр вăхăтра тăваймастăн. Пĕринче ертỹçĕсен пуçарулăхĕ çитмест, тепринче — ялта пурăнакансем халĕччен мĕнле пулнипе килĕшме хăнăхнă…
— Апла пулсан «Пуçару программин» витĕмлĕхĕ пур çĕрте те пĕр пек мар?
— Тĕрĕсех. Çапах та кăçал кăна та çав меслетпе вунна яхăн объектра сахал мар ĕç пурнăçлатпăр. Халăх хутшăннипе вак чул сарасси вăй илсех пырать. Акă, Аслă Елчĕкри Свердлов урамĕнче çав майпа 2000 тăваткал метра яхăн çул хыврăмăр. Тăрăмри Полевая тата Аслă Таяпари Парк урамĕсенче 1470-шер, Аслă Шăхальте — 1110 тăваткал метр çул-йĕре лайăхлатма май килчĕ. Халĕ Юрий Марков ертсе пыракан бригада Патреккел ялĕнче Северная тата Восточная урамсене пиллĕкмĕш категориллĕ (каярахпа асфальт сарма юрăхлă) çулсем сарассипе пикенсе ĕçлет. Геннадий Зайцев ушкăнĕ Тĕмерти Мостовая тата Южная урамсенчи 1600 метрлă участока çак категорири çул сарас енĕпе тăрăшать.
— Вулакана «Пуçару программин» çулĕ мĕнлерех пулнине туллинрех ăнлантарса памăр-и?
— Унта ăнланмалла марри нимĕнех те çук. Пĕр е тепĕр урамра пурăнакансем хăйсен пуçарăвĕпе «Малтанхи капитал» пухаççĕ те администраци умне проект тутарма пуçарупа тухаççĕ. Çав ĕçе пĕтĕмпе пурнăçлама халăхăн кашни тенкĕ укçи тăрăх патшалăх тепĕр виçĕ тенкĕ хушма укçа уйăрать. Çапла майпа кирек хăш ял урамне те кирек мĕнле çанталăкра та кĕрсе çỹремелли çул сарма май пулать.
— Сирĕн ĕçченсем мĕн çуркуннеренпех шăтнă-ваннă вырăнлă асфальта юсанине куратпăр. Çав ĕçсене мĕнле майпа пурнăçлатăр?
— Калăпăр, эпир 140 çухрăма яхăн вырăнти çулсене пăхса-тытса тăратпăр. Вĕсем — ялсене кĕрекен тата ялпа иртекен лаптăксем. Патăрьел-Елчĕк çулĕн 18, Яманчỹрел-Çĕрпỹн — 6,7, Комсомольски-Елчĕк-Пăва çулĕн 32,2 çухрăмĕ республика пĕлтерĕшлисен шутне кĕреççĕ. Шăпах çавсене транспорт йĕркеллĕ çỹремелле тытмалла та пирĕн. Çав шута тепĕр тăватă кĕпер те кĕрет. Çав çулсемпе кĕперсен ваннă лаптăкĕсене юсама проект тăрăх республикăран укçа уйăраççĕ. Ыттисене — район. Куратăр ĕнтĕ, ĕç калăпăшĕ самай пухăнать, яваплăхĕ те питĕ пысăк. Ĕçе япăх пурнăçлаймăн. Çитменнине пирĕн айăппа транспорт инкек курсан пирех айăплаççĕ ( халĕччен пулман та, ан пултăрччĕ те ун пекки!), мухтав Турра, кăçалхи тĕллевсене çывăх вăхăтрах пурнăçлатпăр, палăртнă укçа-тенке пĕтĕмпех усă куратпăр.
— Техника çителĕклĕ-и?
— Çитет. Анчах чылайăшĕ кивĕ ĕнтĕ. Чăн та, кăçал çĕнĕ грейдер туянни ĕçе чылай çăмăллатрĕ. Рабочисемпе специалистсен пысăк ăсталăхĕ те — хăйне майлă пулăшу. КамАЗсемпе çỹрекен Анатолий Мохов, Александр Борисов, Владимир Мальцев, Павел Морозов, Николай Гурьянов, Сергей Синевпа Аркадий Щипцов грейдеристсем тата ытти вун-вун рабочи хастарлăхĕ ума лартнă тĕллевсене ăнăçлăн пурнăçлама май парать. Сварка тата токарь станокĕсемпе ĕçлекен Виталий Тихоновпа Александр Петров мĕн кирлине юсама та, çĕнĕ детальсем тума та пултаруллă. Кăçал çеç ĕçе килнĕ тăватă водитель те аслисенчен вĕренсе пыраççĕ.
— Хăвăр малтан каланă пек, çил-тăман хăратмасть-и хĕлле çулсене лайăх тытса тăма?
— Çук! Кирлĕ пулсан туслă коллектив çĕрĕн-кунĕн ĕçлет. Нимĕнле автотранспорт та пирĕн айăпа пула чарăнса лармасть. Эпĕ тĕлĕкре те лайăх çул-йĕр кăна куратăп: тỹп-тỹрĕ те тикĕс, вĕçĕмсĕр тăсăлать пек вăл. Тен, çакă ырă малашлăха, районта çывăх çулсенче Анăçри патшалăхсенчи пекех пур çĕрте те яп-яка асфальт тата шăкăлт-шăкăлт пушмакпа çỹремелли тротурсем пуласса пĕлтерет…
— Професси уявĕ умĕн, Вячеслав Васильевич, хисеплĕ ĕçре тăрăшакансен чун-чĕрине мĕнле сăмахпа ăшăтнă пулăттăр?
— Çул-йĕр хуçалăхĕн пысăк коллективĕнче тăрăшакансене пурне те, вĕсемпе пĕрле, паллах, ĕç ветеранĕсене çул-йĕр хуçалăхĕн кунĕ ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунатăп.
Анатолий ТИМОФЕЕВ калаçнă.