Елчĕксем - малта
23 сентября 2017 г.
Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче республикăра Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Çак кун пирĕн районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикинчи вăрçă ветеранĕсен республикăри госпиталĕн тĕп тухтăрĕ Е.Барсукова пулчĕ.
Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата Елена Барсукова Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека тата Елчĕкри тĕп больница коллективĕсемпе курнăçрĕç. Пĕрлехи информаци кунне хутшăннисем халăхпа тĕл пулнă май республикăри уй-хирсенчи лару-тăру çинчен чарăнса тăчĕç, ЖКХ объекчĕсене 2017-2018 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлес ыйтусене çĕклерĕç.
Авăн уйăхĕн 19-мĕшĕ тĕлне республикăри хуçалăхсем 239 пин гектар (88,4 процент) ытларах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çулнă. Пỹлмесене 639,2 пин тонна "сарă ылтăн" кĕнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 26 центнерпа танлашать. Елчĕк, Çĕрпỹ, Патăрьел, Вăрнар, Куславкка районĕсенче ку кăтарту пысăк. Елчĕк районĕ вырма ĕçĕнче малта пырать, пỹлмесене пурĕ 60 пин тонна тыр-пул пухса кĕртнĕ.
Ялхуçалăх таварĕсене туса кăларакансен продукцине вырăнта вырнаçтарас тĕллевпе çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнчен республикăри хуласемпе районсенче "Кĕркунне парнисем - 2017" ялхуçалăх ярмăрккисем ĕçлеççĕ. Вĕсем апат-çимĕç продукцийĕсен хакĕсене пĕр шайра тытса тăма май параççĕ.
Елена Барсукова коллективсемпе тĕл пулнă май вăрçă ветеранĕсен республикăри госпиталĕ пирки каласа кăтартрĕ, халăха кăсăклантаракан ыйтусем çине хуравларĕ.
Елена ПЕТРОВА.
Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Николай Миллинпа Елена Барсукова Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека коллективĕпе тĕл пулнă самант.