Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Уяр кунăн кашни сехечĕ хаклă

Уяр кунăн кашни сехечĕ хаклă

Елчĕк районĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртес ĕç малалла пырать. Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне районти хуçалăхсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене16368 гектар çулнă (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 74 проценчĕ), çулнин 16074 гектарне çапса тĕшĕленĕ, 45,2 пин тонна тĕш тырă çапса илнĕ.

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тата унăн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый Лаш Таяпа, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕсенче пулса икĕ хуçалăхри вырма ĕçĕсемпе паллашнă.

"Яманчурино" ОООра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ 1534 гектарпа танлашать, паянхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 1294 гектар çинче çулнă (84 процент), çулнин 1194 гектарне çапса тĕшĕленĕ, 33784 центнер тырă çапса илнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 28,3 центнерпа танлашать. Пысăк хăватлă "Вектор", "Агрос" комбайнсемпе Юрий Сергеев, Александр Марков, Алексей Герасимов тата Сергей Васильев опытлă механизаторсем тăрăшаççĕ, шаннă ĕçе яваплăха туйса пурнăçлаççĕ. Валерий Корниловпа Александр Никитин водительсем тĕш тырра йĕтеме вăхăтлă турттарса тăраççĕ.

"Энтепе" ОООра та ĕç вĕресе тăрать. "КСУ-1" косилкăна ĕçлеттерме Александр Баскакова шаннă. "Агрос" комбайн штурвалĕ умĕнче - Дмитрий Зимин. Павел Петров водитель тырра йĕтеме турттарать.

Йĕтемре ĕçе механизациленĕрен икĕ ĕçчен - Алексей Михеевпа Мефис Димухаметов - ĕлкĕрсе тăнине хыпарлать Андрей Васильев ертỹçĕ. Хуçалăхра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 632 гектар çинче çулнă тата çапса тĕшĕленĕ (пĕтĕмĕшле лаптăкăн 69 проценчĕ), 16040 центнер тырă çапса илнĕ, пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 25,4 центнерпа танлашать. Кĕрхи культурăсене 300 гектар çинче акса хăварнă.

Хуçалăхсенче ĕçченсем мĕн çĕрлеччен тăрăшаççĕ, уяр кунăн кашни сехечĕпе тухăçлă усă кураççĕ вĕсем.

Сăнỹкерчĕкре: "Яманчурино" ОООра тыр-пул пухса кĕртекен комбайнсене ушкăнпа ĕçлеттереççĕ.

(Район администрацийĕн сайтĕнчен).



"Елчĕк Ен"
02 сентября 2017
09:37
Поделиться