Уй пушанать, кĕлет тулать
26 августа 2017 г.
"Труд" ялхуçалăх производство кооперативĕнче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пухса кĕртесси вĕçленсе пырать.
Тĕлĕнтерет кăçал çанталăк. Çĕр час пулса çитменрен çураки кая юлчĕ. Çуллахи кунсем те ăшăпа савăнтармарĕç. Август уйăхĕн иккĕмĕшпе виççĕмĕш вунăкунлăхĕнче çеç Питрав шăрăхĕ çитрĕ. Çакă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем пиçсе çитессине хăвăртлатрĕ. Тĕмерсем юлашки культурăна - çурхи тулла пухса кĕртеççĕ. Тулă пусси сап-саррăн сарăлса ларать. Ун çинче çумкурăк курăнмасть. Анчах эпир йăнăшрăмăр иккен. Çурхи культурăна шăтса тухсанах им-çам сапнă пулсан та вăйлă çумăрсем хыççăн çумкурăк тапса тухнă. Вăл пучахран аяларах çитĕнме ĕлкĕрнĕ. Уйрăмах вăл айлăм, варлă вырăнсенче вăй илнĕ. Çавăнпа "Ростсельмаш" заводра туса кăларнă, кăçал кỹрсе килнĕ КСУ-1 агрегатпа ăна Юрий Уткин механизатор çулать. Эпир ют çĕршывсенче туса кăларнă ялхуçалăх техникине мухтанине сахал мар илтнĕ. Дон çинчи Ростов хулинче туса кăларнă КСУ-1 тата "Acros-585" комбайнсем вĕсенчен пĕртте кая маррине ĕнентереççĕ Юрий Уткин тата Владислав Козлов механизаторсем. Иккĕшĕнче те сывлăш уçă, шăв-шав сахал, хăвна çăмăл автомашинăра ларса пынăн туятăн. КСУ-1 çинче пĕчĕк компьютер вырнаçтарнă, вăл агрегат ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмпех çырса, кăтартса пырать.
Уйра унсăр пуçне тата икĕ агрегат ĕçлет. Александр Черновпа Николай Карсаков механизаторсем "Енисей-1200" комбайнпа кушăхнă валсене пухса çапаççĕ. Владислав Козлов хăйĕн мăшăрĕпе Нина Николаевнăпа "Acros-585" комбайнпа çумкурăк сахал лаптăкри çурхи тулла тỹрремĕн çапса илет. Комбайнсем патĕнчен йĕтем çине тырра Александр Ивановпа Венедикт Львов турттараççĕ.
Хуçалăхри ĕçсемпе Эльза Германова агроном паллаштарчĕ:
- Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 610 гектар çинче çитĕнтертĕмĕр. Кĕрхи тулла, пăрçапа сĕлле, урпана пуçтарса кĕртрĕмĕр, çурхи тулă çеç юлчĕ. Çанталăк лайăх тăрсан часах тырра кĕлете кĕртсе пĕтеретпĕр. Кĕрхи тулă кашни гектартан 33,5 центнер, вырăнĕ-вырăнĕпе 52 центнер тухрĕ, анчах 180 гектар çинчи урпан пĕр пайне маларах пăр çапса кайрĕ те тухăçа чакарчĕ. Вăтам тухăç хальлĕхе 28,3 центнерпа танлашать, - тет вăл.
Йĕтем çинче тырă выртни курăнмарĕ. Пĕтĕмпех иртнĕ çул туса лартнă, кăçал ĕçлеттерсе янă КЗСа пырать. Ун хыççăн таса тырă кĕлете кĕрет. Алласа сортлакан агрегата ĕçе янăранпа йĕтемре куллен 7-8 çын çеç ĕçлет. КЗС машинисчĕсене Павел Дмитриевпа Николай Григорьева тата тырра кĕлете турттаракан Алексей Воронов водителе, йĕтем çинчи ĕçсене ăста йĕркелесе пыракан Елизавета Беляева пенсионеркăна ырăпа асăнчĕ агроном.
Хуçалăхра ытти ĕçсем те аван пыраççĕ. Константин Марковпа Геннадий Александров утă-улăм преслаççĕ, Валерий Баранов кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлет, Евгений Козлов кĕрхи çĕртме сухи тăвать.
Н.АЛЕКСЕЕВ.
Автор сăнỹкерчĕкĕнче: Владислав Козловпа ăна пулăшаканĕ Нина Козлова, Александр Иванов водитель.