Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тавах, юратнă вĕрентекенĕм

Тавах, юратнă вĕрентекенĕм

Васкаса телефон патне чупса пытăм. Шкулта пĕрле вĕреннĕ Лена тантăшăм шăнкăравлать:

- Люба, тепĕр шăматкун 60 çулхи юбилее паллă тăвасшăн, епле те пулин май тупса Энтепене çитме тăрăш-ха, кĕтетĕп. Ирхине тăван тавралăха кăтартса çỹрĕп, - тет. - Сана курманни чылай пулать.

Канмалли кун, кăнтăрла иртсен, Шупашкартан Елчĕк тăрăхне васкарăм. Кушкăна çитсен манăн Кивĕ Арланкассине çăмăл машинăпа ларса каймалла пулчĕ. Малалла çуран утрăм. Ял хĕрринчи сăрлă çурт тĕлĕнче тăпах чарăнса тăтăм: палланă кил. Пĕрре яла килнĕ чухне унта кĕрсен те аван пулмалла.

Чĕре сиксе тухас пек тапать. Шутсăр хумханнипе вырăнтан хускалма та аптăрарăм. Намăс! Пит пĕçерсе кайрĕ. Çирĕм çул хушши юратнă вĕрентекенĕме курмасăр-илтмесĕр пурăнтăм. "Совеç пур-и сан, Люба, Любовь Михайловна?" - тесе хама-хам ăшăмра вăрçатăп.

Хăюсăррăн хапха алăк хăлăпне туртрăм. Картишĕнче. Сăмсана техĕм утă шăрши кăтăклать.

Кĕтнĕ пекех, Фаина Сергеевна килте. Пĕччен мар, кĕçĕн хĕрĕпе мăнукĕ, пĕр ывăлĕ амăшне утă тавăрса типĕтме пулăшаççĕ.

- Фаина Сергеевна, çаплах çамрăк Эсир, ним чухлĕ те ватăлман, кам Сире çичĕ теçетке çурăра тесе калама пултарĕ, - тетĕп савăнса.

Пирвайхи хут вĕрентекенĕме курни аса килет.

Йăрăс та çỹллĕ кĕлеткеллĕ хĕр. Сăнĕ-сăпачĕ хỹхĕм, çуткам. Çырă çỹçне çивĕтлесе кăшăл тунă. Кĕпи чĕркуççинчен аяларах, ăна тỹрĕ касса çĕленĕ, çанни чавсинчен кăшт вăрăмрахчĕ, кĕлетки ятуллă, тĕрĕссипе, ытармалла мар.

Пике вĕрентекен пирĕн пата епле майпа лекнине кĕçех пурте пĕлтĕмĕр. Вăл шкулта вăтам, аслă классенче физика, алгебрăпа геометри, черчени предмечĕсене вĕрентекен Михаил Николаевич Алюновăн çамрăк мăшăрĕ пулчĕ.

Фаина Сергеевна Патăрьел тăрăхĕнчи Красномайскинче 1942 çулта авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче сумлă хресчен кил-йышĕнче çуралнă, ỹснĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачисене пурне те аслă пĕлỹ панă. Фаина Сергеевнăн аппăшĕсем те шкулта математика вĕрентнĕ.

Хăй вара Алманчăри вăтам шкулта ăс пухнă. Тăххăрмĕш класра аллă çухрăма велосипедпа ăмăртса республикăра иккĕмĕш вырăна тухнă.

Каярахпа пысăк тавракурăмлă пике Шупашкарта педагогика институтĕнче вĕреннĕ. Пулас математик вĕренỹре те, спортра та пысăк çитĕнỹсем тунă: пĕрремĕш разрядлă йĕлтĕрçĕ республикăри пĕтĕм ăмăртусене хутшăннă. Анчах пурнăç шăпи унăн ялпа çыхăннă.

Аса илетĕп. Математика урокĕ. Вĕрентекен пире теорема вĕрентет, шăрçа пек çырнă тип-тикĕс саспаллисем куçа илĕртеççĕ, унта пĕр ытлашши сăмах та асăрхаймастăн. Учитель темăна васкамасăр, тĕплĕн ăнлантарать: "Квадрат гипотенузы равен...", -тесе вĕрентнĕ уроксем паян кунчченех куç умĕнчен каймаççĕ, юратнă педагогăн кăмăллă сасси ĕмĕрне те асран тухмасть.

Акă математик вăхăтлăха пирĕн класс ертỹçи пулчĕ. Ачасемпе лăпкă та илĕртỹллĕ калаçать. Самантрах вĕренекенсен шанăçне кĕчĕ: класс хаçатне пĕрле кăлартăмăр, вăл тĕрлĕ сĕнỹ парса пулăшрĕ.

...Фаина Сергеевна кăмăллăн йăл кулса ман пата утать. Ыталанса илтĕмĕр. Вĕрентекенĕм ăшшăн пỹрте кĕме сĕнчĕ. Хăтлă залта чей ĕçнĕ хушăра эпĕ вăл шăрçа пек тикĕс çырса пынă хулăн блокнотсемпе паллашрăм. Пĕринче чăх-чĕпсем çинчен чăвашла, вырăсла çырнисем, тепринче - качакасем çинчен. Мĕн кăна çук унта. Вуласа тĕлĕнтĕм: учитель чуххăм ĕçе пачах кăмăлламасть, ниçта пĕр йăнăш асăрхамарăм, чарăну паллисем те вырăнлă. Вырăссем: "Грамотей", - теççĕ унашкал çынсене. Ăна куçăмлă пĕлтерĕшпе те ăнланма пулать, паллах. Манăн вара йĕкĕлтешес кăмăлăм пачах çук. Фаина Сергеевна сăпайлă, ăслă, интеллигентлă çын.

Учителĕм - алăсти. Унăн çуртĕнче алăпа çыхнă хитре кавирсем курăнаççĕ, вăл вĕсене тенкелсем çине сарнă, алăк умĕнчи урайĕнче, шалти пỹлĕмсенче те пур. Фаина Сергеевна кофта, свитер, алса-чăлха çыхать, тĕрĕ тĕрлет, çĕлет. Çав вăхăтрах тĕнчери лару-тăрупа, искусствăпа, тăван халăхăмăрăн шăпипе, кун-çулĕпе, литературăпа кăсăкланать. Манăн тĕрлĕ вăхăтра район хаçачĕсенче пичетленнĕ статьясене те пĕр çĕре пуçтарса хунă вăл, вĕсене халĕччен тирпейлĕ упранă. Тĕлĕнсе каймалла.

Картишĕнче пĕчĕк карта тытса çавăрнă, унта качакасем, яп-яка, тăпăл-тăпăлскерсем, хура-сăрăрах тĕслĕ, апат нормипе рационне шута илсе çитĕнтерни - куçкĕретех. Ĕнерхи педагог качакисене еплерех юратнине витĕр куртăм. "Темĕн те пĕçерсе çитеретĕп эпĕ вĕсене", - тет вĕрентекен. Каçăр куçсем курăкпа çеç пурăнмаççĕ иккен.

Фаина Сергеевнăн мăшăрĕ ĕмĕрĕпех шкулта ĕçлерĕ. "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ", шел, пиртен 2002 çулта вăхăтсăр уйрăлса кайрĕ. Ун çинчен, мехел çитсен, статья çырса кăларас ĕмĕтĕм пур. Сывлăх кăна пултăр.

Анчах атте-анне, вĕрентекенсем пирки хăйсем сывă чухне ăшă сăмахсем каламаллаччĕ. Çакна тума пурнăçра те вăхăт, те тавçăрулăх çитмест пире? "Мĕншĕн çавна тăваймарăм-ха эпĕ?" - тесе ỹкĕнетĕн вара. Вĕрентекенĕмĕрсен йышĕ чакса-чакса пырать...

Алюновсен кил-йышĕнче пилĕк ача. Пурте Энтепе шкулĕнче "5" паллăсемпе вĕренетчĕç. Аслă ывăлĕ, Владик, Хусанти авиаци институтне пĕтернĕ. Халĕ Арзамасра инженерта ĕçлет. Лариса Шупашкарти университетра экономика факультетĕнче вĕреннĕ, тĕп бухгалтерта вăй хурать. Светлана Ульяновскра çынсене сыватать, терапевт. Луиза экономист. Унăн хĕрачи Шупашкарта манăн мăнукпа пĕр шкулта, пĕр класра вĕренет. Отличница. Коля, кĕçĕнни, тĕп хуламăрта электромеханика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Халĕ Канашра пĕр предприятире директор пулса ĕçлет.

Эпĕ Светланăпа Луизăна Энтепе шкулĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентрĕм. Хĕрачасем ытти вĕренекенсене вĕренỹри çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтеретчĕç, яланах ырă тĕслĕх кăтартатчĕç.

Фаина Сергеевна 37 çул хушши манăн савнă ялăмри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан шкулта ачасене математика вĕрентрĕ. Ăна "Халăха вĕрентес ĕç отличникĕ" ят пачĕç. Унăн вĕренекенĕсем карап капитанĕсем, математиксем, физиксем, çар çыннисем, тухтăрсем, художниксем, спортсменсем, музыкантсем... Кам кăна çук пулĕ.

Кĕçех юратнă вĕрентекенĕм сумлă юбилейне кĕтсе илет. Çавна май ăна çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул, телей, хаваслă кăмăл-туйăм сунатăп.

Любовь ФЕДОРОВА, 
Шупашкарти пĕрремĕш номерлĕ гимназире вĕрентекен, çыравçă.

Сăнỹкерчĕкре: Ф.Алюнова.



"Елчĕк Ен"
26 августа 2017
14:15
Поделиться