Тыр-пул шăпи пăшăрхантарать
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.
Кăçалхи йĕпе-сапара калама анчах çăмăл - 22000 гектар çинче çитĕнекен уй-хирти тыр-пула пỹлмесене епле пухса кĕртмелле? Хальхи вăхăтра ял çыннишĕн çакăнтан пĕлтерĕшлĕрех ыйту урăх çук та. Мĕншĕн тесен иртнĕ çулсенче çак вăхăтра вырма ĕçĕсем хĕрсе пынă пулсан, халĕ тырă пучахĕсем сархайма анчах пуçланă, çанталăк уяр тăрсан та ăна пулса çитме тата 10 кунран кая мар кирлĕ.
- Çакна шута илсе вырма ĕçĕсене чи йывăр условисенче ирттерме хатĕрленмелле. Хамăр ĕçре эпир ун пеккине те курнă: 1978 çулта, çанталăк çумăрлă тăнине пула, уй-хирте çитĕннĕ пуянлăхăн пысăк пайĕ юр айне пулчĕ, - тет Николай Петрович.
Тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнăран кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çынран та çỹллĕрех ỹссе çитĕннĕ, пучахсем те тулли. Юлашки кунсенче çумăр лỹшкентерсе çунă хыççăн тыр-пул вырăн-вырăнпа çĕр çумне выртнине те асăрхама пулчĕ. Апла пулсан, ăна пухса кĕртес ĕçри чăрмавсем тата ытларах пулма пултараççĕ. Унсăр пуçне, йĕпе-сапана пула тĕш тырра тĕрлĕ чир-чĕр çулăхать, анасене çумкурăк пусса илет.
Район администрацийĕн пуçлăхне пур ыйту та тарăннăн шухăшлаттарать. Шалкăм çумăрпа вăйлă çил вăхăтĕнче иртнĕ кунсенче республикăри ытти районсенче пулса иртнĕ пысăк пăтăрмахсенчен асăрханасси пирки те вăл уйрăммăн чарăнса тăчĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çапла чĕнсе каларĕ: электричество линийĕсем иртекен вырăнсенче çỹллĕ ỹснĕ йывăçсенчен инкекпе тĕл пуличчен хăтăлмалла.
Сăмах май, иртнĕ эрнекунхи шалкăм çумăр вăхăтĕнче "Труд" тата "Эмметево" ялхуçалăх предприятийĕсенчи тыр-пул лаптăкĕсене вырăн-вырăнпа пăр çапса сиенлени те, паллах, тарăн шухăша ярать. Сăмах май, эрнекун - июлĕн 28-мĕшĕнче пирĕн районти "Комбайн" ЯХПК никĕсĕ çинче республика шайĕнчи вырма умĕнхи канашлу иртет. Унăн ĕçне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та хутшăнма кăмăл тунине пĕлтернĕ.
...Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çамрăксене Раççей çарне илессипе апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 15-мĕшĕччен иртнĕ çуркуннехи призыв кампанийĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май округри штаб çитернĕ задание туллин пурнăçланине палăртса каланă. Çак тапхăрта республикăра 1344 çамрăк çар ретне тăнă. Юлашки çулсенче сывлăх тĕлĕшĕпе çар ретне тăма юрăхлă çамрăксен хисепĕ ỹссе пыни те - ырă пулăм. 2012 çулта, тĕслĕхрен, 63 процент, 2016 çулта - 69, кăçал 72 процент ытла çамрăк сывлăхĕ тĕлĕшĕпе илсен, салтака кайма юрăхлă пулни çирĕпленнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый май пулнипе усă курса çуркуннехи призывăн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетрĕ. Кăçалхи çак тапхăрта Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çар комиссариачĕ урлă 86 çамрăк (Комсомольски районĕнчен - 47, Елчĕк районĕнчен - 39) çар ретне тăнă. Юлашки çулсенче çар службине тĕрлĕ категорири çамрăксене илессине те тĕпе хураççĕ. Çакна шута илсен пирĕн çар комиссариатĕнчен салтака кайнă яшсенчен 21-шĕ аслă пĕлỹ илнĕ, 13-шĕн ВС категорири водитель удостоверенийĕ пур.
2016 çулхи çуркуннехи тата кĕркуннехи призыв кампанийĕн ĕçне пĕтĕмлетнĕ май, Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи çар комиссариачĕ республикăра пĕрремĕш вырăна тухнине палăртнă. Çавна май Леонард Левый ял тăрăхĕсенче çар учечĕн ĕçне йĕркелесе пырассипе тимлекен специалистсене уйрăммăн тав тунине палăртса каларĕ.
Апла пулин те районта çар службинчен пăрăнса юлма хăтланакансем те çук мар, хальхи вăхăтра çакăн пек 8 çамрăка шута илнĕ. Çакă, паллах, вĕсене чыс кỹместех. Мĕншĕн тесен çак çамрăксем камсем пулнине те пурте пĕлетпĕр. Район администрацийĕн пуçлăхĕ: "Салтак тивĕçне пурнăçласси - чыслă, сумлă, çав вăхăтрах чăн-чăн пурнăç шкулĕ те. Çарта пулнă çамрăка пурнăçри йывăрлăха çĕнтерме те çăмăлрах. Çакна ăнланасчĕ", - тет вăл.
Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертỹçи Надежда Баймушкина ЗАГС пайĕ кăçалхи пĕрремĕш çур çулта мĕнле ĕçлени çинчен тĕплĕн чарăнса тăчĕ.
Светлана АРХИПОВА.