Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тирпей-илемшĕн - пĕрлехи вăйпа

Тирпей-илемшĕн - пĕрлехи вăйпа

Çĕршыв Президенчĕ В.Путин 2017 çула ахальтен Экологи çулталăкĕ тесе пĕлтермен. Çутçанталăка сыхлас ыйту - экологи хăрушсăрлăхне ỹстересси, ешĕл зонăсен территорийĕсене анлăлатасси хальхи вăхăтра, чăннипех, Раççей шайĕнчи çивĕч ыйту пулса тăчĕ.

Района ĕçпе е хăнана килекен çынсем чылай чухне Елчĕксем тирпейлĕ те хăтлă пурăннине палăртаççĕ пулин те, пытармасăр каласан, çутçанталăка чыссăрланин тĕслĕхĕсем пирĕн тăрăхра та сахал мар. Çăва тухнăранпа район администрацийĕн пай начальникĕсемпе тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле ял-ял тăрăх çỹренĕ май темĕн тĕрлĕ ỹкерчĕке те курма тỹр килет. Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый ертсе пынипе иртнĕ кунсенче Аслă Таяпа ял тăрăхне çитсе куртăмăр.

...Комиссипе тĕрĕслеве тухнин усси пур. Каланипе каламанни, çирĕп ыйтнипе ыйтманни те пĕр мар. Тĕслĕхрен, иртнинче Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне Валерий Петрова хăш-пĕр çитменлĕхшĕн асăрхаттарнине тивĕçлипе йышăннине ырăпа аса илмелле. Таяпа Энтринчи шыв башнин территорине çывăхри Йăлăмкас урамĕнче пурăнакансем вăхăта вăраха ямасăр ушкăнпа тухса тирпей-илем кĕртме те ĕлкĕрнĕ. Халĕ ун йĕри-тавра тимĕр сеткăпа усă курса карта тытасшăн. Масар çывăхĕнче кунти хыт хурана тата ытти ăпăр-тапăра çунтарма усă курнă, аякран та илемлех курăнман шăтăка çĕрпе шайлаштарса хуплама та вăхăт тупăннă. Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче те йĕрке тăвассишĕн самай тăрăшнă, анчах Матросов урамĕн вĕçĕнчи çырмара çỹп-çап çаплипех купаланса выртать. Районти экологи комиссийĕн председателĕ Леонард Левый Аслă Таяпа ял тăрăхĕнчи лару-тăрупа пиртен те маларах кунта пулса тĕплĕн паллашма ĕлкĕрнĕскер, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Василиса Сапожникова, вырăнти депутатсем тăрăшнипе ытти ял тăрăхĕсенче курнă çакăн йышши хăш-пĕр çитменлĕхсенчен хăтăлма тăрăшнине палăртса каларĕ. Апла пулин те ял çыннисенчен чылайăшĕ çав-çавах хăнăхнă йăлине пăрахаймасть: вăрттăн-хĕрттĕн пулсан та, хăшĕ-пĕри - çынна хисеплеменни, ыттисем курса тăнă çĕртех пĕтĕм кирлĕ мара, килти ăпăр-тапăра ăçта килчĕ унта сапалать. "Ара" ятлă кĕпер çывăхĕнче, акă, нумаях пулмасть Елчĕк çынни çỹп-çап тултарнă михĕ килсе пăрахнине тĕпчесе пĕлнĕ. Михĕри япаласене ухтарнă май ятне-шывне палăртса çырнă хут тупăннă, çапла майпа ку çыннăн йĕрĕ çине ỹкнĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕсем вараланă вырăна çак пуçтаха хăйне тасаттарнă.

Темиçе çултанпа çырмасемпе варсене тултаракан çỹп-çап, тислĕк куписенчен хăтăлас тесен пĕр-пĕрне ăнланса тата пулăшса пурнăçламалли ĕçсем питех те нумай. Кунти Озерная, Парковая, Полевая урамсен вĕçĕнчи вар пуçĕсене çынсем мĕн амакĕ кăна килсе пăрахман-ши? Хальхи вăхăтра вĕсен йĕри-таврашĕнче усăсăр курăк ашкăрнине пула анчах сăнаса пăхмасăр унти пĕтĕм ăпăр-тапăра кураймăн. Килти пахчари хăрнă йывăçа та ял çынни кунта килсе пăрахать. Типтерлĕ хуçа вара ăна касса вакланă хыççăн килти пĕчĕк кăмакара çунтарать е мунча хутнă çĕрте усă курать - килти ытти вутă перекетленет.

Шуршу ялĕн старости Антонина Павлова тăрăшнипе кăçал ял масарне, урамсене тирпей-илем кĕртессипе нумай ĕç туса ирттернине пĕлетпĕр. Чăваш Тăрăмĕнче иртнĕ çул пĕр урама вак чул сарса хытарнă. Горная урама каçакан плотинана юсаса йĕркене кĕртнĕ. Çак пысăк ĕçе пурнăçлама Аслă Таяпа ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсем пĕр шухăшлă пулса районти Депутатсен пухăвĕн депутатне суйланă "ДПМК" Яльчикское" ООО коллективĕн ертỹçи Вячеслав Сядуков нумай пулăшнă. Апла пулин те Чăваш Тăрăмĕнче ĕлĕкех туса лартнă, халĕ кивелсех çитнĕ пĕренерен купаланă, хăмаран çапса тунă вите-сарайсем ял илемне ярса ларнине пурте кураççĕ. Леонард Левый хистесех вĕсенчен хăтăлма ыйтрĕ. Ăна Аслă Таяпари масар территорийĕ усăсăр йывăçсемпе тулса ларни те килĕшмест. Чăнах, кунта халь-халь хуçăлма, ỹкме пултаракан çỹллĕ йывăçсем нумай, вĕсенчен хăтăлнинчен лайăххи пулмĕ. Вăрçăра вилнисене асăнса лартнă палăксен таврашĕсене виçĕ ялта та тивĕçлĕ шайра тытса тăраççĕ - ку енĕпе тиркешме сăлтав çук.

Аслă Таяпари Полевая тата Школьная урамсем тăрăх утса тухма та ỹркенмерĕмĕр. Тĕлĕнмеллипе тĕлĕнтĕмĕр: Вениамин Беляев, Александра Лесковская, Алексей Бурмистров, Николай Лисицын хăйсен кил-çурчĕсен умĕсене свалкăна - ăпăр-тапăр пуххине çавăрнă. Лаша кỹлсе çула тухмалли, тахçанах ĕçре усă курма юрăхсăра тухнă çакăн чухлĕ урапа-çунана тата çак урамсенче пурăнакансем ăçтан тупма пултарни те кăсăклантарчĕ. Урамăн тепĕр енĕпе вĕлтĕрен ашкăрать. Çакăн пек йĕркесĕрлĕхе епле курмăш пулса иртĕн? Леонард Левый районти эколога Алексей Борисова тата Аслă Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхне Василиса Сапожниковăна вăхăта ырана хăвармасăр çак çынсемпе тĕл пулса калаçма, вĕсен тĕлĕшĕпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнма хушса каларĕ.

Парковая урама, пурĕ 500 метр инçĕшне вак чул сарса хытарма проектпа смета докуменчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Çул тума кăçалах пикенмелле. Палăртнă тĕллеве пурнăçласси кунта пурăнакан çынсем лару-тăрăва ăнланнинчен, пуçаруллă пулнинчен те нумай килет.

Эпир мĕн астăвассах районта пурăнакансем Аслă Таяпари пысăк плотинасенчен пулă тытса рехетленнине, шыва кĕрсе çан-çурăмĕсене кантарнине пĕлетпĕр. Шел пулин те юлашки çулсенче вĕсенчи шыва юхтарса кăларса тĕплĕн тасатманран кунти пулăсем чирлĕ пулни çинчен калаçнине темиçе çынран та илтме тỹр килнĕ. Кирек епле пулсан та чĕрчун тĕнчине сиен кỹме памалла мар.

...Авалхи чиркỹ çурчĕсен вырăнĕнчи Пуп çăлĕ текен вырăна çитсе тухрăмăр. Халĕ те тапса юхакан кунти çăлкуçа анлăлатса тирпейленĕ хыççăн ялти пуçаруллă çынсем - Валерий Рыжов, Юрий Сапожников, Петр Танкин, Алексей Иванов тата ыттисем тăрăшнипе кунта йывăç пура вырнаçтарнă. Халĕ вăл шыва кĕрсе чуна тасатмалли çветтуй вырăн шутланать...

Светлана АРХИПОВА.

Кил-çурт таврашне тирпейлĕ, таса тытма та, ăпăр-тапăрпа тултарма та пулать.



"Елчĕк Ен"
01 июля 2017
14:12
Поделиться