Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Район тантăшĕ

 

Район тантăшĕ

Аслă Елчĕкре пурăнакан педагогика ĕçĕн ветеранĕ, ялти шкулти ачасене 40 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Венера Петровна Кассирова 90 çул тултарнă.

Районпа пĕр тантăшлă Венера Петровна пурнăç тăршшĕнчи сумлă юбилей ячĕпе РФ Президенчĕ В.Путин ятран палăртса çырнă Тав çырăвне илме те, чăннипех, тивĕçлĕ çын. Ĕмĕрне пархатарлă ĕçпе - çитĕнекен ăрăва тарăн пĕлỹ тата тивĕçлĕ воспитани парассипе çыхăнтарни паттăрлăх мар-и? Вăл предмета тĕплĕн вĕрентекен, çирĕп ыйтакан, çавна май ачасен хисепне тата юратăвне çĕнсе илме пултарнă педагог пулнине те лайăх пĕлетпĕр. Ахальтен мар унăн вĕренекенĕсем пулнă, халĕ тĕрлĕ ял-хулара пурăнаканскерсем, ăна çуралнă кун, уявсен ячĕпе саламлама, куç тĕлне тума та манса каймаççĕ. 1985 çулта ялти шкултан вĕренсе тухнă Сергей Петрянкин хăйĕн класс ертỹçи пирки сăмах пуçарсан: "Çирĕп йĕркене малти вырăна хуракан Венера Петровна урок ирттернĕ чухне класра шăна вĕçни илтĕннĕ. Учителе хисеплени тата юратни пире вырăс чĕлхипе литература предметне тимлесе вĕренме хистенĕ пулинех", - тет вăл. Венера Кассирован тата ытти нумай вĕренекенĕ паян çакăн пек шухăшласса, каласса пĕлсе тăратпăр.

90 çулта тесе те калаймăн ăна. Хăйĕн çулĕсене кура мар вашават, ăс-тăнĕ те çирĕп - ватă пулин те тăватă çынпа тан. Кил-çуртри ĕçе пурнăçласа тăма ĕлкĕрет вăл, алă ĕçĕ тума та ăста. Венера Петровна 80 çултан каçсан сăвăсем, статьясемпе тĕрленчĕксем çырма тытăннă. Вĕсенчен нумайăшĕ район хаçачĕн страницисенче кун çути курнă. Унсăр пуçне, ачисем унăн тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисемпе статйисене пухса амăшĕн 85 çулхи юбилейĕ тĕлнех "Ырă ят - ĕмĕре" кĕнеке кăларма та мехел çитернĕ. Пуян чун-чĕреллĕ, хастар та хыт утăмлă, ватăлма пĕлмен хĕрарăмшăн çакă калама çук пысăк парне пулнă.

Кассировсен кил-çурчĕ тăн-тăн, хуçалăхĕ çирĕп. Кил хушшинчи, пахчари ĕçсене тума мăшăрĕ, Иван Александрович вара никама та шанмасть. Вăл - çутçанталăкăн чăн-чăн тусĕ, унăн та ватăлма вăхăчĕ çук. Çуллахи вăхăтра уйрăмах, пахчаран кĕме пĕлмесĕр кунта тăрмашать вăл. Ваня тете çак çулсем тăршшĕнче хăйĕн чун-чĕри ăшшине парса лартса çитĕнтернĕ кашни йывăç-тĕмпе "калаçать", вĕлле хурчĕсене пăхма та вăй-хал çитерет.

- Мана çутçанталăк сывлăх парать, - тет вăл кăмăлтан. Сăмах май, Венера Петровна мăшăрĕпе Иван Александровичпа савăнăçра та, хуйхă-суйхăра та пĕрле, пурнăç çулĕпе алла-аллăн утма тытăннăранпа 70 çул çитет. Калама анчах çăмăл пек. Куç тулли ачисем, ултă мăнукĕ, сакăр кĕçĕн мăнукĕ савăнăçпа телей кỹреççĕ. Çакăнтан хаклăраххи те, сумлăраххи те пурнăçра урăх нимĕн те çук, пулма та пултараймĕ...

С.АНАТОЛЬЕВА.



"Елчĕк Ен"
07 июня 2017
16:35
Поделиться