Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Июнĕн 11-мĕшĕнче - Акатуй уявĕ

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертỹçисемпе канашлу ирттернĕ.

Кăçал Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитет. Райсовет ĕçтăвкомĕн структуринче чи малтан йĕркеленĕ пайсенчен пĕри халăха социаллă пулăшу параканни - собес пулнă. Çакна аса илтерсе каларĕ районти халăха социаллă пулăшу паракан пай начальникĕ Ирина Аникина канашлура. Вăл хăй ертсе пыракан коллективăн иртнĕ 5 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕ. Социаллă пулăшу паракан пай районта пурăнакан халăхăн 44 процентне (7700 çын), çав шутран 3687 пенсионера социаллă çăмăллăхсемпе тивĕçтерет.

Июнĕн 8-мĕшĕнче - Социаллă работник кунĕ, е районти халăха социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрта, Пенси фончĕн Елчĕкри уйрăмĕнче ĕçлекенсен уявĕ те. Чи лайăх ĕçлекенсен пĕр ушкăнне Николай Миллин район администрацийĕн Хисеп грамотине тата Тав çырăвне парса чыс турĕ.

Çурхи уй-хир ĕçĕсене вĕçленĕ хыççăн районта кашни çулах ĕçпе юрă тата спорт уявĕ - Акатуй ирттереççĕ. Кăçалхипе 60-мĕш хут иртекенскере Елчĕк районне туса хунăранпа 90 çул çитнине халалланă. Уяв мероприятийĕсене "Ырсамай" культурăпа кану паркĕнче йĕркелеççĕ. Спорт ăмăртăвĕсем шăматкун, июнĕн 10-мĕшĕнче 11 сехетре Елчĕкри тĕп стадионта футбол, волейбол (хĕрарăмсем) вăййисемпе, "Кĕрешỹ" наци кĕрешĕвĕпе пуçланаççĕ. Ытти спорт ăмăртăвĕсем культурăпа кану паркĕнче Акатуй кунĕ иртеççĕ (Акатуй программипе хаçатăн паянхи номерĕн 4-мĕш страницинче паллашма пултаратăр).

Ĕçпе юрă тата спорт уявне хатĕрленсе ирттересси пирки оргкомитет председателĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Леонард Левый тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Вăл çулталăкра пĕрре пулакан тĕп уява ятарлă службăсене, яваплă çынсене, ял çыннисене тĕплĕн хатĕрленсе ирттерсе яма чĕнсе каларĕ.

Полицин районти пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев иртнĕ эрнери оперативлă лару-тăрупа паллаштарчĕ. Çимĕк, Троица уявĕсем йĕркеллĕ иртсе кайнă темелле. Анчах юлашки вăхăтра хăйсем çине алă хуракан виçĕ тĕслĕхе палăртнă, иккĕшĕ вилнĕ. Сăлтавĕсем пурин те эрехпе çыхăннă. Çавăн пекех пушă ларакан çуртсене кĕрсе япаласем вăрласа тухнă тĕслĕхсем те пулнă. Алексей Карабурнашев кун пек чухне кỹршĕ-арша тимлĕ пулма, сисчĕвлентерекен сăлтав пулсанах шалти ĕçсен пайне пĕлтерме ыйтрĕ.



"Елчĕк Ен"
07 июня 2017
16:15
Поделиться