«Таркăнсен» шучĕ чакса пырать
«Тăван çĕршыва хÿтĕлесси - Раççей Федерацийĕн гражданинĕн тĕп тивĕçĕ» тесе палăртнă çĕршывăн Конституцийĕнче. «Маларах çак таса тивĕçе пурнăçласран пăрăнакансен йышĕ пысăкчĕ пулсан, халĕ вĕсен йышĕ чакнине, çар ретне тăрас текенсем палăрмаллах ÿснине хыпарлать Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕн следователĕн пулăшуçи Т.Прыгунова.
Следстви уйрăмĕ хаçат ĕçченĕсемпе, çар комиссариачĕсен специалисчĕсемпе ирттернĕ пĕрлехи канашлура шăпах çак ыйтусене тишкернĕ.
Çар ретне тăма юрăхлă пулнине палăртсан та хăш-пĕр йĕкĕт Чăваш Республикин çар комиссариачĕн уйрăмĕсене пыман, призывпа çыхăннă мероприятисене хутшăнман тĕслĕхсем тĕл пулсах тăраççĕ. «Таркăнсем» маларах ют регионсене ĕçлеме каятчĕç те килĕсене таврăнмастчĕç. Халĕ вĕсен шучĕ чакса пынине палăртмалла. РФ УК 328 статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн Чăваш Енре 2011 çулта - 38, 2012 çулта - 14, 2013 çулта - 25, 2014 çулта - 22, 2015 çулта 11 призывник тĕлĕшĕпе уголовнăй ĕç пуçарнă. 2016 çулта служба ретне тăрасран пăрăннă 9 гражданинăн ĕçне суда çитернĕ.
Сăмах май, çар ретне тăрассинчен пăрăнакансене 200 пин тенкĕ таран штрафлама е 2 çул таран ирĕклĕхсĕр хăварма та пултараççĕ.
Е.ГЕННАДЬЕВА.