Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Хăрушă чир

Наркомани сарăлнин танлаштаруллă кăтартăвĕсене илес пулсан – Чăваш Ен пирки лăпкă регион теме пулать. Раççейре кашни 100 пин çын пуçне наркомансен шучĕ 232 çынпа танлашать, Атăлçи округĕнче - 245. Пирĕн республикăра вара - 100 çынран кăшт кăна ытларах.

Апла пулин те ку лăпланмалли сăлтав мар. Чăваш Енри хуласенче те - Шупашкарта, Çĕмĕрлере, Канашра - «шурă вилĕм» тыткăнне лекнисем чылай.

Наркотикпе усă куракан ачасемпе çамрăксен йышĕ пысăк. Шел пулин те, вĕсен шучĕ ÿссех пырать. Çак туртăм хĕрачасем хушшинче пушшех вăйлă аталаннă.

Шупашкарта юлашки вăхăтра психикăна витĕм кÿрекен наркотик йышши хутăшсене сутакан вырăнсене тупса палăртнă, вĕсене тĕп тăвас енĕпе çине тăрса ĕçлени усă кÿнĕ. Анчах халь çавнашкал хутăшсене телефонпа шăнкăравласа, Интернет урлă вăрттăн сутасси вăй илнĕ.

Наркотикпе минренĕ хыççăн транспорт хатĕрĕсен рулĕ умне ларакансем те тĕл пулаççĕ. Ятарлă лабораторире пĕлтĕр пĕтĕмпе 7,3 пин тĕрĕслев ирттернĕ, çав шутра 3 пин çынна наркотик тĕлĕшпе тĕрĕсленĕ.

Л.ЕГОРОВА.



"Елчĕк Ен"
05 апреля 2017
13:26
Поделиться