Кайăк-кĕшĕк грипĕ
Çак хăрушă чире сиенлĕхĕпе тĕрлĕрен пулма пултаракан вируссем пуçарса яраççĕ. Вĕсем çулран-çул вăйланса, улшăнса пырса çынсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Кайăк-кĕшĕк грипĕпе ытларах куçса çÿрекен вĕçенкайăксем чирлеççĕ. Килте усракан чăх чĕпписемпе хур-кăвакалсем чирлĕ е чирлесе ирттернĕ вĕçенкайăксем вараланă сывлăш, шыв, апат е вĕсен каяшĕсем урлă чирлеççĕ. Грипп вирусĕ çынна чирленĕ е вилнĕ чăх-чĕпрен, хур-кăвакалран, вĕсен каяшĕсемпе вараланнă тăпраран, лайăх пиçсе çитмен ашран, çăмартаран, таса мар сывлăшран ерме пултарать. Çакна шута илсе чăх-чĕп усракансен, вĕсен ашĕпе, çăмартипе усă куракансен санитарипе гигиена йĕркисене çирĕп пăхăнмалла - алăсене супăньпе çумалла.
Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсен чир паллисем вируспа сиенленнĕ хыççăн 3-5 кунран палăрма пуçлаççĕ. Вĕсем хăйсене пачах урăхла тытаççĕ: апат çиме пăрахаççĕ, пуçĕсене унталла-кунталла çавăраççĕ, мăйĕсем пĕкĕрĕлеççĕ, çынран хăрами пулаççĕ, урисем, хырăм айĕсем, киккирикĕсем шыçăнаççĕ, хуралса каяççĕ, ÿт температури ÿсет, сăмсинчен шĕвек юхать, куçĕсем пÿрленеççĕ, тепĕр чухне куç хупанкисем çыпăçсах лараççĕ. Ватă чăхсем чире йывăртарах ирттереççĕ, вилеççĕ те. Хур-кăвакалсем шывра ункă евĕр çаврăнаççĕ.
Кайăк-кĕшĕк грипĕ районта ан сарăлтăр тесен ветеринари специалисчĕсем, кайăк-кĕшĕк усракансем, ял тăрăхĕсенче ĕçлекенсем, педагогсем, медицина ĕçченĕсем пурте пĕр шухăшлă пулса паянхи кунтан тытăнсах килти кайăк-кĕшĕке хупса усрамалли майсене туса парассипе ĕçлемелле. Кайăк-кĕшĕк шутне лайăх пĕлсе тăмалла. Ватă е вăйсăр чăх-чĕпе усрамалла мар, вĕсене картиш, урам тăрăх та çÿретмелле мар. Килте усракан чăх-чĕпсемпе хур-кăвакалсене вакцинаци тăвасса анчах кĕтсе ларни те тĕрĕс мар пулĕччĕ. Мĕншĕн тесен çакăн йышши вакцинăсем хальлĕхе пирĕн патăмăрта çук та, прививка тăвас пулсан та ăна тунă хыççăн виçĕ эрне иртмесĕр чире хирĕç тăраслăхĕ - иммунитет çителĕклĕ пулмасть. Хăрушă чиртен сыхланасси хамăртан - чăх-чĕп, хур-кăвакал усракансенчен килет. Чир ан тухтăр, унран пысăк сиен курас мар тесен чире хирĕç тăмалли йĕркесене çирĕп пăхăнмалла. Килти кайăк-кĕшĕке сарайсенче е ятарласа тунă пÿлĕмсенче усрамалла, вĕсен стенисем сеткăран, тăрри шыв яман материалтан пулмалла. Вĕсене çитермелли апата, унта урăх нимĕнле вĕçенкайăк та вĕçсе ан кĕрейтĕр тесе, шыв кĕмен савăтсенче упрамалла. Тĕрлĕрен обществăлла апатлану вырăнĕсенчен илсе килнĕ апат юлашкисене чăх-чĕпе, выльăха пĕçермесĕр çитермелле мар. Шăшисемпе йĕкехÿресене тапăсемпе, наркăмăшсемпе усă курса пĕтермелле. Чăх-чĕп, хур-кăвакал ашне, çăмартана ятарлă лавккасенчен, пасартан туяннă чухне сутуçăсенчен ветеринари докуменчĕсем пуррипе çуккине ыйтма ан ÿркенĕр. Чăх-чĕп, хур-кăвакал какайне 1 сехетрен, чăх çăмартине 10 минутран кая мар пĕçернĕ хыççăн анчах усă курмалла. Чĕрĕ кайăк-кĕшĕке, хур-кăвакала кÿршĕллĕ е ют районсемпе республикăсенчен ветеринари специалисчĕсемпе калаçса татăлмасăр илсе килмелле мар. Кăнтăр енчен вĕçсе килекен вĕçенкайăксене пĕтĕм меслетсемпе усă курса ял, кÿлĕсемпе пĕвесен çывăхне лартмалла мар. Чăх-чĕп, хур-кăвакал виллисене тупсан çара алăпа тытасран асăрханăр. Çакăн пирки çийĕнчех патшалăх тытăмĕнчи ветеринари специалисчĕсене систермелле, май пулсан Елчĕкри ветеринари станцине 2-56-42, 2-55-32 номерлĕ телефонсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр.
И.НИКОЛАЕВА,
выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Елчĕк районĕнчи станцийĕн ертÿçи.