Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йăлтах пăрахса яла таврăннă та

Ал-ура çавăрма хăйсен ĕçне йĕркеленĕ
 
Елчĕк тăрăхĕ ĕмĕртенпех ĕçчен, çаврăнăçуллă çынсемпе палăрса тăнă. Самана улшăннă май вырăнти ял хуçалăх предприятийĕсенчен чылайăшĕ хавшакланнă вăхăтра та малашне мĕнле пурăнăпăр тесе çухалса кайман кунти халăх. Кам килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх пуçне нумайлатнă, кам пахчи-пахчипе севок лартса ÿстерме пикеннĕ... Çапла хăйсен несĕлĕсен çĕрĕнчен аякка уйрăлса каймасăрах пурнăçа йĕркелеме май тупнă. Яваплăхран хăраман çемьесем фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ĕçе пуçăнма та ÿркенмеççĕ авă. Çавнашкал çемьесенчен пĕринпе Кушкă ялĕнче паллашрăмăр. Чайкинсем пирки таврари ялсенче те пĕлеççĕ. «Чăннипех те туслă, пултаруллă çемье, ыттисемшĕн тĕслĕх», — терĕç вĕсем çинчен Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче.

Амăшне пĕччен хăварасран

Пурнăç мĕнле çаврăнса пырассине ăнсăртран сиксе тухакан лару-тăру та витĕм кÿрет хушăран. Александр та Валентина Васильевнăпа Пантелеймон Петрович Чайкинсен пилĕк ывăлĕнчен чи кĕçĕнни, инкек сиксе тухман тăк çемйипе Шупашкартах пурăнса кайĕччĕ-и тен? Хăйĕн мăшăрĕпе, ывăлĕпе яла пăрахса килесси пирки ашшĕ вилнĕ хыççăн, амăшне ватлăхра пĕччен хăварасран, шухăшласа илнĕ вăл. Ирина та упăшкин кăмăлне хирĕç каяс темен — пурăнмашкăн яла куçма турткалашса тăмасăрах килĕшнĕ. «Алă-ура тĕрĕс-тĕкел, пуç сывă — ĕç çук тесе аптăрамăпăр. Хальлĕхе ывăла Артема пăхмалла», — çапла шухăшланă çав вăхăт тĕлне амăшĕ пулса тăма ĕлкĕрнĕскер. Малалла вулас...

 

Ирина ПУШКИНА



"Хыпар"
01 марта 2017
15:27
Поделиться