Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шÿтлĕ калав ăсти

Шÿтлĕ калав ăсти

Район хаçачĕн редакцине тăтăшах кĕрсе тухать вăл. Çĕнĕ хыпарсем çырнипе пĕрлех, общество пурнăçĕнчи тĕрлĕрен ыйтусем хумхантараççĕ ăна. Акă, виçĕмкун та пирĕн пата «Лайăх юрă - чун уявĕ» статья çырса килчĕ вăл. Вулакан унпа хаçатăн паянхи номерĕн 8-мĕш страницинче паллашма пултарать. Статья авторĕ - Елчĕкре пурăнакан Александр Васильевич Сорокин.

Юлашки çулсенче хаçатпа вăрçă умĕн тата каярах туслашнă авторсем ватăлса пурнăçран уйрăлса кайрĕç. Вĕсем вырăнне йышăнма тивĕç çамрăксем сахалланса пынине те пытараймăн. Çавăнпа кăсăклă статьясем, очерксем, сăвăсемпе калавсем, шÿтсем çыракансен йышĕ чакрĕ. Чи паллă авторсен йышĕнче вара чăннипех Александр Васильевич Сорокин. Унăн пултарулăхĕнче тепĕр лайăх ен вăл - кулăшла, шÿтлĕ калавсем çырма пултарни. Автор калавĕсемпе кĕске шÿчĕсене вулатăн та вăл пурнăçа художник куçĕпе курма, шухăша вулакан патне илĕртÿллĕ, сăнарлă чĕлхепе илсе çитерме пултарнине туйса илетĕн. Унăн кашни кулăшла калавĕнче ăшă шÿт, пурнăçа юратни палăрать.

Александр Васильевич 1952 çулта Тăрăм ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ялти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн унчченхи Казах ССРĕнчи Уральск хулинчи професси паракан училищĕрен вĕренсе тухнă. 1971-1973 çулсенче Польшăра танк çарĕнче механик-водитель пулса службăра тăнă. Служба срокĕ вĕçленсен тăван яла таврăннă, трактористра ĕçленĕ. Пĕр вăхăтрах, 1973-1979 çулсенче, тăван ялти, пĕрлешсе пысăкланнă «Правда» колхозри комсомол организацине ертсе пынă.

1980 çулта вăл пурнăçне тепĕр хут Совет Çарĕпе çыхăнтарма шутланă. Прапорщиксен шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн тата 18 çул Стратегиллĕ Ракета Çарĕсен дивизийĕнче службăра тăнă, юлашки çулсенче офицер должноçĕпе расчет командирĕ пулнă. Запаса тухсан Елчĕке куçса килнĕ.

Александр Васильевич хаçат-журналпа çамрăклах çыхăну тытма пуçланă. Çарта службăра тăнă вăхăтра кашни çул чăваш хаçачĕсемпе журналĕсене илсе тăнă. «Пулăра» кулăшла калава вăл шăпах çак тапхăрта çырнă. «Капкăн» журнала ярса панă калав часах вулакансем патне çитнĕ. Çакă ăна çĕнĕ произведенисем çырма хавхалантарнă.

- Кашни калав манăн пурнăçпа çыхăннă. Вĕсене эпĕ хут çине кăна куçарнă, - тет сăпайлă Александр Васильевич.

2008 çулта Александр Сорокинăн «Шÿтсĕр пурнăç - çур пурнăç» кĕнеки пирĕн хаçатăн типографийĕнче пысăках мар тиражпа пичетленсе тухрĕ. Ăна вулакансем ăшшăн йышăнчĕç. Анчах кĕнеке кашни çын патне çитеймерĕ пулас. Нумаях пулмасть пĕр пĕлĕш кĕнекепе паллашрĕ те тĕлĕннине пытараймарĕ: «Александр Васильевич çакăн пек калавсем çырать-и?» Çырать çав. Иккĕмĕш кĕнеки те хатĕр ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ çитменни çеç чарса тăрать.

Н.АЛЕКСЕЕВ,
хаçатăн тĕп редакторĕ.



"Елчĕк Ен"
14 января 2017
09:10
Поделиться