Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Яланах право хуралĕнче

Январĕн 12-мĕшĕнче Раççей прокуратурине йĕркеленĕренпе 295 çул çитет. Çак тапхăрта вăл саккунлăха тата право йĕркисене сыхлас, çынсен прависене хÿтĕлес енĕпе ĕçлесе пынă, пырать те.

Иртнĕ çул саккуна пăснă 900 ытла тĕслĕхе тупса палăртнă. Саккунсене тивĕçтермен право акчĕсене хирĕçлесе 80 протест çырнă, çынсемпе патшалăхăн 100 тавăçне, пурĕ 800 пин ытла тенкĕлĕх, тивĕçтерсе суда ярса панă, организацисемпе предприятисен, учрежденисен, патшалăх, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ертÿçисен ячĕпе 250 представлени тăратнă, право йĕркисене пăснăшăн должноçри 245 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă, прокурор постановленийĕпе должноçри 88 çынна штрафланă, тĕрĕслев материалĕсемпе 4 уголовнăй ĕç пуçарнă.

Район прокуратури преступноçа, çав шутра коррупцие хирĕç кĕрешесси, предпринимательсен прависене хÿтĕлесси, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх, социаллă тытăмсенчи, çутçанталăка сыхлассипе, çĕрпе çыхăннă саккунсене пурнăçласси, çынсен ĕçлев прависене хÿтĕлесси çине ытларах тимлĕх уйăрнă.

Тĕрĕслев вăхăтĕнче район прокуратури районти пĕр организацинче бюджет укçи-тенкине вăрланă тĕслĕхе тупса палăртнă, следстви органĕсене РФ УПК 37 статйин 2 пайĕпе организаци директорĕ ячĕпе коррупципе çыхăннă уголовнăй ĕç пуçарма постановлени ярса панă.

Унсăр пуçне прокуратура тупса палăртнă тĕслĕхсемпе 2 уголовнăй ĕçе суд пăхса тухнă, ĕçпе тивĕçтерекен службăра саккуна пăсса учетра тăнă çынсенчен ултавпа илсе тăнă пособисене патшалăх бюджетне тавăрнă.

Стационарлă пулăшу тытăмĕнче тăракан 13 инвалидăн прависене тавăрнă, вĕсене социаллă пулăшусен пуххишĕн тивĕçекен 120 пин тенке тавăрса памалла тунă.

Прокурорăн тавăçĕсемпе килĕшÿллĕн районти ял тăрăхĕсенчи саккунсăр майпа йĕркеленнĕ свалкăсене пĕтерессипе ĕç малалла пырать.

Уйрăмах çынсен ĕçлев прависене хÿтĕлесси çине тимлĕх уйăрнă. Иртнĕ çул прокуратура хутшăннипе тĕрлĕ организацисенче ĕç укçине вăхăтра тÿлемен 73 çын умĕнчи 500 пин тенкĕлĕх парăма пĕтернĕ. «Сăрă» ĕç укçи тÿлекенсемпе хирĕç кĕрешессипе район администрацийĕпе, налук тата пенси службисемпе пĕрле малалла ĕçлетпĕр. Çак енĕпе иртнĕ çулта ĕçлекенсемпе ĕçлев килĕшĕвĕ туманшăн должноçри 16 çынна административлă явап тыттарнă.

Хальхи вăхăтра район прокурорĕ В.Николаев ертсе пыракан коллективра прокурор çумĕ П.Кокорев, прокурор пулăшуçи К.Яндимиркина, I разрядри аслă специалист Л.Доброхотова, В.Пчелов водитель тăрăшаççĕ.

Раççей прокуратурин кунĕ ячĕпе прокуратурăра ĕçлекенсене, ветерансене ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей сунатăп.

В.НИКОЛАЕВ,
район прокурорĕ, юстици советникĕ.



"Елчĕк Ен"
11 января 2017
14:30
Поделиться