Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Владимир Путин журналистсемпе тĕл пулнă

Декабрĕн 23-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин тĕнчери тата Раççейри массăллă информаци хатĕрĕсен представителĕсемпе анлă пресс-конференци ирттернĕ. 12-мĕш хут иртекен пресс-конференцие 1437 журналист хутшăннă. Тĕпулу 3 сехет те 54 минута тăсăлнă.

Владимир Путин пресс-конференцие тÿрех журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланинчен пуçланă.

Пресс-конференцире ыйтусем тĕрлĕ енлĕ пулнă - вĕсем çĕршывăн шалти тата тулашри политикине тÿрремĕнех пырса тивнĕ.

Çĕршывăн шалти пĕтĕм продукт /ВВП/ калăпăшĕ иртнĕ çулхинчен кăштах чакать - 0,5-0,6 процент. Çав вăхăтрах  машиностроенири, продукци ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçри, ялхуçалăхри çитĕнÿсене пула чаку калăпăшĕ пĕчĕкленет. Инфляци шайĕ кăçал  5,5 процента яхăн пулмалла. Юлашки вăхăтра укçа-тенке ют çĕршывсене илсе тухасси те чакса пырать - 2015 çулта унăн калăпăшĕ 57 миллиард долларпа танлашнă пулсан, кăçал вăл 16-17 миллиард доллартан иртмелле мар.

Промышленноçа аталантарассинче патшалăх пулăшăвĕ паллă вырăн йышăнать. Владимир Путин ялхуçалăх машиностроенине, ялхуçалăхне аталантарма укçа-тенкĕ ытларах уйăрасси çинчен пĕлтернĕ. Çавăн пекех IT тата ытти пысăк технологиллĕ отрасльсене аталантарасси те тĕп вырăнта пулĕ.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ ялхуçалăхĕнчи лару-тăрăва та хакланă. Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май, кăçал Раççейре, иртнĕ вăхăтрипе танлаштарсан, тĕш тырă тухăçлă çитĕннĕ - кăçал унăн калăпăшĕ 119 миллион ытла тоннăпа танлашмалла. Ялхуçалăхне аталантарасси малашне те пысăк шайра пулĕ.

Владимир Путин шухăшĕпе, нефть хакĕ те малашне ÿсмелле - вăл пĕр баррельшĕн 65-70 доллар пулмалла. Унăн хакĕ 10 доллар ÿссен, çĕршыв бюджечĕ 1,75 триллион тенкĕпе, нефть кăларакан компанисен тупăшĕ 750 миллиард тенкĕпе пуянланмалла.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ спортри допинг, пенси реформи, регионсене укçа-тенкĕ енчен пулăшасси, Крыма аталантарасси, Раççейри Экологи çулталăкĕ тата çĕршывăн шалти политикин ытти ыйтăвĕсем çинче те чарăнса тăнă.

Пресс-конференцире Раççейĕн тулашри политики пирки те ыйтусем чылай пулнă. Америкăри Пĕрлешÿллĕ Штатсемпе çыхăнăва лайăхлатасси, Сирири, Украинăри, Европа Союзĕнчи лару-тăру та журналистсене хумхантарнă.

Владимир Путин Сирири лару-тăрăва йĕркелеме Раççей çеç мар, Иран, Турци тата тĕнчери ытти çĕршыв хутшăнни те вырăнлă пулнине палăртнă. Унăн шухăшĕпе, Сирин пĕтĕм территорийĕнче вăрçăнма чарăнмалла. Çавăн пекех Европа Союзĕпе Украина хушшинчи визăсене пĕтернине, Европа вăйлă партнер пулма кирлине те ырланă Владимир Путин.

Хаклав

Марина ПАВЛОВА, район администрацийĕн экономика, пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçи:

- Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин журналистсемпе ирттерекен анлă пресс-конференцире кашни çулах çĕршывăн экономика аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусем çине тулли хуравсем парать. Акă, кăçал та Владимир Владимирович  инфляци шайĕ 5,5 процентран пысăк пулманнине, ĕç çыннин тупăшĕ ÿсме кирлине палăртрĕ. Уйрăмах, пирĕн районта ялхуçалăхĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине шута илсен, ăна пулăшма укçа-тенкĕ ытларах уйăрни те савăнтарать.

Роберт БОБЫЛЕВ, ĕç ветеранĕ:

- Пресс-конференцире Владимир Путин çĕршывăн тулашри политики пирки хускатнă ыйтусем кăмăла кайрĕç. Раççей, чăннипех, хăватлă çĕршыв пулса тăмаллах. Пĕтĕм çивĕч ыйтусене вăхăтлă тата хăвăрт татса пани питĕ килĕшÿллĕ.

А.КАРЛИН хатĕрленĕ.

А.КАРЛИН хатĕрл

"Елчĕк Ен"
24 декабря 2016
15:22
Поделиться