Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ентешĕн - тепĕр фильм

Раççейри Кино çулталăкĕнче наци кинематографĕн пухмачне тепĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ «Шупашкар хулинчи палăксем» документлă фильм хутшăнчĕ. Кушкă ялĕнче çуралса ÿснĕ Владимир Галошев режиссер-сценарист фильмне пуçласа Наци библиотекин «Мерчен» пÿлĕмĕнче хакларĕç.

Унăн презентацине культурăпа искусство деятелĕсем, Чăваш Енри кинематографистсен пĕрлĕхĕн членĕсем, студентсемпе журналистсем хутшăнчĕç.

«Шупашкар хулинчи палăксем» фильм-каталог тĕп хуламăрти  палăксем çинчен пĕлтерекен ятарлă издани. Кашни палăк çинчен кĕскен пĕлтернипе пĕрлех объектсен, авторсен сăнÿкерчĕкĕсене кĕртнĕ фильма. Шупашкар палăкĕсем тĕрлĕ паллă пулăмсемпе çыхăннă. Çавна май вĕсем культурăн хаклăхĕсем пулса тăраççĕ. Мероприятие хутшăннисем  фильма пăхса хăйсене хула тăрăх курса çÿренĕн туйрĕç. Кинора чăваш композиторĕн Николай Карлинăн юррисене музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Ирина Иванюкова шăрантарать. Документлă фильм хамăр республикăн историне, культурине, йăли-йĕркине лайăх пĕлме пулăшнипе паха.

М.СЕВАСТЬЯНОВ.



"Елчĕк Ен"
24 декабря 2016
15:27
Поделиться