Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пулас ученăйсен наставникĕ

26 ноября 2016 г.

Пулас ученăйсен наставникĕ

Чунĕпе яланах ачалăхра

55 çул каялла Курнавăшри Зоя Николаевнăпа Николай Ильич Светопольскисен çемйинче пĕрремĕш тĕпренчĕк кун çути курнă. Светлана ят хунă ăна телейлĕ ашшĕ-амăшĕ. Хĕрача çемьери юрату ăшшине туйса ÿснĕ. Ун хыççăн тата пилĕк пĕртăван ырă та сывă çитĕннĕ. Аслă хĕрĕ ашшĕпе амăшĕ ĕçре чухне кĕçĕннисене пăхнă. Вĕсене шкула кайма та хатĕрленĕ. Учительница пулас ĕмĕт ун чухнех çуралнă унăн.

Ялти шкулта вăтам пĕлÿ илсен  ĕçре харсăр Светлана Светопольскаяна колхоз председателĕ С.Николаев  ялтан ярас темен, ĕç вырăнĕ тупса парас тесе ăнтăлнă. Шкул директорĕ Петр Смирнов ачаран пултаруллă хĕре пионервожатăйра вырăн пуррине пĕлтернĕ. Хаваспах килĕшнĕ хĕр. Вĕренекенсемпе мĕнле кăна мероприяти ирттермен пулĕ пионерсен пултаруллă вожатăйĕ. Уроксем хыççăн ачасем килĕсене васкаман, тĕрлĕ кружоксенче ăсталăхне туптанă. Пархатарлă ĕçшĕн илнĕ наградăсем йышлă  Светлана Николаевнăн.

Шкулта вĕреннĕ чухне Светлана  хими тата биологи урокĕсене ытларах кăмăлланă. А.Мироновăпа А.Смирнов педагогсене паян та ырăпа аса илет Светлана Николаевна. Вĕсен  пархатарлă ĕçне юратнипех И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн биологипе хими факультетне куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ вăл.

Сакăр çул пионервожатăйра ĕçлесе ачасен юратăвне çĕнсе илнĕ Светлана Николаевна 1986 çулта хими предметне вĕрентме пуçланă. М.Смирнова лаборанткăпа килĕштерсе ĕçленĕ çамрăк педагог. Паян Светлана Николаевна тăван ялти шкулта кăна мар, Çĕнĕ Пăва шкулĕнчи вĕренекенсене те хими предметне алла илме пулăшать.

Юратнă ĕç телей кÿрет тесе ахальтен каламан тăр. Мĕнпур пĕлĕвĕпе ăсталăхне, чун ăшшине ачасене парать аслă категориллĕ педагог. Тавра курăмĕпе ăсталăхне çулсерен ÿстерсе пырса ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тăвать.

- Чи пысăк хисеп – ачасен юратăвĕ, - тет Светлана Николаевна.

- Сирĕнпе  чуна уçса калаçма пулать, - теççĕ  ăна аслă класра вĕренекен хĕрачасем.

Вăл вĕрентсе кăларнă ачасем юратнă учительне манмаççĕ. Класс ертÿçи хăйĕн шăпăрланĕсене аслă та анлă çул çине кăларнă чухне сывпуллашу куççулĕсене те пытараймасть. Хăйĕн çунатти айĕнче ÿссе çитĕннĕ чĕпĕсем евĕр кашнинех чун ăшшине парнеленĕ-çке вăл.

- Вĕрентекенĕн ача чунлă пулмалла. Хамăр ачалăха манмасан чун та ватăлмасть, ачан шухăш-кăмăлне те лайăх ăнланатăн. Вĕрентекен вĕренекенпе пĕр чĕлхе тупсан вĕренÿпе воспитани ĕçĕ çăмăллăн пырать, - тет Светлана Николаевна.

37 çул ытла шкулта ĕçлесе усал, ăна ăнланман, итлемен ача курманнине пĕлтерет вăл. Халĕ те:
- Ачасем, эсир паянхи темăна пурте ăнлантăр-и? Тема çăмăл мар, камăн ыйтмалли пур? - тесе ыйтать кунсерен.

Шкула тĕрлĕ ялтан çÿреççĕ, çĕннисем малтанлăха ăнланмасан та калама именсе тăраççĕ. Каярахпа учителе хăнăхаççĕ те уççăн калаçма пуçлаççĕ. Уроксем хыççăн хими предметне кăмăллакансемпе юлса ĕçлет вăл. Урокра вĕреннипе кăна предметсен олимпиадисенче çитĕнÿсем тăваймăн. Унăн вĕренекенĕсем çулсеренех район шайĕнчи олимпиадăсенче палăраççĕ.

Светлана Николаевна хăй те ăсталăхне туптасах пырать. Районти, республикăри конкурссене кăна мар, Раççей шайĕнчисене те хутшăнать. Районти химиксем кÿршĕсемпе - Комсомольскисемпе ăмăртса ĕçлеççĕ. Час-часах пĕр-пĕрин патĕнче пулса уçă уроксем ирттереççĕ, çĕнĕлĕхсене ĕçе кĕртеççĕ. Хими предмечĕпе иртнĕ республикăри фестивале хутшăнса илнĕ дипломсем те сахал мар С.Прохорован. Хастар педагог кашни çулхи «Методика панораминчен» грамотăсăр таврăнмасть. Унăн вĕренекенĕсем Чăваш патшалăх ялхуçалăх академийĕнче йышлăн пĕлÿ илеççĕ. Предмета лайăх пĕлнĕрен ЧПЯА та тарăн пĕлÿллĕ студентсемшĕн грамота парса хавхалантарни мĕне тăрать! Е тата иртнĕ çул Светлана Николаевнăшăн пысăк кĕтменлĕх пулса иртрĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи «Династия» фонд ăна «Пулас ученăйсен наставникĕ» номинаци çĕнтерÿçи пулнипе диплом тата хавхалантару укçи ярса пачĕ. Курнавăш, Çĕнĕ Пăва шкулĕсенчи выпускниксем хăйсен юратнă учительницин ĕçĕпе кăмăллă пулнине пĕлтерсе çырнă. Светлана Николаевнăн чун-чĕринчи савăнăçне каласа пама кирлех-ши кун пек чухне?

Вĕрентÿри ÿсĕмсемшĕн илнĕ Хисеп хучĕсем çумĕнче Раççей Вĕренÿпе наука министерствин грамоти те, ЧР Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Тав хучĕ те пур. Экоурок ирттерсе, Пĕтĕм тĕнчери кайăксен кунне халалланă мероприяти йĕркелесе, хими чемпионатне хутшăнса пĕрре мар палăрнă çак çулсенче хăйĕн профессине чун-чĕрипе парăннă чăн-чăн вĕрентекен. Чунĕпе яланах ачалăхра пулнăшăнах юратаççĕ ачасем ăна.

Коллективра та пысăк хисепре Светлана Николаевна. Ашшĕ-амăшĕпе яланах пĕр чĕлхе тупать.

- Паянхи ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Килте Интернет пулни те нумай пулăшать вĕсене. Çапах та учителĕн вĕсенчен яланах маларах пымалла. Çавăнпа хам та нумай методика литератури вулатăп, çĕнĕлĕхсемпе кăсăкланатăп. Çак тарана çитсе урока хатĕрленмесĕр кайнине астумастăп. Кашни урокра çĕнĕлĕх кĕртме тăрăшатăп, - пĕлтерет Светлана Николаевна.

 

Кил вучахне сÿнме памасть

Пĕве кĕнĕ, ял пурнăçне кăмăллакан хĕрпе туслă çÿрес текен каччăсем сахал мар пулнă. 18 çулхи Светлана юратăвне хăйĕнчен икĕ çул аслăрах Валерий Прохоров тивĕçнĕ. 1981 çулхи раштав уйăхĕнче ялта шеп туй кĕрлесе иртнĕ. Комсомолла тата эрех-сăрасăр ирттернĕ туя ялта халĕ те астăваççĕ. Çĕнĕ мăшăра культура çурчĕн сцени çинче тĕрлĕ конкурссенче тĕрĕсленĕ. Унтанпа 35 çул иртнине шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне çур сăмахран ăнланакан мăшăр сиссе те юлайман.

Ялти маттур каччă тăван хуçалăхра чылай çул водительте тăрăшнă. Каярахпа шкулта автобуспа, операторта ĕçленĕ. Паян та шкулта газ операторĕнче тăрăшать.

Прохоровсем икĕ ача ÿстернĕ. Ывăлĕпе хĕрĕ çунат сарса ашшĕ-амăшĕн йăвинчен вĕçсе тухса кайнă. Алексей Сĕнтĕрвăрринче полици начальникĕнче тăрăшать. Наташа - Шупашкарти электроаппаратура заводĕнчи экономист. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿллĕ. Светлана Николаевнăпа Валерий Ипатьевич тăватă мăнукĕпе савăнаççĕ.

- Вĕсем киле килсен пÿрт  хĕвел шевлисĕрех çуталать, - теççĕ Прохоровсем.

Асанне-кукамай мăнукĕсене тин суса кĕнĕ сĕт ĕçтерет.

Кил вучахне сÿнме памасть ăшпиллĕ хĕрарăм. Кил-çуртра яланах тирпейлĕ. Савнă мăшăрĕ картишĕнчи выльăхĕсене пăхса кĕнĕ çĕре вĕри апат тутлă шăршă кăларса ларать. Тем вăхăтра ĕнине суса кĕнĕ Светлана шалти пÿлĕмре ал ĕçĕпе аппаланать.

- Çурçĕр иртичченех ларатăп тĕрлесе. Алĕç тумасăр пултараймастăп. Атту диван хăй çумне çыпăçтарса хурасран шикленетĕп, - тет вăл ăшшăн кулса.

Ăста алăллă хĕрарăм Светлана Николаевна. Пысăк тутăрсем çыхать. Миçе штук çыхнине шутламаннине пĕлтерет. Ара, кама кăна парнелемен-ши çÿçеллĕ тутăрĕсене; Тус-юлташ, хурăнташ нумай унăн. Кашнине тĕрлĕ парнепе савăнтарать.

Хальхи вăхăтра  çутçанталăк илемĕсене канва çине ÿкерет.  Хăй вăхăтĕнче  Светлана Николаевна 10 çул ытла шкулта технологи вĕрентнĕ.

- Чăваш тĕррипе тĕрлеме музейри Валентина Вастулова  нумай пулăшрĕ, - ăшшăн аса илет  тĕрĕ ăсти.

Ал ĕçĕпе районти кăна мар, республикăри конкурссенче палăрнă. Хăй кăна мар, вăл вĕрентнĕ ачасем те нумай çитĕнÿ тунипе чапа тухнă. Дипломсемпе грамотăсене типтерлĕ кил хуçи хĕрарăмĕ кашнине упрать.

- Ара, мăнуксене кăтартма кирлĕ вĕт. Вĕсен асламăшĕ-кукамăшĕ мĕнле çын пулнине пĕлмелле, - тет вăл.

Хамăр хыççăн ырă йĕр хăварнинчен пахи мĕн пултăр.

Валентина КИРИЛЛОВА.

Сăнÿкерчĕкре: С.Прохорова.           



"Елчĕк Ен"
26 ноября 2016
09:06
Поделиться