Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пысăк чун хаваллă бригадир

23 ноября 2016 г.

Пысăк чун хаваллă бригадир

Çĕрулми упранакан путвалта ир пуçласа каçчен хĕрÿ ĕç шавĕ тăрать. Хуçалăхри хĕрарăмсем «иккĕмĕш çăкăра» суйлаççĕ. Шÿтлĕ, шăкăл-шăкăл калаçу инçетренех илтĕнсе тăрать.

- Çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр сана, пирĕн харсăр бригадир, - теççĕ пĕрле тăрăшакансем Галина Анатольевнăна ăшшăн çупăрласа.

Кашнийĕнпе пĕр чĕлхе тупакан бригадир пенси çулне çитсе тăнине сиссе те юлаймарĕ.

- Тавах, тавах саламланăшăн, - тет Галина Паймина.

Хуçалăхра тăтăшах тĕрлĕ ĕçсене хутшăнакан вунă хĕрарăм вăй хурать. Пĕринчен тепри харсăр.

- Бригадăра михĕ йăтайман хĕрарăм вăй хураймасть. Пăрчăкан пек вăр-варсем валли хĕлле те ĕç çителĕклĕ. Шалăвĕ те пĕчĕк мар, - пĕлтерет Г.Паймина.

Галина Анатольевна «Нива» агрофирма» ОООра бригадирта ĕçлеме пуçăнни вунă çул иртрĕ. Тăрăшулăхĕпе хисепе тивĕçнĕ вăл.

Галина тивĕçлĕ канăва тухнă май иртсе кайнă кун-çула куç умне кăларса тăратрĕ. Ыррине те, савăнăçне те, хуйхине те курма тивнĕ унăн. Çапах нăйкăшса ларман, яланах малалла талпăннă.

Галина Аслă Шăхаль ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Паян ултă хĕр пĕртăван туслă, килĕштерсе пурăнаççĕ. Вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн Галина Шупашкара вĕренме кайнă. Бухгалтер профессине алла илнĕ. Шут ĕçне юратакан хĕре Курнавăш каччи кăмăлланă. 1989 çулта Галина Владимир Пайминпа çемье çавăрнă. Владимир Васильевич тăван хуçалăхра трактористра тăрăшнă. Галина, ÿркенменскер, пăру та пăхнă, ферма заведующинче те  вăй хунă.

Пĕр-пĕрне юратса, ăнланса пурăнакан мăшăр çурт-йĕр çавăрнă, ача-пăча ÿстернĕ. Асли, Дмитрий, тĕп килте тĕпленнĕ.  Çемьеллĕ.  Алина кинĕпе пĕр чĕлхе тупнă хунямашĕ. София мăнукĕшĕн каçсах каять асламăшĕ. Василий  çемье çавăрса ĕлкĕреймен-ха.

Галина Анатольевнан ывăлĕсем Раççей çарĕнче тăнă.

- Шел, ашшĕ ир çĕре кĕчĕ. Ывăлсем çемьеленнине кураймарĕ, мăнуксене утьăкка сиктереймерĕ, - пăшăрханать Галина.

Çапах та вилнĕ çын хыççăн кайма çук, пурнăçа малалла тăсмалла. Ĕçпе, ачисемпе йăпанса пурăнать паян хĕрарăм.

Галина Анатольевна хаçат-журнал, кĕнеке вулама юратать. Пушă вăхăтра алĕç тăвать. Мĕн кăна çыхма пĕлмест-ши вăл? Ачаран тĕрĕ тĕрлесе ÿснĕскер, тĕрлеме те маçтăр. Тирпейлĕ хĕрарăм кухньăран тухма пĕлмест. Çемьене тутлă апат-çимĕçпе сăйлама ăста. Кÿршĕ-аршăна, тăванĕсене яланах хапăл та тарават кил хуçи хĕрарăмĕ.

Сăпайлă хĕрарăмран  ыйтмасăр чăтаймарăм:

- Чун хавалĕн рецепчĕ мĕнре-ши санăн, Галина?

- Пурнăçра кашнийĕн савăнăç тупма пĕлмелле. Хĕвел çĕр чăмăрĕ çинче пурне те пĕр пек ăшăтать. Чун ăшши вара хăвăршăн та, çывăх çынсемшĕн те, палламан çынсемшĕн те çиттĕр. Вара эсĕ телейлĕ, - терĕ Галина ытлашши сăмах вакламасăр.

В.СМИРНОВА.

Сăнÿкерчĕкре: Г.Паймина.



"Елчĕк Ен"
23 ноября 2016
16:13
Поделиться