Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кам вăл Плющев?

16 ноября 2016 г.

Кам вăл Плющев?

XXI ĕмĕрччен кино ÿкерÿ ĕçĕпе тимлекен ăста пирĕн районтан пĕртен-пĕр çын çеç тухнă. Хальлĕхе унăн ячĕ-шывĕ никама та, нимĕн çинчен те каламасть. Хушамачĕ те питĕ сайра тĕл пулаканскер: Плющев.

Амăшĕ

Галина Никифоровна Плющева. Медицина енĕпе аслă пĕлÿ илнĕ. 1950 çулхи çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн министрĕн 731-мĕш хушăвĕпе килĕшÿллĕн ăна Елчĕк район ĕçтăвкомĕн сывлăх сыхлавĕн пайĕн /райздравотдел/ ертÿçи пулма çирĕплетнĕ. Çав тапхăртах терапевт тухтăрта /1953 çулхи çу уйăхĕччен/, каярахпа дерматовенеролог тухтăрта çур ставкăпа ĕçленĕ.

1954 çулхи çурла уйăхĕн 24-мĕшĕ-1955 çулхи чÿк уйăхĕн 30-мĕшĕ - Елчĕк район больницин тĕп врачĕ.

Ашшĕ

Николай Никитич Никитин /1920-1983/. Етĕрне районĕнчи Лапракасси ялĕнче çуралнă. Партин Шупашкарти вăтам шкулне пĕтернĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçине хутшăннă. «Капкăн» журналта ĕçленĕ май сатирăллă калавсемпе сăвăсем, пĕр актлă пьесăсем çырнă. «Сенкер кĕрĕклĕ Венера» /1971/, «Ылтăн шăл» /1973/, «Хамăр хушăра» /1975/ тата ытти кĕнекесен авторĕ. Унăн сăввисемпе композиторсем шÿтлĕ юрăсем хывнă...

Юрăна /сăнÿкерчĕкре/ амăшĕн хушаматне çыртарнă. Вăл 1953 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Елчĕк ялĕнче çуралнă. 1977 çулта Пĕтĕм Союзри патшалăх кинематографи институчĕн /Мускав/ оператор факультетĕнчен вĕренсе тухнă. «Беларусьфильм» тата ытти студире тĕп фотограф тата оператор пулса ĕçленĕ. Юрий Николаевич 60 ытла документлă, сарлака метражлă икĕ фильм ÿкернĕ. Вăл Беларуçри «Фото Арт» обществăлла пĕрлешÿ членĕ. Студент çулĕсенчех илемлĕ ÿкерÿ ĕçне парăннăскер, тĕрлĕ шайри куравсене нумай хутшăннă, дипломсене тивĕçнĕ.

Ю.Плющев - ятарлă хăш-пĕр фотовыставкăсен авторĕ те: «Взгляд», «Открывая лица», «Провинциальный проект», «Простые вещи: взгляд на Беларусь». 2001-2005 çулсенче унăн çавнашкал куравсем Брюссельте, Ригăра, Минскра, Вильнюсра, Лейпцигра, çавăн пекех Англире тата АПШра 20 хут ытла иртнĕ. Унсăр пуçне ентешĕн ĕçĕсем 30 ытла çĕршыври уйрăм çынсен коллекцийĕсенче упранаççĕ: Чехире, Германире, Италире, Японире, Кувейтра, Голландире, Норвегире, Раççейре, Польшăра, Швейцарире, Эстонире...

Ю.Плющев кино ÿкерÿ тытăмĕнче те палăрма пултарнă. Хăш-пĕр ĕçĕсене асăнни вырăнлă та пулĕ: «Кто играет в куклы?» /1979/, «Сегодня и каждый вечер», «Семейный портрет с картошкой» /1980/, «От слова «жить» /1982/, «Шел мокрый снег» /1985/, «Гомункулус» /1988/, «Грех лицедейства» ?1991/, «Кто там?» /1995/.

Юрий Николаевичăн А.Карпов, С.Бондарев, А.Казазаев операторсемпе калăпланă пĕрлехи ĕçсем те пур.

Паллă киновидеорежиссер, фотохудожник хальхи вăхăтра Мускавра пурăнать. Унăн ячĕ район историне çырăнма тивĕçлĕ.

Николай МАЛЫШКИН.



"Елчĕк Ен"
16 ноября 2016
10:05
Поделиться