Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Вăхăтра сипленĕр

Районта халăха диспансеризацилесси малалла пырать. Кăçал планпа тĕрĕслеве 4400 çыннăн кĕмелле.

Çулталăк вĕçленесси  инçе те мар. Çавна май кăçал диспансеризацие кĕмеллисем паянах районти тĕп больницăн 13-мĕш кабинетне пымалла. Тепĕр хут аса илтеретĕп: кăçал диспансеризаци витĕр 1995, 1992, 1989, 1986,1983, 1980, 1977, 1974, 1971, 1968, 1965, 1962, 1959, 1956, 1953, 1950, 1947, 1944, 1941, 1938, 1935, 1932, 1929, 1926, 1923, 1920, 1917 çулсенче çуралнă çынсем тухмалла.

Пурин те сывлăха тĕплĕн тĕрĕслеттерме тăрăшмалла. Ку вăл хамăршăнах. Халăх сывлăхне çапла майпа тĕрĕсленин тĕллевĕ _ чир-чĕре малтанхи тапхăрта тупса палăртасси тата вăхăтра сиплесси.

Г.УФУКОВА,
районти  тĕп больницăри тĕп врачăн çумĕ.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2016
08:38
Поделиться