Рентген сиен кÿмест
Тĕнчере чи анлă сарăлнă инфекци чирĕсенчен пĕри вăл _ туберкулез. Ытларах чухне вăл сывлав органĕсене сиенлет. Тавралăха туберкулез патакки чирлĕ çынсен е чĕрчунсен шăкĕ, сурчăкĕ, сĕчĕ, пÿрĕ урлă сарăлать.
Вăл нÿрĕ вырăнта эрни-эрнипе, уйăхĕ-уйăхĕпе пурăнма пултарать. Сывă çынна лексен пур микроб та чире пуçарса яраймасть. Вăл микробсен хисепĕнчен, организмăн чире хирĕç кĕрешес шайĕ мĕнле пулнинчен тата ытти пулăмсенчен килет. Юлашки вара ĕçпе канăва мĕнле йĕркеленипе, апат-çимĕç пахалăхĕпе тачă çыхăннă. Юлашки çулсенче çынсен пурнăç шайĕ чакнăран туберкулезпа чирлесси ÿсет.
Малтанах çын хăй чирленине туймасть те. Ваттисем ăна юлашки вăхăтра тăтăшах ÿсĕрнипе, пирус туртнипе, шăнса пăсăлнипе, çулсем иртсе пынипе çыхăнтараççĕ. Çавăнпа та медицина пулăшăвĕ ыйтма пымаççĕ. Каçсерен кĕлетке тарлани, температура ÿсни, час ывăнни, вăй çукки ытти чирсемпе чирлесен те палăрать. Çавăнпа вĕсем хăйсене туберкулез лекнĕ тесе шутламаççĕ. Чире кая юлса тупса палăртсан ăна сиплесси патшалăхшăн та, çемьешĕн те хака ларать.
Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерствин хушăвĕпе ача-пăча учрежденийĕсенче, шкулта, суту-илÿре, апат-çимĕç предприятийĕсенче, сĕт-çу фермисенче ĕçлекенсен, общежитисенче пурăнакансен, ÿпке, плевра, психика, алкоголизм, наркомани чирĕсемпе чирлекенсен, бомжсен, 40 çултан иртнисен, гормон препарачĕсемпе чылай вăхăт сипленнисен çулталăкра пĕр хутчен флюорографи пăхтармаллах.
Мĕн-ха вăл ФЛГ тĕрĕслевĕ? Вăл – рентген пăхни. Çак мелпе пăхса туберкулеза çеç мар, тĕрлĕ шыçă чирĕсене, чĕрепе юн тымарĕсен патологи процесĕсене малтанхи тапхăрсенчех палăртма пулать. Ку сиенлĕ мар. Шалти органсене флюорографи пăхнă чухне çын илекен рентген пайăркисен дози çав тери пĕчĕк. Мĕншĕн тесен ÿкерчĕк тума çеккунтăн вуннăмĕш пайĕ те çителĕклĕ.
Пиртен чылайăшĕ ФЛГ витĕр тухни сывлăхшăн сиенлĕ тесе шутлать, çав вăхăтрах куллен 20-30 штук пирус туртса сывлăха сиен кÿни çинчен пуçа та илмест.
Хисеплĕ ентешĕмĕрсем! Пирĕн района Республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансертан ФЛГ машини килнĕ. Вăл график тăрăх районти пур яла та çитет. Хăвăрăн сывлăхăра тĕрĕслеттерĕр, тус-пĕлĕшĕрсене, тăванăрсене флюорографи витĕр тухмаллине пĕлтерĕр. Енчен те тĕрĕслев хыççăн эсир врач патне кайма йыхрав илтĕр пулсан, пĕр тăхтамасăр районти больницăна килĕр.
Л.КАПЛАМОВА,
фтизиатр врач.