Пÿрте кĕрсен мĕн сас лайăх?
«Ача пĕрре те нумай, саккăр та сахал», — текен каларăшпа килĕшеççĕ Елчĕк районĕнчи Шăмалакри Львовсем. Юрăпа Надя пĕр ялтах çуралса ÿснĕ. Хуларан яла килсен тимĕрçĕ лаççи умĕпе пăрчăкан пек иртсе каякан хĕр хыççăн ытараймасăр пăхса юлнă каччă. Пĕр каçхине клубра иккĕшĕ вальс çаврăннă. Юратупа хĕмленнĕ йĕкĕт чипер пике çинчен куç илеймен. Çав каç хĕре киле пĕччен уттарман вăл. Хапха умĕнче çăлтăрсем шутланă вăхăтра та сăмаха çилпе вĕçтерсе калаçман пурнăç çинчен шухăшлакан яш. Кăштахран Юра пикене хăйĕн мăшăрĕ пулма ыйтнă. «Пĕр-пĕрне чунтан савса пĕрлешрĕмĕр», — çирĕплетеççĕ Юра тата Надежда Львовсем. Çак туйăма арăмĕпе упăшки ĕмĕр тăршшĕпех упрама хатĕр. Паян ĕçчен те тăрăшуллă мăшăр çичĕ ача ÿстерет, ывăл-хĕр çитĕнтернĕ чухне пĕр алăра — вут, тепринче шыв пулнине аван пĕлет.
Ĕмĕтлĕ çын çунатлă
Ĕмĕтлĕ çын çунатлă теççĕ. Мăшăр пĕрлешсенех çĕнĕ йăва çавăрма тĕв тунă. 2011 çулта çемьере пиллĕкмĕшĕ кун çути курсан «Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтересси» программăпа килĕшÿллĕн черете тăнă Львовсем. Вăхăта вăраха тăсса яман, акă Шăмалак ялĕн çĕнĕ урамĕнче нумай пулмасть кермен пек çурт ÿссе те ларнă. Икĕ хутлăскере сарă тата хăмăр кирпĕчрен хăпартнă. Ыттисенчен хăйнеевĕрлĕрех вăл.
Тарават кил хуçи арăмĕ хирĕç тухрĕ. Йăлтах хатĕр, мĕнпур тăван-пĕтенне пуян кĕрекене пуçтарса çĕнĕ пÿрт ĕçки кĕрлеттернĕ пулин те, вăхăт çитерейменнипе çĕнĕ çурта куçма ĕлкĕреймен-ха вĕсем. Ачасен кĕрхи каникулне кĕтнĕ. Пÿртре сăмсана кăтăклакан сăрă, çĕнĕ обой, сĕтел-пукан шăрши кĕрет. Çуртăн иккĕмĕш хутĕнче кашни тĕпренчĕкĕ валли хăйне ятăн пÿлĕм уйăрнă. Тепĕр çичĕ ача çуратсан та вырăн çитет кунта. «Кайран, пирĕн çунат айĕнчен вĕçсе тухсан, тăван киле ан манччăр, ашшĕ-амăшĕ патне çемйипе килсе çÿреччĕр», — ĕмĕтленет кил ăшшине упракан. Илемлĕ чÿрече каррисене обойпа килĕшÿллĕн суйланă. Урайĕнче шăпăрлансем ан шăнччăр тесе çĕнĕ пÿрт ĕçкине пухăннă тăванĕсем кашни пÿлĕм валли палас йăтса килнĕ. Пысăк балкон çинчен вăрман çумĕнче вырнаçнă Шăмалак ялĕ тата хитрен курăнать. Путвала пÿртренех анма май пур. Тăрăшуллă кил хуçин ĕмĕчĕсем пысăк, çитес вăхăтра мунча, бассейн тăвас шухăшлă. Выльăхсене хупма вите хăпартса лартма та ĕлкĕрнĕ вĕсем çĕнĕ вырăнта.
Палăртни патне çирĕппĕн утакан çемьере пĕр-пĕрне никамран лайăх ăнланнине ĕçпе çирĕплетеççĕ. Куллен тăватă-пилĕк сехетрех ура çинче мăшăр. Кил хуçи арăмĕ ал ĕçне ăста. Анчах хальлĕхе чун киленĕçĕ çинчен шухăшлама та вăхăт çук унăн. Кил-çурта хăтлăлатмалла.
Районти чи лайăх çемье
«Елчĕке конкурса кайнă чухне виçĕ машинăна аран вырнаçкаласа пĕтрĕмĕр. Халĕ республика конкурсне хутшăнма хатĕрленетпĕр», — тет кил хуçи. Пĕр вырăнта ларма-тăма пĕлмен шăпăрлансем унта кайма хатĕрленме пуçланă та ĕнтĕ. «Пирĕн икĕ енчен те — юрă-ташă ăстисем. Пĕчĕк чухнехине лайăх астăватăп. Атте те, асанне те купăс калатчĕç. Хунеçепе хуняма — Николай Тимофеевичпа Раиса Петровна — ялти сцена çинчен анма пĕлмеççĕ. Çитменнине иккĕшĕ те ылтăн алăллă, питĕ ĕçчен вĕсем. Мăшăр та аллинчен купăс ямасть. Пĕр сăмахпа, çемйипех юрлама-ташлама юрататпăр. Конкурса хутшăнма пачах та шухăшламан эпир, пирĕн унта хатĕрленме вăхăт та пулман. Йăх йывăççипе паллаштартăмăр, юрларăмăр-ташларăмăр, жюрие хамăр пĕçернĕ çимĕçе астивтертĕмĕр. Пире «чи лайăх çемье» тесе палăртни кĕтменлĕх пулчĕ», — каласа кăтартать кил хуçи арăмĕ.
Ултă хĕрпе пĕр ывăл
Юрий Николаевич чи пĕчĕккисене аслашшĕпе асламăшĕ патĕнчен илсе килсен çурт тÿрех вĕсен хаваслă сассипе тулчĕ. Шăпăрлансем алăкран кĕрсенех пĕрин хыççăн тепри çÿлти хута вĕçтерсе хăпарчĕç. Виççĕшне çеç выляма кичем пулчĕ-ши, пăртакранах çилхăвансем каялла чупса та анчĕç. 5 çулти шухă Тимоша 4-ри Ангелинăпа 3-ри Таньăран ниçта та юлмасть. «13 çулти Катя — аслашшĕ-асламăшне пулăшаканни. Пĕчĕккисене те вăл пăхать, кил таврашĕнче те асли валли ĕç тупăнсах тăрать. Вăл прическăсем тума ăста. 11-ти Ксюша хура ĕçрен хăрамасть, кирек мĕн хушсан та итлет. 8 çулти Вероника юрра-ташша ăста. 7-ри Мария — тул çутăлнă-çутăлман сиксе тăраканни, вăраткăч вырăннех вăл, питĕ çăмăл ыйхăллă. Тимоша — яланах аслашшĕ çумĕнче, чăн-чăн хуçалăх çынни. Çĕнĕ çуртран тăрса юлнă хăма таткисене пуçтарнă та аслашшĕне тенкел ăсталама кайса панă. Хунеçен аллинче пуртă-пăчкă выляса çеç тăрать, шăп «Виçĕ упа» юмахрине аса илтерекеннине касса кăларнă вăл. «Пирĕн пÿртрен тунă тенкел», — тет халь ăна. Ангелинăпа Таня пĕрмай мана пулăшасшăн», — тĕпренчĕкĕсемпе паллаштарчĕ Надя.
Ачисен куç тулли çитĕнĕвĕсемпе ашшĕ-амăшĕ тивĕçлипех мăнаçланма пултарать. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне конкурссенче çĕнтереççĕ вĕсем.
«Пирĕншĕн çичĕ ача нумай пек туйăнмасть. Ÿссен пĕр-пĕрне пулăшĕç. Тăван тăварпа пиçнĕ. Пысăк çемье ĕçре те, сĕтел хушшине вырнаçсан та илемлĕ», — теççĕ Львовсем. Çĕршывăн демографи лару-тăрăвне лайăхлатас енĕпе пурте вĕсем пек тăрăшсан ял урамĕсем ача-пăчан илемлĕ сассипе янăраса кăна тăмалла.
Уявсене те хаваслă паллă тăваççĕ ку килте. Пурте пĕрле юрлаççĕ, ташлаççĕ. Кил хуçи купăс тăсса ярать те пÿрт ача-пăчан шăнкăрав пек куллипе янăраса кăна тăрать. Çакăнтан пĕлтерĕшлĕрех сасă пур-ши çĕр çинче?
Елена АТАМАНОВА.