Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕк ен сăн-сăпатне ярар мар

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев республикăри экологи лару-тăрăвне паянхи чи çивĕч ыйтусен шутне кĕртни ахальтен мар. Çавна май республикăра тата районсенче тухса тăракан массăллă информаци хатĕрĕсен страницисенче те тăван тавралăха тирпей-илем кĕртесси  хальхи вăхăтри тĕп темăсенчен пĕри шутланать.

Хăш-пĕр чурăс чун-чĕреллĕ çынсем çулсен хĕррисене, чарăну вырăнĕсене пăраха-пăраха хăварнă çÿп-çап миххисем пĕр вăхăт юр айне пулчĕç пулин те, куçа курăнакан çитменлĕхсем çав-çавах нумай.

Чăвашсем çакăн пек калани  пур: «Килти çÿп-çапа ял çине ан кăлар», - тенĕ вĕсем.  Тĕшши кунта урăххи, ĕлĕкрех çынсем çÿп-çапа хальхи пек юханшыв е çырма хĕррине тăкман - тислĕке çавăрнă. Хальхи вăхăтра промышленность таварĕсене ?кĕленче, металл, пластмасса/ усă курнă хыççăн çынсем ăçта килчĕ унта кăларса пăрахни экологи проблеми пулса тăчĕ. Çак çитменлĕхсенчен хăтăлас тĕллевпе Елчĕк район администрацийĕ тăрăшнипе  йăлара усă курнă ăпăр-тапăра суйласа илсе тепĕр хутчен ĕçе ярассипе тимлекен  «Юрга» организаци уçăлнă. Çак яваплă ĕçе Александр Дуткин предприниматель хăй çине илме пултарнине вара ырламалла анчах. Мĕншĕн тесен çак тапхăрта асăннă организаци халăхшăн усăллă ĕçленине те кăтартса пачĕ. Ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнура пулни ĕçе кирлĕ пек йĕркелесе пыма май парать. Организаци ĕçченĕсем çирĕплетнĕ графикпа килĕшÿллĕн ял тăрăхĕсене тухса кирлĕ мар ăпăр-тапăра пуçтараççĕ. Леонид Григорьев уйрăм предприниматель те çак ырă тĕслĕхе курса хавхаланнă.  Ахаль те мĕн тери ĕçлĕ çын пулнине пăхмасăр, ял сăн-сăпатне сыхласа хăварас ĕçе хутшăнма, пулăшма хирĕç пулас çуккине пĕлтерет вăл. Çутçанталăка упрассишĕн, ăна тата илемлĕрех тăвассишĕн чун-чĕререн тăрăшакансен ячĕсене тата та палăртма пулать. Вĕсенчен пĕри Вокзалçумĕ урамра пурăнакан Василий Арбузов. Вăл хăй ирĕкĕпе çывăхри çырмари çÿп-çапа пуçтарса тасатрĕ, ун хыççăн çак вырăна 200  тĕп хыр йывăçĕ лартса хăварчĕ. Пархатарлă ĕç тăвакан çынсен ырă тĕслĕхĕ ыттисен чун-чĕринче те хавхалану туйăмĕ çуратасса шанса тăратпăр. Ун чухне пирĕн юратнă Елчĕк енĕмĕр тата илемлĕрех, симĕсрех пулĕ.

А.СТЕПАНОВ.
Елчĕк ялĕ, ĕç ветеранĕ.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2016
08:42
Поделиться