Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чир ан лектĕр

Сальмонеллез - инфекци чирĕ. Вăл апатпа наркăмăшланнă чухнехи пек иртет. Аптраса ÿкнĕ çыннăн ăш пăтранать, хăсас килет, хырăмĕ ыратать, шăнтса пăрахать е ÿт-пÿ температури хăпарнипе вĕрилентерсе ярать, час-часах тула хăвалать.

Сальмонеллеза пуçарса яракан бактерисем тăпрара, шывра, апат-çимĕçре нумай вăхăт пурăнаççĕ. Апат-çимĕçре уйрăмах вăрах вăхăт тытăнса тăма пултараççĕ: сĕтре – 20 кун, услам çу ăшĕнче – 4 уйăх. Продуктри «микроклимат» тивĕçтерет пулсан /температура виçеллĕ тата нÿрĕк çителĕклĕ условисенче/ вĕсем упранса юлаççĕ кăна мар, хăвăрттăн ĕрчесе каяççĕ.

Инфекци çăлкуçĕ - чирлĕ çынсем, кайăк-кĕшĕк, выльăх-чĕрлĕх. Çапах чирлĕ выльăх-чĕрлĕх тата кайăк-кĕшĕк чир саракан тĕп сăлтав пулса тăраççĕ. Инфекци чирне пĕрле «йăтса» çÿрекенсем /чăх-чĕп, хур-кăвакал тата ытти килти чĕрчунсем/ инфекци пуçаракан бактерине каяшпа тата шăкпа пĕрле кăлараççĕ. Сальмонеллез инфекцийĕ лекнĕ чĕрчунсен чир палли курăнмасса та пултарать, анчах вĕсем ерекен бактерисене унта та кунта сарса çÿреççĕ. Çынна чир ытларах сальмонелла бактерийĕ лекнĕ продуктсем урлă ерет. Çăмарта, чăх какайĕ, аш-какайран хатĕрленĕ фарш. Çавăн пекех çав продуктсенчен пĕçернĕ торт, ытти апат-çимĕç сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Какай ытларах чухне выльăха пуснă, тирпейленĕ тата упранă чухне чир ертме пултарать.

Сальмонеллезпа аптраса ÿкнĕ çынсенчен ытларахăшĕ чăх çăмартинчен – чĕрринчен, лайăх пĕçерменрен, лайăх ăшаламанран – чирлесе кайни паллă. Çавăнпа та çăмартана чĕрĕлле ĕçни, чăх какайне шашлăк туса çинĕ чухне лайăх ăшаламанни сывлăхшăн хăрушлăх кăларса тăрать. Апата лекнĕ сальмонелла бактерийĕсем вилмеççĕ. Çавăнпа та инфекци чирĕ ан ертĕр тесен çак сĕнÿсене пăхăнмалла:

- какай яшки пĕçернĕ чухне ăна 45-60 минут вĕретмелле;

- фаршран блюдăсем хатĕрленĕ чухне ăна лайăх ăшаламалла;

- чĕрĕ çăмарта ĕçме юрамасть, ăна лайăх пĕçерсе çимелле;

- апат-çимĕç продукчĕсем, уйрăмах аш-какай, çăмарта, сĕт-çу,  туяннă чухне реализаци срокĕ хăçан тухнине вуласа пăхмалла.

С.ПЕТРЯНКИНА.



"Елчĕк Ен"
12 ноября 2016
08:35
Поделиться