Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Йĕркелĕх хуралĕнче

09 ноября 2016 г.

Йĕркелĕх хуралĕнче

Ноябрĕн 10-мĕшĕнче çулсеренех йĕркелĕх хуралçин - Раççей Федерацийĕн шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕн Раççей Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕпе Игорь Анатольевич Михайловпа тĕл пултăмăр, полици пайĕн ĕç-хĕлĕпе паллаштарма ыйтрăмăр.

- Пирĕн сотрудниксен тĕп тивĕçĕ - район территорийĕнче вырăнти хăйтытăмлăх, право сыхлавĕн ытти органĕсемпе пĕрле çыхăнса ĕçлесе обществăлла йĕркелĕхе тытса пырасси. Кашни кунах оперативлă тата профилактика ĕçĕсене пурнăçласа пынине кура йĕркелĕх хуçаланать пулĕ тесе шутлатăп. Кăçал çеç массăллă, политикăпа спортăн 25 ытла мероприятине ăнăçлă ирттерсе яма пултартăмăр. Çавăн пекех экстремизмпа терроризма хирĕç кĕрешесси те, нацисемпе тĕнсем хушшинчи çыхăнăва йĕркелесси те, халăха хÿтĕлесси те сотрудниксемшĕн тĕп вырăнта.

- Игорь Анатольевич, право йĕркисене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртасси, тĕпчесси сирĕн ĕçре паллă вырăн йышăнать...

- Мĕн тăвăн, пирĕн тĕп тивĕç вăл. Кăçалхи 9 уйăхра тĕрлĕ 75 преступление палăртма май килчĕ. Çакă пĕлтĕрхи çак вăхăтринчи 14 тĕслĕх сахалрах. Анчах çакă лăпланса лармалла тенине пĕлтермест - преступленисен çулне пÿлмеллех.

Ял тăрăхĕсен администрацийĕсем те ку енĕпе пире пулăшса пыраççĕ. Елчĕк ял тăрăхĕнче кăçал - 28 /иртнĕ çулхи çак тапхăрта - 29/, Курнавăш ял тăрăхĕнче - 10 /11/, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче - 7 /8/, Тăрăм ял тăрăхĕнче - 4 /6/, Лаш Таяпа ял тăрăхĕнче - 4 /10/, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕнче - 1 /6/ преступление шута илнĕ, Аслă Елчĕкпе Аслă Таяпа ял тăрăхĕсенче 5-шер преступление регистрациленĕ. Хăвăрах куратăр, преступниксене хирĕç кĕрешесси вăйлансах пырать.

Шел пулин те, преступленисене уçса парасси, иртнĕ çулхи çак вăхăтринчен чакрĕ - 95,6 процентпа танлашрĕ. Вĕсен ытларах пайĕ йывăр тата питĕ йывăр преступленисене уçса парассине пырса тивет - 87,5 процент анчах. Кунта Елчĕк ял тăрăхĕнче «Банк-клиент» тытăмри 1201720 тенкĕ, Курнавăшра пурăнакан çыннăн карас телефонĕпе усă курса укçа вăрлама, Тăрăм ялĕнче пурлăха çунтарма хăтланнă тĕслĕхсем кĕреççĕ. Вĕсене тупса палăртас ĕçсем малалла пыраççĕ.

- Юлашки вăхăтра шульăксем иртĕхме пуçлани те палăрать...

- Технологи аталаннă май, телефонпа, Интернетпа усă курса çынсене улталасси вăй илсе пырать: час-часах киревсĕр тĕллевлĕ çынсем тĕрлĕ сайтри пĕлтерÿсем тăрăх таваршăн укçа куçарма, çывăх çыннăрсем инкеке лекнĕ, ăна пулăшма укçа-тенкĕ куçарма тата ытти пулăшусем паратпăр тесе çынсен банк карточкисен реквизичĕсене пĕлеççĕ те укçана сăптăрса илеççĕ. Ку енĕпе полицин районти пайĕ 6 ĕç пуçарнă, 3 тĕслĕхе тупса палăртнă. Ытти тĕслĕхсемпе малалла ĕç пырать. Преступниксен йĕрĕсем Волгоград, Мускав облаçĕсен, Санкт-Петербург хулине илсе çитерни паллă.

Çапах та эпĕ çынсене ытларах асăрхануллă пулма, СМС-хыпарсене хуравлама кирлĕ маррине пĕлтересшĕн. Банк карттисен реквизичĕсене никама та ан парăр!

- Игорь Анатольевич, çапах та йывăр преступленисене уçса парасси те айккинче юлмасть пулĕ?

- Кăçал ку енĕпе 2 тĕслĕх пулчĕ. Патреккелĕнчи ашшĕ ывăлне вĕлерни тата Кушкăра транспорт хатĕрне тытса илни.

Патреккелĕнче ашшĕ эрех ĕçнĕ хыççăн ывăлне çĕçĕпе чиксе суранлатнă - вăл тÿрех вилнĕ. Кушкăра вара Ульяновск облаçĕнче пурăнакансем, Сăрьел ялне асламăшĕ патне хăнана килнĕскерсем, Шăмăршăри таксиста тапăннă, автомашинăна тытса илнĕ. Кунта «гастролерсем» Ульяновск облаçĕнче тунă ытти питĕ йывăр преступленисем пирки те палăртни вырăнлă.

- Тата мĕн хумхантарать сире, Игорь Анатольевич?

- Йĕркелĕх хуралçине хумхантаракан ыйтусем сахал мар. Обществăлла вырăнсенче йĕркелĕхе пăсни, çул çитмен çамрăксем, эрех-сăрапа иртĕхекенсем преступленисем тăвасси йышланни питĕ пăшăрхантарать. Кунта шалти ĕçсен сотрудникĕсем çеç мар, общественноç та хăйĕн витĕмлĕхне кăтартма вăхăт.

- Ыран пĕтĕм Раççейре шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне паллă тăваççĕ. Хăвăр пайра ĕçлекенсенчен кам ырă ята тивĕç?

- Тĕрĕссипе, полицин районти пайĕнче ĕçлекенсенчен кашниех ырă ята тивĕç. Çапах та уяв умĕн уголовнăй шыравăн уполномоченнăйне А.Алексеева, аслă следователе Н.Максимовăна, çул-йĕр патрулĕн службин инспекторне А.Скворцова, çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен Л.Егоровăна, полицин участоксенчи уполномоченнăйĕсене Н.Байдугановпа Э.Никонова, А.Ефимов дознавателе, оперативлă дежурнăя Ю.Зайцева, дежурнăя пулăшакан А.Петрова, Р.Феткуллов, С.Емельянов полицейский водительсене уйрăмах тав сăмахĕ каласшăн.

Калаçăва вĕçленĕ май, шалти ĕçсен сотрудникĕн кунĕ ячĕпе кашнинех саламлатăп, ĕçре ăнăçу, çемьере телей сунатăп.

А.КАРЛИН калаçнă.

Сăнÿкерчĕкре: Полицин районти пайĕн начальникĕ И.Михайлов/сулахайра/ ĕçтешĕсемпе малашлăх тĕллевсене палăртать.



"Елчĕк Ен"
09 ноября 2016
16:28
Поделиться