Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Налуксене вăхăтра тÿлемелле

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ыйтусене пăхса тухнă.

Леонард Левый чи малтанах иртнĕ эрнери паллă пулăмсем çинче чарăнса тăчĕ. Вĕсенчен пĕри - ялхуçалăх тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсен республикăри кунне паллă туни. Унта пирĕн район делегацийĕ те хутшăннă /тĕплĕнрех хаçатăн паянхи номерĕнчи пĕрремĕш страницăри «Елчĕксен черетлĕ çĕнтерĕвĕ» статьяра çырса кăтартнă/.

Шăматкун вара Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсемпе Патăрьелĕнче канашлу ирттернĕ. Унта районсемпе хуласен экономикине аталантарма инвестици явăçтарас, налуксем пухассине лайăхлатас, республикăра куçман пурлăхăн кадастр хакĕсене палăртас, çул-йĕр хĕррисене тирпей-илем кĕртес тата ытти ыйтусене пăхса тухнă. Канашлу умĕн Решит Санзяпов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче аш-какай ĕçлесе хатĕрлекен цеха, Туçара Валерий Кузнецов фермер хуçалăхĕнче пахчаçимĕç хранилищине савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Леонард Левый кÿршĕсен ялхуçалăхĕпе предпринимательлĕхе аталантарассинчи ырă пулăмсене хамăр патăмăрта пурнăçа кĕртмеллине палăртрĕ.

Елчĕк районĕнчи тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пыни çинчен Федерацин налук службин Комсомольскинчи районсем хушшинчи иккĕмĕш номерлĕ налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов каласа пачĕ. Район налук пуçтарассипе кÿршĕллĕ 4 район хушшинче малта пырать. Уйрăмах Курнавăш, Тăрăм, Аслă Елчĕк ял тăрăхĕсен администрацийĕсем лайăх ĕçлеççĕ. Пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене тÿлемелли юлашки срока кăçал каярах вăхăта - декабрĕн 1-мĕшне хăварнă. Анчах çакă вăхăт пур-ха тесе лăпланса лармаллине пĕлтермест. Кая юлсан каю шăтать теççĕ. Çитменнине çак налуксем ял тăрăхĕсен бюджетне кĕреççĕ. Çавăнпа вырăнти налука вĕсем туллин пуçтарассишĕн тăрăшмалла.

Вак тата вăтам предпринимательлĕхĕн Елчĕк районĕнчи аталанăвĕпе тата район экономикине аталантарма укçа-тенкĕ явăçтарас ĕç мĕнле пынипе экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Марина Адюкова паллаштарчĕ. Кăçал районта предпринимательсен йышĕ ÿснĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх ĕçĕнче 712 çын тăрăшать. Вĕсен вăтам ĕç укçи 13200 тенкĕпе танлашать. Предпринимательсем 9 уйăхра 35 миллион тенкĕлĕх 8 инвестици проектне ĕçе кĕртнĕ.

Канашлура ял территорийĕсене тирпей-илем кĕртес, хуçалăхри ăпăр-тапăра турттарас, Çĕнĕ çул уявне хатĕрленес тата ытти ыйтусене те пăхса тухнă.



"Елчĕк Ен"
02 ноября 2016
15:19
Поделиться