Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи пысăк пуянлăх – халăхсен туслăхĕ

Юпа уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче Чăваш Республикинчи Наци библиотекинче «Культура урлă – халăхсен килĕшĕвĕ патне» форум иртнĕ.

Халăхсен туслăхĕ, килĕшĕвĕ, пĕрлĕхĕ - Раççейĕн чи пысăк пуянлăхĕ. Пирĕн çĕршывра 200 яхăн наци çынни пурăнать. Вĕсем 280 яхăн чĕлхепе пуплеççĕ. Çак йышран 90 проценчĕ вырăсла калаçма пултарать.

Раççейре нихăш халăх та ют мар, кашни расна, кашнин хăйĕн культури, йăли-йĕрки, чĕлхи, пĕрле вĕсем - чăн-чăн ахах-мерчен. Ку енĕпе патшалăх наци политикин стратегийĕ ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Унăн тĕллевĕсем - Раççей Федерацийĕн нумай нациллĕ пĕрлĕхне çирĕплетесси, кашни халăха аталанма майсем туса парасси, республикăра пурăнакан этника ушкăнĕсен хăйнеевĕрлĕхне упраса хăварма, Раççей хутлăхĕнчи культура хутшăнăвĕсене аталантарма пулăшасси.

Чăваш Енре иртнĕ «Культура урлă - халăхсен килĕшĕвĕ патне» форума асăннă стратегине пурнăçа кĕртсе йĕркеленĕ. Ăна ирттерме федерацин национальноçсен ĕçĕсен агентстви, Раççей Культура министерстви, ЧР Культура министерстви тата Раççейри Библиотека ассоциацийĕ хутшăннă. Форума 200 яхăн çын – литературăпа искусство деятелĕсем, библиотека ĕçченĕсем, декораципе хушма искусство маçтăрĕсем, кинематографистсем - килнĕ. Вĕсем Чăваш Енрен кăна мар, Пушкăртран, Карелирен, Мари Элтан, Мордовирен, Тутарстанран, Белгородран, Ивановăран, Костромаран, Мускавран, Оренбургран, Пензăран, Рязаньрен, Ульяновскран, çавăн пекех çывăхри чикĕ леш енчен - Кăркăсстанпа Молдовăран.

Форума савăнăçлă лару-тăрура уçса ЧР Культура министрĕ Константин Яковлев республикăра халăхсен хутшăнăвĕ çивĕч ыйтусен ретĕнче тăманнине, пирĕн халăх яланах чун-чĕре ăшшипе, ырă кăмăлĕпе, пулăшма хатĕррипе палăрса тăнине пĕлтернĕ. «Йышпа, туслăхпа тем те тума пулать», - тенĕ ватăсем. Чăн та çапла: пĕрлĕхре пирĕн вăй», - палăртнă вăл.

Форумра «çавра сĕтелсем», тĕрлĕ секцисем ĕçленĕ.



"Елчĕк Ен"
29 октября 2016
16:52
Поделиться