Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Унта сад ешерĕ

26 октября 2016 г.

Унта сад ешерĕ

Элпуçпа Кармал ялĕсенче пурăнакансем çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕпе юнашар ятарласа уйăрнă 0,2 гектар лаптăкра çимĕç паракан йывăçсем лартса хăварнă.

Вĕсем çакăн пирки унчченех ĕмĕтленнĕ. Çуллахи вăхăтра сад пулакан территорие карта тытса çавăрнă. Ял тăрăхĕн администрацийĕ тăрăшнипе Патăрьелĕнчи улма-çырла питомникĕнчен тĕрлĕ сортлă панулми хунавĕсене 100 тĕпе яхăн кÿрсе килнĕ. Вĕсене туянма Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ Александр Лапшин укçа-тенкĕ парса пулăшнă. «Эмметево» ООО директорĕ Юрий Лапшин садри çĕр пулăхне лайăхлатма çĕрнĕ тислĕк уйăрса панă.

Пысăк ĕçе пурнăçлама ушкăнпа кар тăрса тухнă. Элпуç ялĕн хастарĕсемпе Çирĕклĕ Шăхалĕнчи шкулта аслă классенче вĕренекенсем тата ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем уяр кунпа усă курса палăртнă ĕçе пысăк пахалăхпа пурнăçланă. Пулас садри пĕрремĕш йывăç хунавне лартма шăпах çав кунхине 85 çул тултарнă ялти ятлă-сумлă çынна Николай Михайлович Михайлова ирĕк панă. Ялти ытти ватăсем: Роберт Иванович Бобылев, Анатолий Иванович Столяров, Иван Серафимович Мясников та пархатарлă ĕçрен айккинче тăрса юлман.

Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Леонид Кошкин ырă ĕç тăвакансене тав тунă. Малашнехи тĕллев - хунавсене лайăх пăхса-асăрхаса тăрасси.    



"Елчĕк Ен"
26 октября 2016
14:59
Поделиться