Мĕнле пурăнатăн, ял хĕрарăмĕ?
Вĕсем - ырă тĕслĕх вырăнĕнче
Кăçал республикăра Ĕç çыннин çулталăкне паллă тунă май хамăр хаçатра районти хĕрарăмсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки те анлăн çутататпăр. Тем тесен те пурнăçра чи çутти тата чи лайăххи, чи ырри - хĕрарăм сăнарĕнче. Мĕн авалтан чăваш хĕрарăмĕ ĕçченлĕхĕпе, сăпайлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе палăрать. Ырă та паха енĕсем ăна кил-çурта хăтлăх кĕртме, çемье вучахĕн ăшшине упрама, ачасене воспитани пама, ĕç-хĕлĕн мĕнпур сферинче çитĕнÿ тума пулăшаççĕ.
Истори страницисене уçсан районти хĕрарăмсен юхăмĕ 89 çул каяллах йĕркеленнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсенче вара Чăваш Енре, çав шутра Елчĕкре те, хĕрарăмсен канашĕсем йĕркеленнĕ. Районти хĕрарăмсен пĕрремĕш конференцийĕнче хĕрарăмсен канашне ертсе пыма Евдокия Сергеева врача шаннă. Вăл тăрăшнипе республикăра чи малтан амăшĕсен шкулĕ ĕçлеме пуçланă. 1970-1990 çулсенче хĕрарăмсен канашне КПСС райкомĕн секретарĕ Клавдия Леонтьева ертсе пынă. 1990-2003 çулсенче çак ĕçре Федераци казначействин Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Нина Борисова пысăк хастарлăх кăтартнă. 2003 çултанпа паянхи кунччен районти хĕрарăмсен канашĕн тилхепине район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ-организациллĕ ĕç уйрăмĕн ертÿçи Евгения Михайлова ăнăçлă тытса пырать.
Районти кашни ялтах хĕрарăмсен вырăнти канашĕсем ĕçлеççĕ. Ял хĕрарăмĕсем хăйсен пурнăçне интереслĕ те усăллă йĕркелес, сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшас тесе тĕрлĕрен мероприятисем йĕркелеççĕ. Калăпăр, хĕрарăмсен культурăпа спорт фестивалĕ, ал ĕçĕсен выставкисем, тĕлпулусем асран каймалла мар иртеççĕ. Районти тĕп библиотека çумĕнче «Ĕçлĕ хĕрарăмсен клубĕ» хастар ĕçлет. Ăна районти хĕрарăмсен канашĕн председателĕн çумĕ Людмила Зайцева ертсе пырать. Районти кашни хĕрарăм хăй суйласа илнĕ профессире ăсталăх кăтартнипе палăрать. Культработник, юрист, учитель, библиотекарь е тата ытти яваплă ĕç - хăйсен юратнă ĕçне чун хушнипе пурнăçлаççĕ. Камсем-ха вĕсем - районти ĕçлĕ хĕрарăмсем; Вĕсенчен хăшĕн-пĕринпе паллаштарни вырăнлă пулĕ.
Евгения Михайлова, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ-организациллĕ ĕç пайĕн начальникĕ.
Евгения Николаевнăна районта пĕлмен çын çук пулĕ. Паянхи должноçа лариччен вăл халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайра малтанах инспекторта, каярах пай начальникĕнче тăрăшнă. Çавăнпа та ватăсен, нумай ачаллă çемьесен нуши-тертне лайăх ăнланать. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕсен администрацийĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлет. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсен ĕç-хĕлне ертсе пырать.
2003 çулта Евгения Михайловăна тÿрĕ кăмăлпа тата ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ социаллă ĕçченĕ» хисеплĕ ят парса чыс тунă. Евгения Николаевна обществăлла ĕçсенче яланах пуçарулăх кăтартать. Вăл Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн чи хастар членĕ. Тăрăшуллă ĕçшĕн панă наградăсем йышлă унăн.
Людмила Зайцева, районти тĕп библиотекăн краеведени уйрăмĕн ертÿçи.
Ĕç стажне районти тĕп вулавăшра библиотекарьтен пуçланă та директора çити ÿснĕ. «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Районти хĕрарăмсене халалланă мероприятисенче пысăк пуçарулăх кăтартнипе палăрать. Библиотекăра кашни уйăхра тенĕ пекех пултаруллă та ĕçчен хĕрарăмсемпе тĕлпулусемпе куравсем йĕркелет.
Людмила Викторова, районти нумай функциллĕ центр ертÿçи.
Районта çак центр йĕркеленни виçĕ çул кăна иртнĕ. Çапах та кĕске вăхăтрах «Мои документы» центр хăйĕн ĕç-хĕлĕпе районта кăна мар, республикăра пысăк ÿсĕмсем тăвать. Вăл «Чăваш Республикинчи патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем паракан чи лайăх нумай функциллĕ центр» ята тивĕçрĕ. Иртнĕ çул итогĕсемпе Людмила Викторова «Персонала чи лайăх ертсе пыракан» номинацире иккĕмĕш вырăна çĕнсе илчĕ. Паян ял çыннин тĕрлĕ чиновниксем патне кĕрсе пĕр-пĕр справка илес тесен пуçлăхăн алăкне сыхлама тивмест - тÿрех НФЦна çул тытмалла, хăвна пĕр-пĕр организаципе учрежденирен справка кирли çинчен заявлени çырмалла та, каярахпа кайса илмелле. Людмила Николаевнăна тÿрĕ кăмăллă ĕçленĕшĕн пĕрре мар Хисеп грамоти панă.
Алена Воробьева, Федерацин патшалăх регистрацин, кадастр тата картографи службин Чăваш Республикинчи управленийĕн Комсомольски, Шăмăршă тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕн çумĕ.
Чăваш патшалăх университечĕ пĕтернĕ хыççăн мăшăрĕпе района килсенех юрист ĕçĕпе ĕçлеме пуçăннă Алена Ивановна. Паян вăл патшалăх енчен куçман пурлăх тата унпа усă курнине регистрацилес, кадастр учетне илес енĕпе тăрăшса ĕçлет. Пĕрле ĕçлекенсем Алена Ивановна çирĕп ыйтакан ертÿçĕ, çав вăхăтрах пурне те пулăшу аллине тăсакан хастар чун-чĕреллĕ хĕрарăм пулнине палăртаççĕ.
Антонина Осипова, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи ваттисем вăхăтлăх пурăнакан çурт заведующийĕ.
Пысăк тавра курăмлă педагог хăй суйласа илнĕ профессирен уйрăлма шутламасть. Кашни шăматкун Хăвăлçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула васкать. Ачасене технологи предметне вĕрентет вăл. Ытти чухне ачисен тимлĕхĕсĕр тăрса юлнă е ватлăхра çын пулăшăвĕсĕр пурăнайман кинемисемпе стариксен пурнăçне кăштах та пулин лайăхлатас тесе тимлет. Антонина Васильевнăна ватăсем кăна мар, соцработниксем те ырă та ăшă чун-чĕреллĕ пулнăшăн хаклаççĕ.
Галина Никифорова, «ЭлектроНикс» салон ертÿçи.
Саманан таппипе тан утакан çамрăк е аслă ăру çынни - Никифоровсен салонне кĕрсе тухмасăр юлманах пулĕ. Çĕнĕ технологисен ĕмĕрĕнче пурăннăран компьютер çĕмĕрĕлет-и е тĕрлĕ файл е тата ытти япала кирлĕ - салонра тĕрлĕ енлĕ пулăшу параççĕ. Галина Федоровна районта иртекен анлă мероприятисене видеофильм ÿкерет. Унăн аллинчен фотоаппарат каймасть. Ахальтен мар ĕнерхи ăста алăллă педагога çамрăк мăшăрсем хăйсен пурнăçĕнчи чи асра юлакан самантсене ÿкерме чĕнеççĕ.
Лариса Казначеева, Вăрăмхăвари клуб заведующийĕ.
Чăн-чăн культура çынни Лариса Ивановна. Ялти кирек мĕнле ĕç-пуç та унсăр иртмест. Хастар чун-чĕреллĕскер ял çыннисене кĕнеке вулаттарассишĕн те тăрăшать. Юрра-ташша маçтăрскер ыттисене хăй йĕри-тавра пуçтарма тăрăшать. Ялта çамрăксем сахал, çавна май шкул ачисене тĕрлĕ кружоксене явăçтарать. Хăйĕн хĕрĕ Лиза та амăшнех хывнă, районти тĕрлĕ конкурссенче кăна мар, Шупашкарти, Хусанти конкурссенче те палăрать. Лариса кулăш ăсти те. Хăй лартнă, хăех тĕп роле вылякан хĕрарăма район центрĕнче пурăнакансем те артист пулнипе лайăх пĕлеççĕ.
Ольга Левая, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Ольга Владимировна çак яваплă ĕçе пуçăнни нумаях мар-ха. Çапах та кĕске вăхăт хушшинчех ĕçлес кăмăлĕ пысăккине кăтартма пуçларĕ. Ÿркенмен çын ăста пулатех тени тĕрĕсех. Маларах ял тăрăхĕн администрацийĕнче специалистра тăрăшрĕ.
Лариса Морозова, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕн çумĕ.
Ял хушшинче хисеплĕ çынна яваплă ĕçре тăрăшма та аван. Халăхăн кулленхи пурнăçĕпе пурăнакан Лариса Николаевна мал ĕмĕтпе хавхаланса вăй хурать.
Ираида Блинова, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, пенсионерка:
Хăй вăхăтĕнче районти хĕрарăмсен канашĕн членĕнче чылай çул ĕçленĕ Ираида Александровна паян та алă усса лармасть, пурнăç таппипе тан утса пырать. Районти мероприятисене активлă хутшăнать, çамрăксене ырă сĕнÿ-канашсем парать.
Ирина Мальцева, район администрацийĕн бухгалтери секторĕн ертсе пыракан специалисчĕ.
Бухгалтерта тăрăшакан Ирина Генриховна общество пурнăçĕнчен пăрăнмасть, аслисен ăсталăхне вĕренсе пырать.
Маларах аса илнĕ хĕрарăмсем юратнă арăмсемпе аннесем, асанне-кукамайсем... Вĕсемех картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, ир тăрса ĕне-качака сăваççĕ, пахча тулли улма-çырла çитĕнтереççĕ... Черчен те ачаш хĕрарăмра мĕн чухлĕ вăй-хăват, чăтăмлăх. Ывăннине те палăртмаççĕ вĕсем.
Усăллă кану ĕçре пулăшу
Çак хĕрарăмсен ушкăнĕ эрнекун Мари Эл Республикин тĕп хулинче пулса курчĕ. Кушкăри Михаил Орлов уйрăм предприниматель хăйĕн пĕчĕк автобусĕпе пире çитес çĕре часах илсе çитерчĕ.
Чи малтанах эпир Воскресенски соборне кĕрсе куртăмăр. Сывлăхшăн, вилнисене асăнтарса çурта çутрăмăр. Чиркÿрен тухсан çул урлă Царевококшански Кремльне кĕтĕмĕр. Туристсем йышлă çÿреççĕ кунта. Эпир Хăвăлçырмара çуралса ÿснĕ Алексей Григорьев афганеца тĕл пултăмăр. Вăл Шупашкар хулинчи шкул ачисене экскурсие илсе килнĕ. Кремле кĕнĕ çĕртех тĕрлĕ курăксен пылне сутаççĕ. Сутуçăсем пурне те çармăссен пылне тутанса пăхма сĕнеççĕ. Кремль территорийĕ пысăк, унта тĕрлĕрен тупăсем лараççĕ.
Йошкар-Ола «хĕрлĕ хула» тесе куçарăнать, анчах унта пурăнакансем ăна шÿтлесе «хĕрлĕ мар, симĕс хула» теме пăхаççĕ. Республика вăрмансемпе, скверсемпе, парксемпе пуян. Çурт тăррисене те ытларах симĕс тĕспе витнĕ. Çак тĕсе чăннипех те ытларах килĕштерни курăнчĕ.
Хулан тĕп лапамĕ тăрăх уçăлса çÿреме пит аван. Йĕри-тавра чиркÿсемпе палăксем. Кĕçĕн Кокшага юханшывĕнче кайăк кăвакалсем йышлăн ишсе çÿреççĕ. Çынран пĕрре те хăрамаççĕ. Яш-кĕрĕм çыран хĕррине анса илемлĕ кайăксене çăкăрпа хăналани уйрăмах илĕртÿллĕ курăнать. Кунтах арçынсем пулă тытаççĕ.
Брюгге çыранĕ, Оболенски-Ноготков лапамĕ те хăйне евĕр хитре.
Патриарх площадĕнче çын яланах йышлă пулĕ. Эпир кăнтăрла 12 сехетре шăпах унта çитрĕмĕр те «12 апостол» сехетне курса килентĕмĕр. Шăп та лăп çак вăхăтра 12 апостол сăнарĕсем пĕр алăкран тухаççĕ те майĕпен шуса тепĕр алăкран кĕрсе каяççĕ. Кашни виçĕ сехетрен çакăн пек ÿкерчĕк курма пулать. Чиркÿ юрри шăраннă май Мускав тата Пĕтĕм Раççей Патриархне II Алексие халалласа лартнă палăк умĕнче пуç тайрăмăр. Çак лапама «Патриарх площачĕ» ят пани ахальтен мар иккен. Кунтах Петрпа Февронине асăнса тунă фонтан, часавай, Пуканесен театрĕ тата палăксем вырнаçнă.
Пирĕн водитель Михаил Орлов пĕлтернĕ тăрăх, вăл кÿршĕ республикăра час-часах пулать, Йошкар-Ола юлашки çулсенче палăрмаллах улшăннă. Çĕнĕ çуртсем тунипе пĕрлех киввисене юсаса çĕнетеççĕ. Кашни урамра тенĕ пекех мĕнле те пулин палăк е скульптура. Кунта чĕрчунсене хытă юратаççĕ. Акă, кушаксене халалланă скульптура кăна - пиллĕк. Чи палли вара - «Йошкин кот». Эпир те Ленин проспектĕнчи çак скульптурăпа паллашрăмăр. Ăна аллинчен тытса, пуçĕнчен ачашласа çунатлă ĕмĕте пурнăçа кĕртме ыйтрăмăр.
2010 çулхи Пĕтĕм Раççейри перепиç тăрăх Мари Элта 96 тĕрлĕ наци çынни пурăнать. Чи йышлă халăх - вырăссем. Унтан çармăссемпе тутарсем, украинецсем. Эпир вара, чăвашсем, вĕсем хыççăн.
Кĕрхи кунсем кĕскелсех пыраççĕ, çавна май курса çÿремелли пайтах пулсассăн та каялла таврăнмалла. Тепрехинче çулла килсе курма калаçса супермаркет лавккана кĕрсе тухрăмăр, апат-çимĕç хакĕсене пирĕннипе танлаштартăмăр. Хамăр лавккарисенчен нимĕнпех те уйрăлса тăмаççĕ. Пирĕн водитель çапла, иртнинче, Елчĕк турисчĕсене Йошкар-Олари пысăк лавккана илсе кĕнĕ. Елчĕксем çемйине валли кучченеçсем туяннă. Килне çитсен хайхи вăрăм батон этикеткине пăхнă та, Шупашкарти иккĕмĕш çăкăр завочĕн изделийĕ пулнине курнă. Çавăнпа та пире апат-çимĕç туянасси интереслентермерĕ, хула çинчен калакан сувенирсем илнипех çырлахрăмăр. Киле май лаша та хытă юртать тенĕрен, хаваслă кăмăл-туйăмпа Шупашкар еннелле вĕçтертĕмĕр. Хамăр шур хуламăра çитиччен вăрман хĕрринче вырнаçнă пĕчĕк палаткăсем патне чарăнтăмăр. Мĕнле кăна пулă сутмаççĕ унта: халь-халь тытни, тăварлани, типĕтни, тĕтĕм çинче пăшăхлани... Акă эпир пулă сутакан пĕр çамрăк хĕрарăм умĕнче тăратпăр. Пирĕн Лариса Казначеевăна вăл пуç тайса сывлăх сунать. Альбина Самсонова, Вăрăмхăвари Кузнецовсен хĕрĕ, çармăс ачине качча тухнăскер, пĕчĕк пепкипе декретлă отпускра чухне те ахаль лармасть. Пурте унран Атăлтан тытнă пулăсем туянтăмăр. Пире, паллах, пуллине кирлинчен ытларах пачĕ.
Районти тĕрлĕ отрасльте вăй хураççĕ пулсан та районти хĕрарăмсен канашĕн хастар членĕсем чăваш, вырăс юррисене тепĕр артистран кая мар шăрантарса, шÿтлĕ калаçса пырса киле çитнине те сисмерĕмĕр. Чăннипех те пур енчен те пултаруллă Елчĕк хĕрарăмĕсем.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăнÿкерчĕкре: Воскресенски соборĕ умĕнче.