Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чи лайăххисен йышĕнче

Тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕ Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ умĕн «2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнчи пĕрлехи сасăлав кунĕнчи суйлавра участоксенчи чи лайăх суйлав комиссийĕсене палăртас тĕлĕшпе конкурс ирттересси çинчен» постановлени йышăннăччĕ. Суйлав иртнĕ хыççăн вăл конкурс итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн Дипломне тата пĕрремĕш премие - 10000 тенкĕ укçана Аслă Елчĕкри 2409-мĕш номерлĕ участокри суйлав комиссийĕ çĕнсе илнĕ. Тÿскелти, Ĕнелти, Аслă Елчĕкри 2408-мĕш, Кушкăри участоксен суйлав комиссийĕсем Чăваш Республикинчи Тĕп суйлав комиссийĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Савăнăçлă лару-тăрура Леонард Левый наградăсене участоксенчи суйлав комиссийĕсен председателĕсене пачĕ. Çакна палăртма кăмăллă: Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн чыславне республикăри 19 участокри суйлав комиссийĕ тивĕçнĕ пулсан, çак йышран 5-шĕ пирĕн районтан. Ку вăл ытахальтен мар: пирĕн районти суйлав комиссийĕсем участоксене пĕрлехи сасăлав кунне тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илнĕ, ирттерсе янă. Конкурс материалĕсене те лайăх хатĕрлени палăрать. Кунсăр пуçне çакнашкал конкурса Елчĕк территори суйлав комиссийĕ малтан районта йĕркелени чи лайăххисене суйласа илме пулăшнă.

Автомобиль çÿрекен çул-йĕре хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тата çулсем çинче инкек-синкекрен сыхланас ыйтупа «ДПМК «Яльчикское» ООО директорĕ Вячеслав Сядуков, полицин Елчĕк районĕнчи пайĕн начальникĕн çумĕ Алексей Карабурнашев тухса калаçрĕç. Елчĕкри çул-йĕр организацийĕ район территорийĕнчи республика тата вырăнти пĕлтерĕшлĕ 199 çухрăм, район центрĕнчи 7 çухрăм çула пăхса тăрать. Кĕркунне çул хĕрринчи хытхурана çулса тасатнă. Хĕл кунĕсенче çул-йĕр юртан тасатма тĕрлĕ йышши 20 техника юсавлă. Пăрлаклă тата шуçлак çулсене сапма 1600 тонна ятарлă хутăш, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсем саппасланă.

Алексей Карабурнашев пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи 9 уйăхра çулсем çинче 8 инкек пулнă, вĕсенче 9 çын суранланнă, 3 çын вилнĕ. Пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан инкексем сахалтарах пулнă, инкек куракансем те сахалланнă. Анчах çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн служба сотрудникĕсем руль умне ÿсĕр ларнă 42 водителе, çав шутран 9-шне иккĕмĕш хут тытса чарни шухăшлаттарать. Пассажирсем хăрушсăрлăх пиçиххийĕсене çыхăнмасăр ларса çÿренĕ, çуран çÿрекенсем автомобиль çулĕ çине тухнă, палăртман вырăнтан çул урлă каçнă тĕслĕхсем те пайтах. Пĕрремĕш тĕслĕхпе 127, иккĕмĕшпе 67 протокол çырма тивнĕ. Çул-йĕр çинче инкек-синкекрен сыхланас, асăрхаттарас тĕллевпе шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем ĕç коллективĕсенче, шкулсенче калаçусем йĕркелеççĕ.

Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн ертÿçин çумĕ Светлана Петрянкина кăçалхи 9 уйăхра Елчĕк районĕнче санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ мĕнле пулнипе паллаштарчĕ.

Канашлура район пурнăçĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те сÿтсе явнă.



"Елчĕк Ен"
26 октября 2016
15:00
Поделиться