Суйлав итогĕсене пĕтĕмлетнĕ
Чăваш Енĕн Пĕрлехи информаци кунĕсенче патшалăх тата муниципалитет органĕсен представителĕсем предприятисемпе организацисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулаççĕ, регион, район аталанăвĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштараççĕ, çынсене хумхантаракан ыйтусене пĕрле татса параççĕ.
Пĕрлехи информацин хальхи кунĕнче те ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ пулчĕç.
Пурте пĕлетпĕр, сентябрĕн 18-мĕшĕнче пĕрлехи сасăлав кунĕ иртрĕ - эпир Раççей Патшалăх Думин тата Чăваш Республикин саккунсем кăларакан тĕп органĕн - Патшалăх Канашĕн депутачĕсене суйларăмăр. Пирĕн районти суйлавçăсен пысăк пайĕ çĕршывăн малашнехи аталанăвĕшĕн хăйсен сассине пачĕ.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думине Алена Аршинова /«Единая Россия»/, Валентин Шурчанов /КПРФ/, Олег Николаев /«Справедливая Россия»/ парти списокĕсемпе, Леонид Черкесов пĕр мандатлă 38-мĕш Шупашкар округĕпе, Анатолий Аксаков пĕр мандатлă 37-мĕш Канаш суйлав округĕпе депутат статусне çĕнсе илчĕç. Вĕсем малашне Чăваш Енĕн интересĕсене тивĕçлипе хÿтĕлессе шанса тăратпăр.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕнчи 44 депутатран 36-шĕ «Единая Россия», 3-шер депутат КПРФ тата ЛДПР, икĕ депутат «Справедливая Россия» политика партийĕсенчен суйланнă.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, 2016 çулхи бюджетăн 9 уйăхри пĕтĕмлетĕвĕсене те тишкернĕ. Çавăн пекех кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем, республикăри çулсем çинче хăрушсăрлăхшăн тăрăшасси тата çул-йĕр çинчи хальхи лару-тăру çинчен çĕкленĕ ыйтусем те тĕп вырăнта пулнă.
2017 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли тапхăр ыйтăвĕ те айккинче юлман.
Хаçатсемпе журналсем çынсен пурнăçĕнче паллă вырăн йышăнаççĕ - вĕсем республикăра пурăнакансемпе влаçсен органĕсен хушшинчи информацин тĕп çăлкуçĕ: çынсене Раççей, республика, район хыпарĕсемпе, тĕрлĕ отрасльти çитĕнÿсемпе, çитменлĕхсемпе паллаштараççĕ, çивĕч ыйтусене татса пама пулăшаççĕ. Çавăнпа кашниех хăйне кирлĕ, кăсăклантаракан изданисене çырăнса илме тăрăшать. Çырăнтару кампанине кашни хаçат-журналăн редакцийĕ, «Раççей почтин» çыхăну уйрăмĕсем, пичет продукцине сутакан киосксем активлăн хутшăнаççĕ. Çак кунсенче Елчĕкри почтамтра «Клиент кунĕ» иртрĕ /мероприятисем пирки «Елчĕк ен» хаçатăн иртнĕ номерĕнче пичетленнĕ материалта паллашма пултаратăр/. Хальхи вăхăтра, октябрĕн 23-мĕшĕччен, çырăнтару вунăкунлăхĕ пырать. Çак тапхăрта хаçатсемпе журналсене йÿнĕрех хакпа çырăнса илме май пур.
Пĕрлехи информаци кунне хутшăннă Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕнче, ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Елена Сапаркина, район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ Евгения Михайлова Елчĕк ял тăрăхĕнче пурăнакан çынсемпе, депутатсемпе, ялсен активĕпе тĕл пулнă. Çавăн пекех вĕсем Раççей Пенси фончĕн районти пайĕпе тата налук службин, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕçченĕсемпе те калаçусем ирттернĕ, уйрăм çынсен ыйтăвĕсене татса панă.