Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Районта – культура министрĕ

Ытларикун района Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ Константин Яковлев ĕçлĕ  визитпа килнĕ.

Унпа пĕрле министерствăн професси искусстви, вĕренÿ тата халăх пултарулăхĕн пайĕн начальникĕ Инна Ильина, строительство секторĕн заведующийĕ Анатолий Тимофеев пулнă. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый, Елчĕк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Блинов, «Мира» ООО подряд организацин ертÿçи Денис Платонов кĕтсе илнĕ. Хăнасем Тÿскелте туса пĕтерекен нумай функциллĕ культура центрĕнчи строительство объекчĕпе паллашнă. Министрпа тĕл пулма «Шуçăм» фольклор ушкăнĕн членĕсем, ял старости Дмитрий Судаков та пынă. Ял çыннисем республика ертÿçисене тахçантанпа кĕтнĕ культура центрне туса пама пулăшнăшăн тав тунă, строительство ĕçĕсем вĕçленсен çĕнĕ çурта хăнана чĕннĕ.

Елчĕкри культура çуртĕнче иртнĕ районти культработниксен канашлăвĕнче Константин Яковлев республикăна культурăпа кану центрĕсене аталантарма 170 миллион тенкĕ хушма укçа уйăрнине, çĕнĕ культурăпа кану центрĕсем, кинозалсем, турист центрĕсем уçăлнине палăртнă. Кăçал кăна, акă, республикăра нумай функциллĕ виçĕ центр хута каймалла. Вĕсенчен пĕри - Тÿскел ялĕнче. Планра - районсенчи паллă вырăнсемпе паллаштаракан турист маршручĕсем йĕркелесси. Çавăн пекех министр культура учрежденийĕсем умĕнчи çивĕч ыйтусем çинче чарăнса тăнă, вĕсене татса памалли майсене палăртнă.



"Елчĕк Ен"
22 октября 2016
16:05
Поделиться