Иккĕмĕш хут лайăххисен йышĕнче
Раççейри ялта вырнаçнă чи лайăх шкулсен ТОП-200 йышне Чăваш Енри сакăр шкул кĕнĕ. Вĕсенчен пĕри - Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул. Район центрĕнчи вĕренÿ учрежденийĕ иккĕмĕш çул /пĕлтĕр те кĕнĕччĕ/ Раççей шайĕнчи хисеплĕ ята илнĕшĕн кашни вĕренекенпе вĕрентекен кăна мар, ашшĕ-амăшĕ, выпускниксем савăнаççĕ. Елчĕкре ачасене тарăн пĕлÿпе воспитани парас тесе нумай тăрăшни куç умĕнче. Çитĕнÿ, паллах, нихăçан та çăмăллăн килмест. Педагогсене ÿсĕмсем тума республикăра шкулсен пурлăхпа техника базине пуянлатасси çине пысăк тимлĕх уйăрни хавхалану кÿрет те. Çак кунсенче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Раççей шайĕнче палăрнă шкулсене хавхалантарса кашнине 1 миллион тенкĕ преми памалли çинчен указа алă пуснă. Елчĕксем те çак сумлă премие илеççĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорне Лариса Васильевăна пысăк çитĕнÿ тунă ятпа саламланă май самантлăха та лăпланман шкул пурнăçĕ çинчен каласа пама ыйтрăмăр.
- Лариса Николаевна, шкулшăн 1 миллион тенкĕ преми пĕчĕк мар...
- Паллах. Республикăра шкулсем çине пысăк тимлĕх уйăрни пирĕн ĕçлес кăмăла çĕклет. Хамăра уйăракан укçа-тенкĕпе шкулăн пурлăхпа техника базине çирĕплетесшĕн. Пĕр сăмахпа каласан, кашни класра проектор вырнаçтарасшăн тата вĕренÿ ĕçĕнче кирлĕ ытти хатĕрсем туянасшăн.
- Часах çĕнĕ вĕренÿ çулĕн иккĕмĕш уйăхĕ те вĕçленет. Мĕнле кăмăл-туйăмпа пуçларăр ăна?
- Çĕнĕ вĕренÿ çулне çĕнĕ вăй-хăватпа, ырă кăмăл-туйăмпа пуçларăмăр. Пăшăрханма сăлтав çук: пирĕн шкулта ачасен йышĕ чакман, пачах тепĕр майлă - кăçал пĕлтĕрхинчен 32 ача нумайрах. Ытти çулсенче шкулта 28 класс пулнă, кăçал – 29. Пĕрремĕш класа 59 ача килчĕ, çавна май виçĕ класс йĕркелерĕмĕр. Шкулта пĕтĕмпе 642 ача пĕлÿ пухать. 200 яхăн ачана виçĕ автобуспа 21 ялтан турттаратпăр.
- Лариса Николаевна, иртнĕ çула мĕнле вĕçлерĕр?
- Пĕлтĕр кашни ача вĕренÿре ĕлкĕрсе пынă. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменне 74 вĕренекен тытнă. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ вĕренÿри ÿсĕмсемшĕн ылтăн медале, улттăшĕ хĕрлĕ аттестата тивĕçнĕ. 74 выпускникран 47-шĕ /63,5 процент/ аслă вĕренÿ заведенийĕсене кĕнĕ. Вĕсенчен 33-шĕ - бюджет никĕсĕпе. Пирĕн выпускниксем Чăваш Республикинчи аслă вĕренÿ заведенийĕсенче кăна мар, Раççей шайĕнчи аслă шкулсенче вĕренеççĕ. Тăхăр класс пĕтернĕ ачасенчен 14-шĕ бюджет мелĕпе вĕренме кĕнĕ. Апла пулсан ял ачисен пĕлĕвĕ начар мар.
- Шкулăн ят-сумне çĕклекенсем - унăн вĕренекенĕсем. Сирĕн ачасем олимпиадăсене пысăк хастарлăхпа хутшăнаççĕ.
- Çапла. Вĕренекенсен пĕлÿ шайне чи малтан шкул шайĕнчи предметсен олимпиадинче тĕрĕслетпĕр. Пĕлтĕр 22 предметпа иртнĕ олимпиадăн пĕрремĕш тапхăрне 1533 вĕренекен хутшăнчĕ. Район шайĕнчи тупăшура 354 вĕренекен палăрчĕ, 58-шĕ çĕнтерÿçĕсемпе призерсен йышне кĕчĕ. Уйрăмах нимĕç чĕлхипе, астрономипе, литературăпа, технологипе, акăлчан чĕлхипе, физкультурăпа лайăх кăтартусем турĕç. Анчах та ачасем олимпиадăра вырăс чĕлхи, экономика, экологи, искусство тата КРК предмечĕсемпе вырăн йышăнайманни шухăшлаттарать. Регион шайĕнчи олимпиадăна 34 ача хутшăнчĕ. Вĕсенчен 2-шĕ çĕнтерÿçĕсен, 5-шĕ призерсен йышне кĕчĕç. Шкул чысне çÿле çĕклекен вĕренекенсен ячĕсене аса илмесĕр иртес килмест. Вĕсем - А.Данилов /физикăпа астрономи/, С.Петровпа В.Филиппова /технологи/, Ю.Доброхотова /географи/, Д.Смирнов /нимĕç чĕлхи/, Д.Кондратьев /физкультура/. Чăваш чĕлхипе регион шайĕнче палăрнă М.Шавкин та ырă ята тивĕçлĕ. Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрне виçĕ вĕренекен хутшăнчĕ. Вĕсенчен Данил Кондратьев физкультурăпа призлă вырăн йышăнчĕ. Кун пек çитĕнÿ пирĕн пулманччĕ-ха.
- Шкулта кадр ыйтăвĕ еплерех?
- Чи малтанах çакна палăртасшăн: акăлчан чĕлхи вĕрентекенĕ çитменни ура хурасшăн. Йывăрлăхран тухас тесе Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе килĕштерсе ĕçлесшĕн. Ытти предметсене вĕрентме педагогсем çителĕклĕ. Пĕтĕмпе 43 педагог, вĕсенчен 39-шĕ аслă пĕлÿллĕ, 21-шĕ аслă категориллĕ. Професси ăсталăхне ÿстерес тесе учительсем çулсеренех аттестаци витĕр тухаççĕ, тĕрлĕ курссенче вĕренеççĕ. Алексей Данилов, Сергей Долгов, Ирина Егорова, Венера Тябукова, Любовь Шепинова вĕренекенĕсем олимпиадăсенче пысăк кăтартусем тăваççĕ. Алексей Данилов, Валентина Левая, Владимир Николаев, Елена Морозова Раççей Федерацийĕн 200, 100, 50 пин тенкĕлĕх гранчĕсене çĕнсе илнĕ.
- Лариса Николаевна, шкулăн вĕренÿре кăна мар, спортри çитĕнĕвĕсем те пысăк.
- Район, республика шайĕнчи ăмăртусене пĕр команда кăна мар, иккĕ тăрататпăр. Ача сахал мар, пурте хăйсене спортра кăтартасшăн. Мĕн ачаран физкультурăпа спортра пысăк ÿсĕмсем тăвакан ачасем вĕренсе тухаççĕ пирĕн шкултан. Тĕрлĕ спорт секцийĕ ĕçлет. Шкул тата «Улăп» физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен комплекс тачă çыхăнса ĕçлени пысăк пулăшу кÿрет. Физкультура урокĕсем те ытларах унта иртеççĕ. Районти вăтам шкулсем хушшинче ирттерекен спартакиадăра эпир яланах пĕрремĕш. Куçса çÿрекен кубока алăран ямастпăрах. «Орленок», «Зарница» çарпа спорт вăййисенче те эпир малта. Кăçал, акă, республикăри «Зарницăра» Раççей гимнĕ юрласа çĕнтерÿçĕ пулса тăтăмăр, хаклă призсене тивĕçрĕмĕр. Паллă спортсменсем те йышлă пирĕн. Вĕсен ячĕсене аса илсе пĕтереймĕн.
- Шкулта кадет класĕ уçăлни мăнаçлăх кÿнĕн туйăнать. Урампа ятарлă форма тăхăннă шкул ачисене курсан чун хĕпĕртет...
- Виçĕ çул каялла кадет класне уçма пултарнăшăн савăнатпăр. Шкулта «Эпир - Раççей ачисем» çарпа патриот пĕрлешĕвĕ ĕçлет. Кадет класĕсенче 64 ача вĕренет. Пиллĕкмĕш кадет класне илнĕ чухне вĕренекенсем ятарлă конкурс витĕр тухаççĕ. Виçĕ предметпа экзамен тытнисĕр пуçне спорт нормативĕсене тултараççĕ. Çар çынни пуласси çăмăл мар, шкулта право пĕлĕвĕсене çирĕп ыйтаççĕ. Вăл кăна та мар, Сергей Александров тренер патĕнче вăй-хала та пиçĕхтермелле, хăвна хÿтĕлеме те пĕлмелле. Владимир Николаев, Сергей Долгов, Татьяна Лапшина класс ертÿçисен яваплăхĕ ыттисенчен тата пысăкрах.
- Çирĕп вăй-халлă та тарăн пĕлÿллĕ пулас тесен вăхăтра апат çини те пысăк пĕлтерĕшлĕ...
- Çакна шута илсе вĕренекенсене куллен вĕри апат çитерессине йĕркеленĕ. Пуçламăш классенче шăматкун çимеççĕ, вĕсем уйăхне 500, аслăраххисем 550-575-шер тенкĕ тÿлесе апатланаççĕ. Столовăя 2012 çулта республика, район пулăшнипе тĕпрен юсанă, оборудованисене çĕнетнĕ. Çак тĕллевпе пĕтĕмпе 1231 пин, çав шутран район бюджетĕнчен 770 пин тенкĕ тăкакланă. Светлана Шапошникова, Елена Шайдуллина поварсем, Екатерина Безрученко, Надежда Вишнева, Любовь Столбова повара пулăшаканĕсем тутлă та техĕмлĕ апат пĕçерессишĕн тимлеççĕ. Вĕсен ĕçĕпе ачасем кăмăллă.
- Район центрĕнчи чи лайăх шкул районти кашни ачанах хапăл-и?
- Кирек мĕнле ачана та йышăнатпăр. Пирĕн вĕренме те, вĕрентме те услови çителĕклĕ. Сывлăх тĕлĕшĕнчен хавшак ачасене вĕренме пĕтĕм майсем пур. Шкулта сывлăх енчен хавшак виçĕ ача пĕлÿ илет. Çавăн пекех «Доступная среда» программăпа килĕшÿллĕн сенсор кабинечĕ уçнă. Унта çывăх ялсенче пурăнакан ашшĕ-амăшĕ хăйсен сывлăх енчен хавшак ывăл-хĕрне илсе килме пултарать. Патшалăх сусăр ачасем ыттисенчен уйрăлса ан тăччăр тесе вĕсене вĕренме условисем туса пама шкула сахал мар укçа-тенкĕ уйăрнă.
- Учительсен хастарлăхĕ иксĕлми. Вĕсем тĕрлĕ конкурссенче тупăшаççĕ, ачасемшĕн пур енлĕ тĕслĕх пулса тăраççĕ...
- Педагогăн çапла пулмалла та. «Наци кросне», «Йĕлтĕр йĕрне» хутшăнмалла-и е çăмăл атлетикăпа эстафета иртет-и - эпир коллективĕпех сывă пурнăç йĕркишĕн кар тăратпăр. Районта учительсен хорĕсен конкурсĕ иртрĕ – эпир пурте сцена çинче. Кăçал иккĕмĕш вырăн кăна йышăнтăмăр, çитес çул пултарулăха тата ытларах ÿстерме тăрăшатпăр.
- Ят-сум çĕнсе илнĕ ĕçтешĕрсене манăçа кăлармастăр-и?
- Вĕсен ырă та паха опычĕсене пысăка хурса хаклатпăр. Кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери ваттисен, Учитель кунне халалланă савăнăçлă тĕлпулăва чĕнетпĕр. 41-ĕн вĕсем пирĕн - аслă ăрури юлташсем, пĕринчен тепри ял çинчи хисеплĕ çынсем.
Педагогсем шкул ĕçĕ-хĕлĕ çинчен
Алексей Данилов, физика учителĕ:
Шкулта инженер класĕсем уçнăранпа пултаруллă арçын ачасем çак енĕпе вĕренеççĕ. Робототехникăна вĕренсе республика шайĕнчи конкурссенче те палăратпăр. Акă, иртнĕ çул шкултан 25 ача инженер класĕнчен вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен 23-шĕ çак профильпе вĕренме кĕчĕ. Денис Казначеевпа Федор Кузьмин Санкт-Петербургри çар академийĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Вĕренес, тарăн пĕлÿ илес текен ачасем йышлă. Çакă савăнтарать.
Виктор Демьянов, физкультура учителĕ:
Республикăра шкул коллективĕсене лайăх ĕçлеме хавхалантараççĕ, пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Пĕтĕм Раççей шайĕнчи олимпиадăра Данил Кондратьева призлă вырăн йышăнма пулăшнăшăн республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе эпĕ те 150 пин тенкĕ хавхалантару премине тивĕçрĕм. Ку преми эпĕ пĕччен ĕçленипе тунă çитĕнÿ кăна мар, унта коллектив тÿпи те пур. Олимпиадăра спортри ăсталăх кăна мар, тĕрлĕ енлĕ тавракурăм кирлĕ. Паллах, Данил пур енлĕ аталаннă, пултаруллă каччă. Ахальтен мар вăл халĕ Санкт-Петербургри çар академине вĕренме кĕнĕ. Пирĕн шкул чысне вăл та çÿле çĕклерĕ.
В.КИРИЛЛОВА калаçнă.