Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Пултарулăх тĕрлĕ енлĕ

Елчĕкри историпе тăван тавралăх музейĕнче çĕнĕ курав ĕçлеме пуçăннă.

Ăна Чăваш Республикинчи ăстасен  ĕç опычĕпе паллаштарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Пусма татăкĕсенчен тĕрлĕ япаласем хатĕрленĕ Людмила Шорникова Комсомольски районĕнчи Анат Тимĕрчкассинчи шкулта тата райцентрти хушма пĕлÿ паракан пултарулăх çуртĕнче ĕçлет. Пултаруллă педагог 2000 çулта ЧППУри худграф факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Çав çулсенчех вăл пусма татăкĕсенчен тĕрлĕ япаласем çĕлесе тĕлĕнтернĕ. Л.Шорникова хăйĕн ĕçĕсемпе район, республика шайĕсенчи конкурссемпе выставкăсенче те палăрнă. Шупашкарти «6х7» галерейăра та унăн ятарлă куравĕ йĕркеленнĕ.

Людмила татăксене тĕрлĕ майпа пуçтарать. Курав уçăлнă çĕре автор тата Комсомольскинчи «Çĕр тата çынсем» музей ертÿçи Алена Полякова хутшăнчĕç. Пусма татăкĕсенчен çĕленĕ япаласен куравĕпе паллашма сĕнетпĕр сире, хаклă тусăмăрсем!

С.ГОЛУБЕВА.



"Елчĕк Ен"
19 октября 2016
13:45
Поделиться