Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

«Ылтăн кĕркуннерен» - кĕмĕл медальпе

Çĕршывăн тĕп хулинче - Мускавра иртнĕ «Ылтăн кĕркунне - 2016» курава Чăваш Республикинчен агропромышленноç комплексĕн 24 организацийĕ хутшăннă. Экологи тĕлĕшĕнчен таса, пахалăхлă продукци туса кăларнăшăн вĕсем 51 медаль тата 2 тав хутне илме тивĕçлĕ пулнă.

Çак йышра «Слава картофелю» агрофирма» ОООн Елчĕк районĕнчи предприятийĕ - «АСК-Яльчики» ООО /генеральнăй директорĕ Х.С.Идиатуллин, ĕç тăвакан директорĕ - Ю.В. Галкин/ пулни Елчĕк районĕшĕн пысăк чыс. Çĕнĕ йышши  технологисемпе усă курса çĕрулми туса илекен агропромышленноç организацийĕ «Çĕрулми вăрлăхĕ туса илессинче пысăк кăтартусем тунăшăн» номинацире кĕмĕл медале илме тивĕçлĕ пулнă.

«АСК-Яльчики» ОООн ĕç тăвакан директорĕн Юрий Галкинăн кăмăл-туйăмĕ те хавхалануллă.

- Раççей шайĕнчи конкурсра пирĕн ĕçе тивĕçлипе хаклани ят-сум анчах мар, малашне тата яваплăрах, пысăк ĕмĕт-тĕллевсемпе ĕçлеме хистени те, - терĕ Юрий Васильевич.  



"Елчĕк Ен"
19 октября 2016
13:38
Поделиться