Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Елчĕкри шкул - чи лайăххи

Иртнĕ тунтикун район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Леонард Левый район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттернĕ.

Юлашки вăхăтра район администрацийĕнче иртекен канашлусем ырă самантран пуçланаççĕ. Халĕ те çаплах пулчĕ. Леонард Левый Чăваш Республикин Муниципалитетсен йĕркеленĕвĕсен канашĕн Тав çырăвĕсене ял тăрăхĕсен специалисчĕсене - Любовь Александровăна /Çирĕклĕ Шăхаль/, Нелли Ивановăна /Аслă Таяпа/, Зоя Печковăна /Аслă Елчĕк/, Татьяна Кондратьевăна /Лаш Таяпа/, «Россельхозбанк» АУОн Елчĕк районĕнчи хушма офисĕн ертÿçине Алексей Миллина пачĕ. Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн Тав çырăвне район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан бухгалтерĕ Ольга Сергеева тивĕçрĕ.

Леонард Левый Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев иртнĕ шăматкун ирттернĕ видеоканашлу çинчен те чарăнса тăчĕ. Маларах пĕлтернĕччĕ, Чăваш Енри 16 шкул Раççейри чи лайăххисен йышне кĕнĕ. Вĕсене Михаил Игнатьев хавхалантарма - кашнинех пĕрер миллион тенкĕ преми памалли çинчен указа алă пуснă. Çавăн пекех вăл общество хăрушсăрлăхне, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене ?вĕсем районта иккĕн/ хваттерсемпе тивĕçтермеллине, пурăнмалли çурт-йĕре ĕçе кĕртмеллине, йывăç-тĕм лартассипе экологи субботникĕсем ирттермеллине палăртнă. Çавăнпа кашниех ку енĕпе ĕçлемелле.

Район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн ертÿçи Петр Тремасов районти ялхуçалăх предприятийĕсемпе хресчен /фермер/ хуçалăхĕсенче тĕш тырă тата выльăх апачлĕх культурăсене, çĕрулмине пухассине вĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. Хальхи çивĕч ыйтусенчен пĕри - кĕрхи çĕртме сухине туса хăварасси. Анчах «Колос» ялхуçалăх производство кооперативĕнче, Андрей Севриков тата ытти хăш-пĕр хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче ку енĕпе лару-тăру çивĕч. Çавăнпа кĕрхи çĕртме тăвассипе маларах ĕçе вĕçленĕ хуçалăхсене вĕсене пулăшма кирлине палăртрĕç.

Район администрацийĕн ЗАГС пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Баймушкина кăçалхи 9 уйăхри ĕçсем çинчен каласа пачĕ. Кăçал çулталăк пуçланнăранпа районти ялсенчи çемьесенче 82 ача çуралнă. Çав вăхăтрах çут тĕнчерен уйрăлнисен йышĕ те пĕчĕк мар - 263 çын. 62 çемье çĕнĕрен чăмăртаннă пулсан, 25-шĕ уйрăлма шут тытнă. Çакă та кашни ял тăрăхĕн администрацийĕсене шутлаттарма тивĕç.

Кĕрхи-хĕллехи тапхăрта объектсене тивĕçлипе пăхса тăрас, хăрушсăрлăх йĕркисемпе тивĕçтерес енĕпе пурнăçламалли мероприятисем çинчен район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Рыбкин чарăнса тăчĕ. Çавăнпа ял тăрăхĕсен администрацийĕсем, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ертÿçисем профилактика ĕçĕсене куллен пурнăçласа пымалла.

Район администрацийĕн капиталлă строительствăн, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Андрей Мисяков районти ялсем хушшинчи автобус маршручĕсене сыхласа хăварасси çинчен каларĕ. Районта ялсем хушшинчи 9 автобус маршручĕ. Федерацин саккунне улшăнусем кĕртнĕ май, Чăваш Республикин Транспорт министерстви маршрутсемпе пассажирсем илсе çÿрессине планламалли проектсем хатĕрлет. Канашлура çул-йĕр сетьне йĕркеллĕ тăвас, социаллă маршрутсем валли субсиди уйăрас ыйтусене те пăхса тухнă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пассажирсене илсе çÿресси тивĕçлĕ шайра пулмаллине, çулçÿрев хакне ÿстерме юраманнине асăрхаттарнине шута илме кирлине те палăртрĕ Леонард Левый. Çавăнпа çывăх вăхăтра районта ку енĕпе ĕçлемелле.

Канашлура Пĕрлехи информаци кунне, экологи субботникĕсене ирттерес, хаçат-журнал çырăнтарас кампанине хутшăнас тата районшăн пĕлтерĕшлĕ ытти ыйтусене те тишкерчĕç.



"Елчĕк Ен"
19 октября 2016
13:28
Поделиться