Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Ыйтусем пысăк пĕлтерĕшлĕ

Ĕнер район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче районти Депутатсен пухăвĕн черетлĕ ларăвĕ иртнĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.Левый, районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсем, район прокурорĕ В.Николаев, полицин районти пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Карабурнашев, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, райадминистраци пайĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăннă. Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ П.Скворцов ертсе пынă.

Район бюджечĕн право хутшăнăвĕсене йĕркелессипе çыхăннă положенине улшăнусем кĕртесси çинчен район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - финанс пайĕн ертÿçи Г.Анисимова тухса калаçнă. Депутатсем районăн 2016 çулхи бюджетне улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсемпе килĕшÿллĕн, районăн кăçалхи бюджечĕ тупăшсем енĕпе 315180,9 пин, тăкаксен енĕпе 319755,8 пин, дефицит 4574,9 пин тенкĕпе танлашмалла.

Полицин районти пайĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлĕпе А.Карабурнашев паллаштарнă.

Районта общество йĕркелĕхне сыхлассинче граждансем хутшăнассипе çыхăннă ыйтупа район администрацийĕн ятарлă программисен пайĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан В.Рыбкин тухса калаçнă. Депутатсем районăн тĕрĕслевпе шутлав органĕн ертÿçи пулма Н.Пироговăна çирĕплетнĕ.

Ларура ĕçре палăрнисене чысласси пирки ыйтăва пăхса тухнă.



"Елчĕк Ен"
12 октября 2016
08:58
Поделиться