Чи лайăх регионсен йышĕнче
Раççей Федерацийĕн çыхăну тата массăллă коммуникацисен министрĕн çумĕ Михаил Евраев нумаях пулмасть «Российская газета» хаçата панă интервьюра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕ, ăна аталантармалли плансем çинчен каласа кăтартнă, çавăн пекех çак тулли пĕлтерĕшлĕ ĕçе Раççейри регионсенче мĕнле шайра хатĕрленнин рейтингĕн кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕнче ЖКХ сферинчи 60 пине яхăн организаци регистраци тунă тата хăйсен информацийĕсене вырнаçтарнă. Михаил Евраев палăртнă тăрăх, Раççей субъекчĕсенче çак ĕçе вăя кĕртесси нумай чухне регионсенчи влаç органĕсем хăйсен ĕçне мĕнле йĕркелесе пыма пĕлнинчен нумай килет.
Министр çумĕ çĕршывра ку енĕпе чи лайăх ĕçлекен 9 субъекта анчах палăртнă, Чăваш Ен - çак шутра. Пирĕн республика регионри IT тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕсене пĕрлештерессин ĕçĕсене туса ирттернĕ тата кăтартусене автоматика тытăмĕ çинче йĕркелекен регионсен йышне кĕнĕ.
«Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕ - Регион» никĕсĕ çинче ĕçе кĕнĕ ЖКХ сферине автоматизацилес проект Чăваш Енре темиçе тапхăрпа аталаннă. 2011 çулта управляющи организацисене тата халăха информаципе тивĕçтерекен «Чăваш Республикинчи ЖКХ порталĕ» йĕркеленнĕ. 2012 çулта ăна управляющи компанисемпе ресурспа тивĕçтерекен организацисен шутлав тытăмĕн порталĕпе пĕрлештернĕ. 2014 çулта капиталлă юсав ĕçĕн регионри операторĕн тата капиталлă юсав ĕçĕн программине пурнăçлассине тата контрольлессине йĕркелесе пыракан патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ĕç-хĕлне автоматизациленĕ.
ЖКХ порталĕн ĕçĕ çулсерен анлăланса пырать. Сайтпа усă курма çăмăл пулни регионра пурăнакансене мĕнпур ыйтăва хăвăрт татса пама май парать: ресурссемпе пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн палăртнă тÿлевсем пирки пĕлме, коммуналлă ресурссене шута илекен приборсем çинчи кăтартусене пĕлтерме, тарифсем çинчен пĕлме, тÿлев ĕçĕсене онлайн-режим мелĕпе пурнăçлама тата ыт.те.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăлла коммуникацисен министрĕ Александр Иванов палăртнă тăрăх, регионра информаци технологийĕсене ĕçе кĕртесси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ, çакна кура граждансемпе влаç органĕсем хушшинчи çыхăну çăмăллăн тата уççăн пулса иртет.
Министр çакна та палăртнă: «Пирĕн çĕршыври ЖКХ сферинче татса паман ыйту нумай. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăхăн информаци тытăмне йĕркелени лару-тăрăва йĕркелеме пулăшмалла. Чăваш Ен регионри ЖКХ порталĕн проектне чи малтан пурнăçлама тытăннă регионсенчен пĕри, çакна федераци шайĕнчи экспертсем те пĕр хутчен анчах мар пысăк хак панă. Çак çăлкуç халăха усă курма тата усăллă, меллĕ пултăр тесе эпир пурне те тăватпăр. Ăна çĕнетессипе ĕçлесси малалла пырать».