Пархатарлă професси уявĕнче
Çĕр çинче вун-вун професси çынни тăрăшать. Мĕн ачаран эпир пурнăç çулне уçма пулăшакан сăваплă çынсемпе – вĕрентекенсемпе тĕл пулатпăр. Пĕрремĕш учитель... Кашни çын асĕнче ĕмĕрлĕхех тарăн йĕр хăварать вăл. Пурнăçăн анлă çулĕнче нумай вĕрентекен пĕлÿ парать пире. Эпир хамăрăн учительсене тарăн пĕлÿпе воспитани панăшăн ĕмĕр-ĕмĕр парăмра пулнине самантлăха та манмастпăр. Хисеплĕ професси çыннисем ырми-канми ĕçшĕн ырă ят-сума тивĕçлĕ. Яваплă ĕçре тăрăшакансене паянхи вĕренекенсем кăна мар, темиçе çул каялла шкулпа сывпуллашнисем те манманни учительсен кăмăлне уйрăмах çĕклет.
Районта 204 учитель тăрăшать. Елчĕк енри вĕрентекенсем хăйсен професси уявне яланхиллех анлă паллă тунă. Пархатарлă ĕçĕн пултаруллă çыннисене професси уявĕпе район пуçлăхĕ Петр Скворцов , Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан - вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый саламланă.
Леонард Васильевич уйрăмах çамрăк педагога - Аслă Таяпа шкулне вĕрентме килнĕ ют чĕлхесен учительне Кристина Васильевăна тимлĕх уйăрса саламласа парнепе чысланă. Юлашки çулсенче района çамрăк учительсем питĕ сахаллăн ĕçлеме килеççĕ. Кристина Владимировна ялти йывăрлăхсенчен шикленмен, хăй вĕреннĕ шкула хаваспах килнĕ.
Районти учительсем çулсерен вĕренÿпе воспитани ĕçĕнче пысăк ÿсĕмсем тунипе палăраççĕ. Уявра чи пултаруллисене хисеплĕ ятсемпе грамотăсем парасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Кăçал «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ята Çĕнĕ Пăвари биологи, географи тата информатика учителĕпе Олимпиада Викентьевăпа Елчĕк шкулĕнчи вырăс чĕлхипе литературин учителĕ Наталья Носова тивĕçнĕ. Аслă Пăла Тимешри пуçламăш классене вĕрентекен Марина Барановăна, Аслă Таяпари чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Маргарита Кузнецовăна, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн 2 категориллĕ бухгалтерне Лидия Щипцовăна Раççей Федерацийĕн Вĕренÿпе наука министерствин, Кĕçĕн Таяпари вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Галина Морозовăна, Çĕнĕ Пăвари историпе обществознани вĕрентекен Алексей Смирнова, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертсе пыракан экономистне Алина Чумановăна Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерствин Хисеп грамотисемпе чысланă.
Вĕрентÿре пысăк тăрăшулăх, воспитани ĕçĕнче ăсталăх кăтартакан учительсемпе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, тĕрлĕ çĕрте хастарлăхпа палăракан шкул ĕçченĕсене, воспитательсене тĕрлĕ шайри Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса чыс тунă.
Сумлă та яваплă професси çыннисен уявĕ савăк иртнĕ. Савăнăçлă юрă-кĕвĕ, илемлĕ ташăсем вĕрентекенсен чун-чĕрине ăшăтнă, малалла пысăк хавхаланупа ĕçлеме хистенĕ. Аслă Елчĕкри, Патреккелти учительсен пĕрлештернĕ хорĕ, Елчĕкри культработниксен, Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕсен, унта ăсталăх туптакан шкул ачисен пысăк концерчĕ пурне те килĕшнĕ. Фойере хатĕрленĕ вĕрентекенсен династийĕсен выставкисемпе пурте ăшă кăмăлпа паллашнă. Кашни шкултах йăхран-йăха куçса пыракан учительсен династийĕ пур. Апла пулсан çитĕнекен ăрăва паха пĕлÿ парасси, ламран лама куçса пыракан пурнăç хаклăхĕсене тĕпе хурасси ытахальтен килмест. Чăннипех те пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ вĕрентекенсем.
Сăнÿкерчĕкре: награда илнисен пĕр ушкăнĕ.