Ваттисене - пулăшу
Чăваш Енре çулсеренех тивĕçлĕ канăва кайнисем тĕрлĕ пулăшу илеççĕ. Вĕсем пирки Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управляющине Р.Кондратьевăна каласа пама ыйтрăмăр.
- Роза Алексеевна, паянхи кун тĕлне республикăра Раççей Пенси фончĕ урлă тĕрлĕ пенси илекенсем нумай-и? Вĕсене мĕнле пулăшу параççĕ?
- Республикăра пурăнакансенчен 366 пин çын - пенсионерсем. Вĕсене патшалăх енчен тĕрлĕ пулăшу панă. Экономикăри лару-тăрăва шута илсе кăçалхи январь уйăхĕнчен федераци çăмăллăхçисене паракан тÿлеве пенсионерсен регионти пурăнмалли чи пĕчĕк виçе таран ÿстернĕ, пенсисене пĕрремĕш çур çулта 4 процент индексациленĕ.
Чăнах, ĕçлекен пенсионерсен пенсине индексацилемен. Вĕсем ĕçлеме пăрахсан пенси виçи ÿсет. Кунта заявлени çырмалла мар - кăтартусене ĕç параканăн отчечĕсенчен илеççĕ. Енчен те пенсионер тепĕр хут ĕçе пуçăнать пулсан, унăн страховани пенсийĕн виçи чакмасть. Çапла 2016 çулхи март уйăхĕнчен республикăра ĕçлеме пăрахнă 15,5 пин çыннăн пенсийĕ ÿсрĕ.
Социаллă пенсие апрелĕн 1-мĕшĕнчен 4 процент индексациленĕ.
Индексаци хыççăн страховани пенсийĕн вăтам виçи 11,9 пин, социаллă пенси 7,5 пин тенкĕпе танлашрĕ. Сусăр ачасен, I ушкăнри ачаранпах инвалидсен пенсийĕ 11,9 пин тенке çитрĕ. Аттелĕхĕн Аслă вăрçин участникĕсен /вĕсем икĕ пенси илеççĕ/ пенси виçи вăтамран 31 пин тенкĕ ытларах.
- Август уйăхĕнче ĕçлекен пенсионерсен пенсине çĕнĕрен шутласа пачĕç. Кунта лару-тăру мĕнле?
- Ĕçлекен пенсионерсен страховани пенсине 2015 çулхи страховани тÿлевĕсене кура шутласа панă. Кунта пенсин 3 балĕ таран виçеве ÿстернĕ. Республикăри 91 пин çыннăн пенсине çĕнĕрен шутланă, ÿсĕм виçи вăтамран 136 тенкĕпе танлашнă. Çулталăк вĕçлениччен çак тĕллевпе 60 миллион тенкĕ тăкаклаççĕ.
- 4 çул каяллах пухăнакан пенсине тÿлеме пуçăннă. Кашни çулах ăна илекенсен йышĕ ÿссе пырать...
- Çапла, пухăнакан пенси тивĕçлĕ канури çынсемшĕн пысăк пулăшу. Вăл обязательнăй тата хушма пухăнакан тÿлевсенчен, патшалăх софинансированийĕнчен тата инвестици тупăшĕсенчен йĕркеленет. Чăваш Енре çулталăк пуçланнăранпа пухăнакан пенсине 14 пин пенсионер 175 миллион тенкĕлĕх илнĕ.
- Нумай пенсионер инвалид пулнă май федераци çăмăллăхçисен йышне кĕнĕ. Вĕсене те патшалăх манмасть...
- Федераци çăмăллăхçисене уйăхсерен паракан тÿлеве тата соцпакет хакне февраль уйăхĕнчен 7 процент индексациленĕ. Уйăхсерен паракан тÿлев вăтамран 2,2 пин тенкĕпе, соцпакет хакĕ 995 тенкĕпе танлашать.
- Куратпăр, кашни пенсионер хушма укçа илнĕ...
- Çулталăк пуçланнăранпа республикăра пенси тата социаллă тÿлевсене тÿлеме Пенси фондĕнчен 34 миллиард тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне амăшĕн капиталне тивĕçнĕ çемьесене 2 миллиард ытла укçа-тенкĕ панă.
- Раççей Правительстви 2017 çулхи январь уйăхĕнче пĕр хутчен паракан 5 пин тенкĕ тÿлеве мĕнле хаклатăр?
- Статистика органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, 2015 çулта инфляци шайĕ 12,9 процентпа танлашнă. Маларах палăртрăм ĕнтĕ, февраль уйăхĕнче 4 процентне индексациленĕ. Ыттине Раççей Правительстви пĕр хутчен паракан 5 пин тенкĕпе компенсацилеме йышăнчĕ, е, урăхла каласан, август-декабрь уйăхĕсемшĕн пĕрер пин тенкĕ.
- Çак тĕллевĕн паха енĕсене палăртаймăр-ши?
- Пулăшăвăн паха енĕсем пур. Пĕрремĕшĕнчен, пĕр хутчен паракан тÿлеве Раççей гражданинĕ шутланакан тата унта яланах пурăнакан пенсионерсем илеççĕ. Индексаци тунă пулсан социаллă пенси тата ĕçлекенсен пенсийĕсем ÿсместчĕç. Чăваш Енре 366 пин пенсионера тÿлеме 1,8 миллиард тенкĕ уйăраççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, пĕр хутчен паракан тÿлев иккĕмĕш индексаци хыççăнхи хушăм виçипе танлашать. 11,6 пин тенкĕрен каярах пенси илекенсемшĕн те çак ÿсĕм витĕмлĕ, мĕншĕн тесен индексаци тунă пулсан, кашни уйăхри ÿсĕм пĕр пин тенкĕрен каярах пулĕччĕ. Виççĕмĕшĕнчен, çак тÿлеве пенсионер тÿрех алла илет.
- Мĕншĕн пĕр хутчен тÿлеве çитес çулхи январьте çеç тÿлеççĕ?
- Çакă Раççей Правительстви федерацин саккунĕн проектне хатĕрлессипе, ăна Патшалăх Думи пăхса тухса йышăннипе, тÿлев хучĕсене хатĕрлессипе çыхăннă. Тÿлеве январь уйăхĕнчи пенсипе пĕрле параççĕ.
- 2017 çулта пенсисене индексацилеççĕ-ши?
- 2016 çулта пенсисене ÿстермелли йĕрке вăхăтлăх пулчĕ. Çитес çул вĕсене туллин индексацилеме йышăннă.
Çитес çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен страховани пенсийĕсене Росстат кăтартăвĕсемпе 2016 çулхи инфляци шайне кура ÿстереççĕ, социаллă пенсисене апрелĕн 1-мĕшĕнчен пенсионерсен иртнĕ çулхи пурăнмалли чи пĕчĕк виçе ÿсĕмĕн калăпăшĕпе тан хăпартаççĕ.
А.ФЕДОРОВ.