Сиенĕ пысăк, унран хăтăлмаллах
Спиртлă шĕвексем ĕçнин сиенĕ çинчен тепĕр хут асăрхаттарни вырăнлă пулĕ.
Мĕнле пуçланса каять-ха алкоголизм чирĕ?
Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланатăп тесе ĕçмест. Нумайăшĕ виçине пĕлсе ĕçетпĕр тесе шутлать. Шел пулин те, ку вăл малтанлăха кăна çавăн пек. Чир майĕпен хăйĕн хăрушă серепине илме, чура тума пуçлать. Вăхăт иртнĕçемĕн те эрехрен хăпаймастăн. Эрех виçине ÿстерсе пынăран пуçра пĕр шухăш унăн - тăтăшах ĕçес килет. Хăйне ÿсĕрле кăна лайăх туйма пуçласан, мухмăра эрех ĕçсе ирттерме тытăнсан, «ыран пачах та ĕçместĕп» тесе сăмах парсан та тепĕр кунне алли каллех эрех патнех туртăнать. Çакăн пек чухне ĕç вырăнне те, çемьене те çухатма пулать. Алкоголизм юлашки тапхăрне куçсан çын пĕтĕмпех улшăнать. Халĕччен çемйине, ĕçе юратнă çыннăн пĕтĕм интересĕ эрех тавра çаврăнать.
Мĕнре-ха çак чирĕн сăлтавĕсем?
Алкоголизм чирĕ обществăра пулса иртекен пысăк улшăнусемпе те çыхăннă. Обществăри йывăрлăх çемьене те, уйрăмах çамрăксене, йывăрлăха кĕртсе ÿкерет. Чылайăшĕ вара хăйсен пурнăçне эрехпе çăмăллатма тăрăшать. Халĕ кирек мĕнле сăлтава та эрех-сăрапа ирттересси йăлана кĕнĕ. Тепри кулленхи йывăр ыйтусене хăй тĕллĕн татса пама пĕлменрен, йывăрлăхсенчен тарса çăмăл пурнăç шыранăран кăмăл-туйăмне эрехпе кăна лайăхлатма тăрăшать. Виççĕмĕшĕ ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илет. Енчен те ашшĕ-амăшĕ час-часах тус-юлташĕсемпе эрех ĕçет пулсан, çав вăхăтрах ачисене «эрех нихăçан та ан ĕçĕр» тесе каласан та, ку сăмахсем ачасене ниме те пĕлтермеççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсем пурнăçра урăхла ÿкерчĕк курмаççĕ. Вĕсенчен чылайăшĕ ашшĕ-амăшĕн çулнех суйласа илеççĕ.
Алкоголизм чирĕ шурă эрех ĕçнипе кăна пуçланать-ши; Сăра тата мĕнле сиен кÿрет?
Чир кирек мĕнле спиртлă шĕвек ĕçсен те пуçланать. Сăрара та этил спирчĕ пур. «Кăшт кăна сăра ĕçме» хăнăхни те сисмесĕрех алкоголизм чирĕ патне илсе çитерет.
Алкоголь чирĕнчен сипленсе хăтăлма пулать-и?
Паллах. Çынран хăйĕнчен кăна килет: алла черкке тытсан унăн яланах хăйне чарса, тĕрĕслесе тăмалла. Ку вăл çăмăл мар. Çавăнпа та специалистсенчен пулăшу ыйтсан аванрах. Республикăра чиртен сипленмелли условисем çителĕклĕ. Кашни район больницинчех нарколог ĕçлет. Шупашкарта çак пулăшăва республикăн наркологи диспансерĕнче илме пулать. Адресĕ: Пирогов урамĕ, 6-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон: 23-41-68.
Юлашкинчен мĕнле сĕнÿ паратăр?
Эрех-сăрапа иртĕхни нихăçан та лайăххи патне илсе çитермест. «Ĕçкĕпе иртĕхни – хамăр ирĕкпе ухмаха тухни», - тенĕ Гиппократ темиçе ĕмĕр каяллах.
Сывлăх - питĕ пысăк пуянлăх, тулли, телейлĕ пурнăç никĕсĕ. Хăйне хăй упрама пĕлсен çын 100 çулччен тата ытларах та пурăнма пултарать. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине нимĕн те çитмест. Аслисем вара яланах ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.
Е.ЕГОРОВА,
республикăри медицина профилактикин сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ.