Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Шкул пулсан ял пĕтмест

Шкул пулсан ял пĕтмест

Сентябрĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарта «Ял шкулĕсен вĕрентекенĕ - Раççей аталанăвĕн векторĕнче» Пĕтĕм Раççейри ял вĕрентекенĕсен 3-мĕш съезчĕ иртрĕ. Чăваш академи драма театрне Раççейĕн 62 регионĕнчен 505 делегат пуçтарăнчĕ. Малтанах делегатсем фойери тĕрлĕ тематика куравĕсемпе, Раççейри ял шкулĕсем çинчен ÿкернĕ видеороликсемпе паллашрĕç.

Ялти учительсен анлă форумĕ пуçласа 2013 çулта Мускавра,  икĕ çул каялла Тамбов облаçĕнче иртнĕ. Кăçал Чăваш Ене ытахальтен суйласа илмен, паллах. Пирĕн патăмăрта юлашки çулсенче вĕренÿ тытăмне аталантарассипе курăмлă ĕçсем пурнăçланаççĕ.

Съездăн пленарлă пухăвне Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Алена Аршинова ертсе пычĕ. Президумра - Раççей вĕренÿ тата наука министрĕ Ольга Васильева, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕн  помощникĕ Олег Машковцев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Патшалăх Думин Вĕренÿ комитечĕн председателĕ Вячеслав Никонов, Пĕтĕм Раççейри педагогсен пухăвĕн председателĕ, Технологисемпе управленин К.Г.Разумовский ячĕллĕ Мускаври патшалăх университечĕн ректорĕ Валентина Иванова.

Чи малтанах  Михаил Игнатьев  Ольга Васильевăна Пĕтĕм Раççейри ял учителĕсен съездне Чăваш Енре ирттерме шаннăшăн тав турĕ. Унтан регион ертÿçи делегатсене, унта хутшăнакансене, йĕркелÿçĕсемпе хăнасене Чăваш Республикин аталанăвĕпе паллаштарчĕ. Республикăра пурăнакан халăхăн 39 проценчĕ ялта пурăнать, çавна май  çулсерен ялсенчи инфратытăма çĕнетсе пыраççĕ. Ачасене садиксене вырнаçтарас, шкулсенчи спортзалсене çĕнетес, çĕнĕ шкулсем тăвас енĕпе республикăри ĕçсем курăмлă. Юлашки çулсенче кăна республикăра 9 çĕнĕ шкул хута кайнă, 100 спорт залне çĕнетнĕ. 2025 çулччен хальхи йышши çĕнĕ 32 шкул тума палăртнă. Хальхи вăхăтра республикăри 34 пин ытла шкул ачипе çамрăк спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе туслă. Михаил Васильевич республикăн чăн пуянлăхĕ унăн çыннисем пулнине палăртса мухтавлă ентешĕмĕрсене - Николаева, Чапаева, Айхине, Павловăна, Кокеле аса илчĕ. Çавăн пекех вĕренÿ тытăмне аталантарассин пĕр енĕ профориентаци ĕçĕ пулнине шута илсе хальхи вăхăтра хута яракан проектсене, программăсене палăртрĕ. Пултаруллă çамрăксене, вĕрентекенсене хавхалантаракан тÿлевсем, калăпăр, вĕренекен Пĕтĕм Раççей шайĕнчи  олимпиадăра çĕнтернĕшĕн педагога 250 пин, призлă вырăна тухсан 150 пин тенкĕ пама йышăннă. Республика Пуçлăхĕ технологисемпе инфратытăм вĕренÿ тытăмĕн аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулсан та педагог яланах сумлă вырăнта пулмаллине çирĕплетсех каларĕ.

Олег Машковцев вĕренÿ тытăмĕнчи çивĕч ыйтусене хускатрĕ. Педагогсене канăç паман ыйту вăл - ĕç укçи. Чылай регионта учительсен ĕç укçине сехетсен тиевне пысăклатнипе ÿстернĕ. Шалăвăн хавхалантару пайне кама мĕнлерех тÿлесси тавра та иккĕленÿ-тавлашу çуратакан ыйтусем пулнине те палăртрĕ. Çавăн пекех ялсенче учительсен кадрĕ çитменни те вăрттăнлăх мар. Ытларах ют чĕлхесене вĕрентекенсем çитмеççĕ. Полпред  пулăшуçи тухса калаçнинчен çакна ăнланма пулчĕ: пурăна киле выпускниксен пурин те акăлчан чĕлхипе   те экзамен тытмалла пулĕ.

Вячеслав Никонов  чи малтанах  патшалăх вĕренÿ тытăмне çулсерен пысăк укçа-тенкĕ уйăрнине, çĕршывăмăрта ял шкулĕсем  нумайраххине, шкул пулсан ял та пулать тесех çирĕплетрĕ. «Вĕренÿ модернизацийĕ» программăпа килĕшÿллĕн 3-7 çулсенчи 1,5 миллион шăпăрлана ача садне вырнаçтарнă. Хальхи вăхăтра «Шкул автобусĕ» çĕнĕ проект ĕçе кĕрсе пырать. Унпа килĕшÿллĕн шкул автобусĕсене пĕтĕмпех çĕнетме палăртнă.

Раççей Патшалăх Думин Экономика политикин, инноваци аталанăвĕн тата предпринимательлĕх комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков юлашки çулсенче çĕршывăн сумлă аслă шкулĕсенче ялти шкултан вĕренсе тухнă студентсем йышланнине, хăй те ял шкулĕнчен вĕренсе тухнине пĕлтерчĕ.

«Раççей шкул ачисен юхăмĕн» ертÿçи Сергей Рязанский кăçал çĕршывăмăрта çĕнĕ организаци пуçарса яни çинчен чарăнса тăчĕ. Юхăм шкул ачисене патриот воспитанийĕ парас, харпăр хăйне аталантарас енĕпе ĕçлессине, çĕнĕ юхăм пирĕн историре паллă йĕр хăварнă пионерин ырă йăлисем, регионсенче йĕркеленнĕ тĕрлĕ юхăмсен паха опычĕ çинче никĕсленнине палăртрĕ.

Раççей Федерацийĕн вĕренÿпе наука министрĕ Ольга Васильева чи малтанах ялти учительсен миссийĕ тата пысăккине палăртрĕ.

- Шкул пулсан ял пурăнать! Шкул - ял центрĕ. Пуçламăш шкул - пĕлÿ парас ĕçĕн никĕсĕ. Çавна май сахал комплектлă мĕнпур шкула сыхласа хăваратпăр, - терĕ Ольга Юрьевна.

Раççейре сахал комплектлă 12 пин шкул.

Педагогсем çĕнĕ министрăн сăмахĕсене тăвăллăн алă çупса йышăнчĕç. Ольга Юрьевна шкул халăха пĕрлештерекен социокультура центрĕ пулмаллине, ял çынни шкулти библиотекăпа, спорт залĕпе, кирлех пулсан врач кабинечĕпе те, усă курма пултарнине палăртрĕ.

Министр пуçламăш классенчи шкулсенче пĕртен-пĕр никĕс программăпа вĕрентмеллине çине-çинех асăнчĕ. Вĕрентекен ĕçĕнче кирлĕ-кирлĕ мар отчетсем çырасси пулмалла маррине, инçетри шкулсенче электронлă ресурс тухăçлă ĕçлемеллине, кăçалтан 10 çул çÿренĕ шкул автобусĕсемпе ачасене турттарма юраманнине, çывăх çулсенче шкулсене 1835 автобус çитессине, çавна май федераци бюджечĕ кăçал 3 млрд тенкĕ уйăрнине,  çитес çул тата 3 млрд тенкĕ уйăрассине, пилĕк çул хушшинче 13 ял учителĕ Пĕтĕм Раççейри «Çулталăкри учитель» конкурсра лауреат, 5-шĕ çĕнтерÿçĕ пулнине, педагогсене професси ăсталăхне ÿстерме мĕнпур майсем туса парассине палăртрĕ.

Вĕренÿпе наука сферинчи Федераци службин ертÿçин çумĕ Анзор Музаев патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕ Раççейри ял ачисене çĕршыври аслă шкулсен алăкĕсене уçма май  туса панине,  унччен ашшĕ-амăшĕ инçетри хуласене аслă шкулсене вĕренме каякан ачи-пăчишĕн нумай расхутланнине, халĕ ППЭ кăтартăвĕсене тăруках 5 аслă шкула  пама пулнине пĕлтерчĕ.

- Паян аслă шкулсене вĕренме кĕнĕ кашни тăваттăмĕш студент ял шкулĕнчен вĕренсе тухнă выпускник, - палăртрĕ вăл.

Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчи педагогсем тухса калаçса хăйсен ĕç опычĕпе паллаштарчĕç.

Пленарлă пухăвăн пĕрремĕш пайĕ хыççăн делегатсем пилĕк ушкăна пайланса Шупашкарти тĕрлĕ шкулсенче пулчĕç. Вĕсем ялсенче вĕренÿ тытăмне лайăхлатассине, вĕрентекенсене социаллă пулăшу парассине, инçет вĕренĕвне йĕркелессине, ял тата хула шкулĕсенчи ачасем валли пĕлÿ илме пĕрпек майсем туса парассине сÿтсе яврĕç.

Дискусси ĕçĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн кашни площадкăн модераторĕсем тухса калаçрĕç. Кунтах Ольга Васильева министр вĕрентекенсен ыйтăвĕсене хуравларĕ, çĕршыври сакăр учителе Вĕренÿ тата наука министерствин Тав хучĕсемпе чысларĕ. Съезда хутшăннисем Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн, хулари учительсен хорĕн тата Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çуртне çÿрекенсен юрри-ташшине курса савăнчĕç. Ялти вĕрентекенсем форумран тулли те çĕкленÿллĕ кăмăлпа таврăнчĕç.

ЧР Вĕренÿ тата наука министрĕ çав кунах Шупашкар районĕнчи Янăш шкулне çитнĕ.  Хаклă хăнапа пĕрле Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та пулнă. Ахаль шкул мар вăл. Çĕнĕ комплексра шкулпа ача сачĕсĕр пуçне бассейнлă спортзал, вăйăсен площадкисем те йышлă. Пĕр сăмахпа, ачасене вĕренме, кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен аталанма, спортпа туслашма условисем çителĕклĕ. Янăшра хальхи йышши пурлăх никĕсĕ тата вĕренĕвĕн çĕнĕ технологийĕсем  çирĕп, чи кирли вара -  кунта наци йăли-йĕркине çирĕп тытса пырса упраса хăварас тесе ăнтăлни. Министр ял учителĕсем хăйсен  юратнă ĕçне чунтан парăннине, наци культурин чи ырă йăли-йĕркине сыхласа хăварни пысăк ĕç пулнине палăртнă.

 

Делегатсен хаклавĕ

Е.НИКИФОРОВА, район администрацийĕн вĕренÿпе çамрăксен пайĕн политикин информаципе методика центрĕн директорĕ:

- Ял шкулĕсенче вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри 3-мĕш съезчĕ пирĕн республикăра иртни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ялти учительсен умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене Ольга Васильева министр хăй татса пама тăрăшни пире ĕçлеме хавхалантарать. Апла пулсан  Ольга Юрьевна ял учителĕсене вырăна хурать, вĕсен ĕçне, пурнăçне ăнланать.

 

Виктор КАРЧИКОВ, Çирĕклĕ Шăхалĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ:

- Съездра министр ял шкулĕн аталанăвĕшĕн пĕлтерĕшлĕ самантсем çинче чарăнса тăчĕ. Вăл ППЭ кăтартăвĕсем шкула хак памалли критери маррине çирĕплетсех каларĕ. Сахал комплектлă мĕнпур шкула сыхласа хăварассишĕн çине тăмалла тени чĕрере ырă ĕмĕтсем çуратрĕ. Ахальтен мар залра ларакансем министр каланипе килĕшсе тăвăллăн алă çупрĕç.

 

Владимир НИКОЛАЕВ, Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти историпе обществознани  учителĕ:

- Министр ĕç укçин никĕс пайне 70 процент, хавхалантару пайне 30 процент шайĕсене çитерессине çирĕплетрĕ. Çавăн пекех съездра Ольга Юрьевна пуçламăш классенчи ачасене пур шкулта та - Калининградран пуçласа Инçет Хĕвелтухăç ялĕсем таранах - пĕртен-пĕр никĕс программăпа вĕрентмеллине пусарсах каларĕ. Хут ĕçĕсене чакармалла тенине те ырласа йышăнатăп.

В.КИРИЛЛОВА.



"Елчĕк Ен"
17 сентября 2016
09:18
Поделиться