Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Кам Путиншăн?

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн рейтингĕ питĕ пысăк. Çавăнпа пĕтĕм политика вăйĕсем епле те пулин паллă лидер çумне «тĕршĕнме» тăрăшаççĕ. МК тĕрлĕ политика партийĕсем Путина чăннипех пулăшнин шайне хаклама тĕв тытрĕ.

Тĕрĕссипе, çакăн пирки Владимир Путинран хăйĕнчен ыйтсан çăмăлрах пулĕччĕ, анчах вăл хăйĕн хуравне тахçанах, уççăн тата пĕр хут çеç мар панă. Хăйĕн тĕревне тата «çĕршыва пуçтаракан точкăна» вăл «Единая Россия» партире курать. Çапах ытти партисем те пĕтĕм вăйран, çирĕп мар пулсан та, хăйсене унăн тĕревĕ вырăнне хума тăрăшаççĕ. Анчах сăмахпа çеç.  Ĕçпе вара?

ЛДПР патне ыйтусем сахалрах. Вĕсен лидерĕ тĕлĕнтермĕш идейăсем калать пулсан та вĕсем политика лару-тăрăвне хирĕçлемеççĕ. Тен, «тĕп линие» пурнăçлассипе радикаллă шухăшсемпе тĕрлĕ мелсен витĕмĕ пысăкрах пулнине шутламасан. «Единая Россияна», чăн та, вăрçасси те пулать, анчах ăна никам та чĕрене илмест. Пĕтĕмпе илсен, ЛДПР Путина пулăшмасан та, ăна сиенлемест.

КПРФ хăйне чăннипех оппозицири пĕртен-пĕр парти пек кăтартать пулин те, Путина хирĕçлемест, уçăмсăррăн «çак влаç» тесе çеç пĕлтерет. Патшалăх Думин  сесси залне КПРФ депутачĕсем протестлесе пĕр хут кăна пăрахса кайнă. Урăхла каласан, КПРФ хăйне культурăллă тытать, çынсене баррикадăсем çине чĕнмест. Парламентри  йĕркеллĕ оппозици. Анчах кунта та Путина пулăшас пирки калаçу пымасть. Коммунистсем тахçантанпах бюджета хирĕç сасăлаççĕ. Пĕтĕм çĕрте. Çĕршывĕпех. Кашни регионпа муниципалитетрах. Аталанма май паракан хушма тупăшсем пирки калаçу пынă чухне те. «Баба-Яга - хирĕç»  принцип «Путина пулăшассипе» çыхăнса тăмасть.

«Справедливая Россияра» лару-тăру питĕ кăсăклă. Мĕн йĕркеленнĕренпех çак парти «Эпир Путиншăн, анчах «Единая Россияна» хирĕç» девизпа ĕçлет. «Единая Россия» партие Владимир Путин çав вăхăт тĕлне  йĕркеленĕ тата ертсе пынă тапхăртанпах. Çавăн пек «икĕ питлĕ çынлăха» малтанлăха чылайăшĕ политика шизофренийĕ евĕр йышăнчĕç. Каярахпа кăштах хăнăхрĕç. Калăпăр, СР - Путиншăн. Халĕ пăхатпăр. Чăннипех çапла-ши?

Сăмахсемпе мĕнле? Сулахай флангра КПРФпа чавсапа тĕккелешсе справедливороссем «Единая Россияна» шавлăн вăрçаççĕ, çав вăхăтрах хăйсене Путин соратникĕсем пек кăтартма хăтланаççĕ.

Ĕçсемпе мĕнле? Кунта сăмахпа каланинчен йывăртарах. Политикăри иккĕлĕх ниçта та кайман. Хăвна оппозицири пек кăтартмалла, унсăрăн суйлавçăсем санран пăрăнаççĕ, çавăн пекех Путин тусĕ пек те пулмалла. Патшалăх Думин сесси залĕнчен эсерсем час-часах тухса каяççĕ - вĕсем унта-кунта çÿренине хăнăхнă ĕнтĕ. Владимир Путин «белоленточниксемпе» питĕ хирĕçнĕ вăхăтра лару залне шурă хăюпа килме камăн пуçне ăс кĕнине калама йывăр. Çапах та ĕçне тунă - «Справедливая Россияна» Путинăн тÿрремĕнех тăшманĕсемпе - «майдан» евĕрлĕ хирĕçлевçĕсемпе çыхăнтараççĕ. Кайран ăнланчĕç - анчах кая юлнă. Партирен хăвăртрах паллă оппозиционерсене - Геннадипе Дмитрий Гудковсене, Илья Пономарева, Людмила Нарусовăна, каярахпа Оксана Дмитриевăна хÿтерсе ячĕç.

Вара мĕн? Оппозици эсерсенчен, вĕсене соглашательсен вырăнне хурса, сивĕнчĕ. Путинпа тусли çинчен сăмах та пымасть. Справедливороссем Президентшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ саккунсен проекчĕсене хирĕç сасăланă хыççăн пушшех. Халĕ «ни Турра - çурта, ни шуйттана - турчка». «Родина» парти пĕтĕмпех «Справедливая Россия» парти йышĕнчен тухрĕ.

Тĕслĕхсемпе Мускава кайни питех кирлĕ мар. Нумаях пулмасть Чăваш Енĕн Патшалăх Канашĕн ларăвĕнче бюджета улшăнусем кĕртессине пăхса тухрĕç. Тăватă миллиард тенкĕ ытла укçана валеçессине çирĕплетмеллеччĕ. «Справедливая Россия»  фракци сасăлавран тытăнса тăчĕ. Енчен те сасăсем çитмен пулсан, республика экономикине питĕ кирлĕ пысăк укçа-тенкĕ пырса кĕмен пулĕччĕ. Вăт çакăн пек вĕсем республика аталанăвĕшĕн «тăрăшни». Чăн экономика секторĕнче те çак партин представителĕсем çакăн пек япаласем кăтартаççĕ - вĕсемшĕн Сталин вăхăтĕнче персе вĕлернĕ пулĕччĕç. Хальхи вăхăтра нумаях пулмасть ăнăçлă аталанакан, республикăн мухтавĕ - «Чăваш бройлерĕ» предприяти панкрута тухас патнех çитнĕ. Çак пулăм патне ăна «Справедливая Россия» партин Патшалăх Думинчи депутачĕ илсе çитернĕ. Сас-хура тăрăх 100 миллион тенке яхăн укçана çаврăнăшран кăларнă. Тен, çак укçа-тенке усă курса суйлав агитацийĕ вăхăтĕнче тĕрлĕ тĕслĕ, пысăк йышлă пичет продукцийĕ сарăлать? Тепĕр тесен ăна уçса парассипе компетенциллĕ органсем тимлеççĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, «Путин тусĕсенчен» чылайăшĕн пирки халăх каларăшĕпе çапла калама пулать: «Тепĕр çакăн пек тус - тăшмансем те кирлĕ мар».

«МК в Чебоксарах» хаçатран куçарса пичетленĕ.



"Елчĕк Ен"
14 сентября 2016
08:51
Поделиться