Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Чăваш пуриншĕн те хурăнташ

14 сентября 2016 г.

Чăваш пуриншĕн те хурăнташ

Сентябрĕн 10-мĕшĕнче  Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан халăхсен съезчĕ пулса иртрĕ. Мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Раççей Халăхĕсен ассамблейин  канашĕн председателĕ Светлана Смирнова, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков, Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн ĕçĕсене пурнăçлакан Константин Яковлев, Шупашкар тата Чăваш Митрополичĕ Варнава, Мускав, Тĕп регион тата Чăваш Ен муфтийĕ, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Альбир Крганов, Раççей Федерацийĕн Общество палатин членĕ Николай Дроздов тата ытти хисеплĕ çынсем хутшăнчĕç, тухса калаçрĕç.

Съезд пуçланиччен хăнасен «Чăваш Ен Раççей, Беларуç тата Украина ÿнерçисен куçĕсемпе» куравпа, Чăваш патшалăх художество музейĕн картинисемпе, тĕрлĕ наци халăхĕн художникĕсен ĕçĕсемпе, йăли-йĕркипе, тумтирĕпе, апат-çимĕçĕпе паллашма май пулчĕ. Фойере чăваш юрри-ташши кĕрлесе тăчĕ.

Аслă Пухăва Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен съездне хатĕрленсе  ирттерес тĕлĕшпе йĕркеленĕ оргкомитет членĕ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ Лев Кураков уçрĕ. Вăл съезд Чăваш Ен Пуçлăхĕ кăларнă йышăнупа килĕшÿллĕн иртнине çирĕплетрĕ.

Хăнасене Михаил Игнатьев саламларĕ. Вăл Чăваш Республикинче 128 халăх  пурăннине тата 8  этника ушкăнĕ тата 14 конфесси пулнине палăртрĕ. Чăваш Ен Наци рейтингĕнче инвестици илĕртÿлĕхĕпе Раççей Федерацийĕн 85 субъектĕнчен  тăххăрмĕш вырăнтан улттăмĕшне хăпарнă. Республикăра ĕç лару-тăрăвĕ лайăхлансах пырать, бизнеса аталантарма мĕнпур майсем çителĕклĕ. Çулсеренех çĕнĕ производство уçăлать. Çавна май пысăк технологиллĕ ĕç вырăнĕсем йĕркеленеççĕ, ĕç укçин шайĕ ÿссех пырать. Çамрăксене хăйне ĕçпе кăтартма, пултарулăх шайне ÿстерме те майсем çителĕклĕ.

- Республикăра пурăнакан халăхсен культури, чĕлхи, йăли-йĕрки – пирĕн питĕ хаклă пуянлăх! Тăванла халăхсем  пĕрлешсе пурăнни - регион тата пирĕн юратнă Раççей аталанăвĕн ăнăçлă никĕсĕ, - палăртрĕ Михаил Васильевич республикăра туслă пурăнакан халăхсене тав туса.

Светлана Смирнова ассамблейăн 18 çулхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Варнава Чăваш Енре 40 çул пурăннине, çак çулсем хушшинче республикăна юратса пăрахнине, вăл ĕçлеме пуçланă çулсенче 35 чиркÿ, халĕ 300 яхăн пулнине палăртрĕ. Альбир Крганов Чăваш Республикинче пурăнакан халăхсен съезчĕ республика историйĕнче пысăк пулăм пулнине, республика тĕрлĕ халăх, тĕрлĕ тĕн çыннисене пĕрлештерсе, туслăн малалла аталанни çинчен каларĕ.  Николай Дроздов, эпир ăна «В мире животных» передача ертсе пынипе лайăх пĕлетпĕр, Чăваш Ен тĕрлĕ халăх çыннисем туслă, пĕр килти пек пурăннипе çĕршыв шайĕнче ырă тĕслĕх пулса тăнине, тĕнче тата Раççей халăхĕсен форумне кăçал, ноябрĕн 4-мĕшĕнче, Халăхсен пĕрлĕхĕн кунĕнче, ирттерме сĕнÿ тăратрĕ. Тутарстан Республикин Халăхсен туслăхĕн çурчĕн директорĕ, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ирек Шарипов республика ертÿçисен саламне вуласа пачĕ. Вăл Тутарстанра чăвашсен этника ушкăнĕ халăх йышĕпе виççĕмĕш вырăнта пулнине пĕлтерчĕ.

Унтан Аслă Пухăва хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе йĕркелÿ комитечĕн председателĕн çумĕ Константин Яковлев республикăн чи пысăк пуянлăхĕ – унăн çыннисем, вĕсен культура еткерлĕхĕ, тĕрлĕ енлĕхĕ, çитĕнĕвĕ çинчен чарăнса тăчĕ. Тĕп тĕллев - Чăваш Енре пурăнакан кашни халăх çынни хăйне тăван килĕнчи пек туйтăр, тăван чĕлхине, культурине, йăли-йĕркине хисеплетĕр, малалла аталантартăр. Туслăхран хакли нимĕн те çук. Республикăра халăхсем пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ. Çакă чăваш халăхĕн кăмăл-сипетĕнчен - çураçулăхĕнчен, тараватлăхĕнчен, ăшпиллĕхĕнчен... те килет пулĕ. Чăвашсем  сăпайлă та ĕçчен, пур-çукшăн чăркăшмаççĕ.  Республикăри 16 халăх çынни 34 наци культура автономине, обществине чăмăртаннă.

Съездра Чăваш Республикинчи этнокультура аталанăвĕ, ытти этника ушкăнĕсемпе пĕрле килĕштерсе ĕçлени, чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе пурнăçлакан ĕçсем пирки, республикăри вырăс, тутар, азербайджан, Çурçĕр Кавказ, нимĕç халăхĕсен представителĕсем хăйсен чĕлхине, йăли-йĕркине упраса хăварассишĕн мĕнле ĕçленине каласа пачĕç. Тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç. Вĕсем пурте республикăри пур халăх та пĕр тан праваллă, кашни халăх мĕн чухлĕ вăйлă, республика çавăн чухлĕ хăватлăрах пулнине çирĕплетсе каларĕç.

Съездра Чăваш Республикин Халăхĕсен ассамблейине йĕркелерĕç. Ассамблея халăхсене пĕр чăмăра пĕрлештерме, пĕтĕçтерме кирлĕ. Унăн уставне йышăнчĕç, Ассамблейăн канашне, унăн председательне  депутатсем пĕр саслăн пулса Лев Куракова суйларĕç. Лев Пантелеймонович хăйне шаннăшăн тав турĕ. Кунтах республикăри Халăхсен ассамблейи Раççей Халăхĕсен ассамблейин йышне кĕме йышăнчĕ.

Съездра  республикăри культура пĕрлĕхĕсен, обществисен хастар ертÿçисене Михаил Игнатьев Тав хучĕсемпе тата алла çыхмалли сехетсемпе, Светлана Смирнова Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Аслă Пуху хыççăн съезд делегачĕсемпе хăнасем тĕрлĕ халăх юрри-ташшине  курса савăнчĕç. Тĕрлĕ наци тумĕ тăхăннă çынсен пит-куçĕнче çуталнă туслăх, юрату, килĕшÿ  туйăмĕсем самантлăха та çухалмарĕç. Чи пахи - Чăваш Енре  пурте хăйсене тăван килти пекех туйни.

 

Хаклав

Николай МИЛЛИН, район администрацийĕн пуçлăхĕ:

- Республикăра пурăнакан халăхсен съезчĕ чăннипех те историшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм пулса юлчĕ. Чăваш халăхĕ ытти халăхсемпе туслă пурăннине, пĕр-пĕрне, пĕр-пĕрин йăлине хисеплеме пĕлнине тепĕр хут çирĕплетрĕ. Эпир - Раççей халăхĕ, апла пулсан малашне те пĕтĕм халăхпа çывăх, туслă пурăнар. Алла-аллăн  тытăнса ĕçлесен районăн та, республикăн та социаллă, экономика çыхăнăвĕсем те çÿллĕ шая çĕкленеççĕ.

Антонина АЛЕКСАНДРОВА, район администрацийĕн культура тата информаципе тивĕçтерекен пайĕн ертÿçи:

- Кашни халăх хăйнеевĕрлĕхĕпе пуян. Вĕсен пĕрлĕхĕнче - пирĕн вăй. Районта тĕп халăх - чăвашсем. Пирĕнпе юнашар тутар, вырăс, мăкшă, таджик тата ытти халăх çыннисем пĕр çăвартан пурăнаççĕ. Эпир халăхсен хушшинчи çыхăнусене тытса пырас тесе  районта тĕрлĕ фестивальсемпе тĕлпулусем, конференцисем йĕркелетпĕр. Съезд умĕн районта халăхсен туслăхĕн эрни пысăк активлăхпа иртрĕ. Районти 11 çын Аслă Пухăва делегат пулса хутшăнчĕ.

Зевдет САЛАХУТДИНОВ, Сăрьелĕнчи культура çурчĕн директорĕ, районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ:

- Эпир, Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнакан тутарсем, хамăра ют тесе нихăçан та шутламан. Мĕн ачаран хамăр республикăна, района, тăван яла юратса ÿснĕ. Пирĕн ял çыннисенчен чылайăшĕ чăваш чĕлхине лайăх пĕлет, калаçать. Килсерен тенĕ пек чăвашла тухакан район хаçатне çырăнса илетпĕр. Эпир пĕтĕмпех пĕр тĕвĕре, пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура. Ĕмĕртен пыракан туслăх ăруран ăрăва куçтăр.

Людмила ПЕШЕНЬКОВА, Кушкăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ:

- 19-мĕш çул чăваш шкулĕнче ĕçлетĕп. Хам вырăс, вĕренекенсем - чăвашсемпе тутарсем. Виçĕ наци çынни пĕр-пĕринпе туслă пурăнса вĕренетпĕр. Мĕн пĕчĕкрен шкул ачисене çемьене, халăха, республикăна, çĕршыва юратма вĕрентетпĕр. Патриотизм туйăмне ачаран  аталантарса пырсан республикăри халăхăн туслăхĕ ĕмĕр-ĕмĕр çухалмĕ.

В.КИРИЛЛОВА.



"Елчĕк Ен"
14 сентября 2016
08:52
Поделиться