Яльчикский муниципальный округЧăваш Республикин Елчĕк муниципаллă округĕ

Тĕлĕнмелле чиркÿ

Тĕлĕнмелле чиркÿ

уçăлчĕ Лаш Таяпари паттăрсен ялĕнче.

2009 çулхи сентябрь уйăхĕнче Лаш Таяпара 1940 çулта çĕмĕрнĕ чиркÿ вырăнне çĕннин никĕсне хывса хăварнăччĕ.

Лаш Таяпари пĕрремĕш чиркĕве патшалăхăн укçи-тенкипе 1840 çултах туса лартнă. 1889 çулта чиркÿ çумне хушма çурт тĕртсе тунă. Вăл 1940 çулчченех ларнă. Совет влаçĕ çулĕсенче унăн ĕçне темиçе хутчен те хупса лартнă, 1940 çулта ăна пачах хупнă. Йывăçран тунă чиркÿ пĕренисемпе, ытти хатĕрсемпе ял тăрăхĕнчи ĕçсенче усă курнă.

1991 çулта тĕне ĕненекенсен пуçарăвĕпе вăтам шкулăн кивĕ çуртĕнче кĕлĕ çурчĕ уçнă. 2009 çулта Тĕмер ялĕнче çуралса ÿснĕ Силуан /Козлов/ иеромонах, ялти çынсен пуçарăвĕпе Турă Амăшĕ Çуралнин ячĕллĕ чиркĕвĕн никĕсне хывса хăварнă. Ялта, таврари ялсенче пурăнакансем кĕске вăхăтра çакăн пек чиркÿ ÿссе ларнине астумаççĕ.

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче Турă Амăшĕ Çуралнин ячĕллĕ Лаш Таяпари чиркÿ уçăлнă ятпа яла Шупашкар - Чăваш Епархийĕн Митрополичĕ Варнава тата Канаш-Тăвай Епископĕ Стефан килсе çитнĕ. Вĕсене халăх тĕне ĕненекенсен йăли-йĕркипе - урайне сарса парнесемпе, чечексемпе кĕтсе илнĕ. Çак пулăма Лаш Таяпари тата ытти ял тăрăхĕсенче Турра ĕненекен çĕр-çĕр çын хутшăнчĕ.

Шăматкун Елчĕк тăрăхĕнче ылтăн кĕркунне тăчĕ. Ир-ирех тĕксĕм çанталăка сирсе Лаш Таяпа чиркĕвĕн ылтăн сăн-сăпатне яр уçса ячĕ. Палăртнă вăхăт çитсен чиркĕве Шупашкар тата Чăваш Ен Митрополичĕ Варнава, Канаш тата Тăвай Епископĕ Стефан килсе çитрĕç. Вĕсем çĕнĕ чиркĕве таса мар сывлăшран тасатрĕç, Турра асăнса чиркĕвĕн пĕрремĕш кĕллине ирттерчĕç. Сăваплă кĕлле Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Елчĕк район пуçлăхĕ Петр Скворцов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, тата тĕрлĕ шайри ертÿçĕсем хутшăнчĕç.

Хĕвеллĕ те ăшă кун пурне те савăнăç, ырлăх, ăшă туйăм кÿчĕ. Ял-йыш Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева, Чăваш Патшалăх Канашĕн ертÿçине Юрий Попова, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Комитечĕн Председательне Петр Краснова ăшшăн йышăнчĕ. Чиркÿ вăл вилнисене асăнмалли, асра тытмалли, Христос тĕнне тытса пымалли, пĕтĕм ĕçе ырă сунмалли вырăн та.

Тĕмер чăвашĕ Силуан иеромонах /Козлов/, Лаш Таяпара çуралса ÿснĕ, таврари ялсенче пурăнакансем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, Анатолий Князев, Николай Князев, Владимир Меметов, Анатолий тата Владимир Ершовсем тата ялти ытти предпринимательсем çĕнĕ чиркÿ çĕкленсе лартăр тесе тăрăшнă. Лаш Таяпара, унăн тăрăхĕнче пурăнакансемшĕн çак кун асра юлмалла уяв ĕнтĕ. Шкулпа чиркÿ çумĕнчи лапамра ялти алă ĕç пултарулăх, илемлĕх ĕçĕсен, апат-çимĕç выставкисемпе республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев паллашрĕ. Ял çыннисем унпа пĕтĕм ырă кăмăлпа хутшăнса калаçрĕç, пултарулăх коллективĕсем концерт кăтартрĕç.

Н.АЛЕКСЕЕВ.



"Елчĕк Ен"
07 сентября 2016
09:00
Поделиться